Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак куна официаллă, патшалăх шайĕнче йышăнман темелле. Раççей банкĕсен ассоциацийĕ вара хăйсен професси кунне кашни çулах декабрĕн 2-мĕшĕнче паллă тума сĕннĕ. Çак куна ăнсăртран суйласа илмен, паллах. 1990 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче Раççей историйĕнче пĕрремĕш хут «РФ Тĕп банкĕсем çинчен» закон йышăннă. Çак закона кăларнă хыççăн çĕнĕ йышши банксем ĕçлесе кайма пуçланă. Банк ĕçченĕсем çаплах хăйсен професси уявне ноябрĕн 12-мĕшĕнче те паллă тăваççĕ.
Çĕнĕ йышши банксем 90-мĕш çулсенче кăна халăхпа тата организацисемпе ĕçлеме пуçларĕç терĕмĕр ĕнтĕ. Çапах та перекет банкĕсем 1841 çултанпах укçа «çавăрттараççĕ». Вĕсемпе кашни çын тенĕ пек килĕшӳ туса пăхнă. Паянхи кун та вăл чи шанчăклисенчен пĕри теес килет.
Нурлат районĕнчи Ялавăр ялĕнче пурăнакан Людмила Дмитриева перекет кассинче ĕçлесе çур ĕмĕрне ирттернĕ темелле. 27 çул яваплă ĕçре тăрăшнă вăл. Тивĕçлĕ канăва тухсан виçĕ çул укçа шутланă-ха. Мĕн тăвăн, пысăк опытлă специалиста тӳрех çĕнĕ çынпа улăштарма çăмăлах мар.
Çук, ют тата пĕлмен çынна мар, вăл хăйĕн кинне опытне парса хăварнă. Питĕ тĕрĕс, кирек мĕнле ыйту е пăтăрмах сиксе тухас пулсан та кинĕ инçе каймасть, çынсене тарăхтармасть, пăянамăшĕ патне канаш ыйтма пырать.
Тивĕçлĕ канури банк ĕçченĕпе калаçса ларнă май ĕç пирки те кăштах ыйтса пĕлес килчĕ. Уйрăмах çынсен перекечĕсем «çунса кайнă» вăхăта аса илес терĕмĕр.
– Людмила Васильевна, сирĕн ялăрта пуян çынсем нумайччĕ-и 80-мĕш çулсенче? – кăсăклантăм эпĕ.
– Вăл вăхăтра пирĕн таврара халăх лайăх пурăнатчĕ. Колхозра ĕçлекенсем икшер ĕç укçи илетчĕç. Çавăнпа та çынсем пурте тенĕ пек кассăна укçа хуратчĕç. Ара, пуласлăх çинчен шутланă вĕт-ха. Выльăх сутса укçа тунине те килте тытман, счет çине хума тăрăшнă. Вăл вăхăтра нумайăшĕн машина илмелĕх те укçа пулнă. Анчах та машинине туянма май пулман. Мотоцикл илме те таçта-таçта шыраса çӳремеллеччĕ те. Сăмахран, эпир те «Нива» машина илтĕмĕр. Тепĕр машинăлăх та укçа пурччĕ-ха.
– Çапла. Хăшĕ тата çуклă-пурлă укçине те кассăна кайса хуни пулнă. Анчах та çав, тар тăкса тунă укçана пĕр самантрах çук туни, пĕрре те пуçа вырнаçмасть. Эсир çавăн пек пулса тухасса сиснĕ-и?
– Тĕрĕссине калатăп, эпир ун çинчен шутлама та пултарайман, çур сăмах та илтмен. Хамăрăн та сахал мар укçа «çунса кайрĕ».
– Вăрçакансем те сахал пулмарĕç пуль?
– Унта, калама кăна. Лекрĕ ĕнтĕ.
– Ăнланатăп. Сирĕн айăпăр çук вĕт-ха? Апла пулсан та çавăнта ĕçлекен çынна сăмахĕсем лекеççĕ ĕнтĕ.
– Халĕ çав укçасене пăхса компенсаци параççĕ. Хуть çакă çынсен чĕрисене лăплантарать.
Çапла эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вуншар пин компенсаци илнисем те сахал мар. Ытларах илнисем те çук мар-тăр.
Людмила Васильевна мăшăрĕпе Герман Ивановичпа питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ. Виçĕ ача çуратса ӳстернĕ вĕсем. Пĕри Киров хулинче, тепри Менделеевскра, ывăлĕ вара ялта чиркӳ тунă çĕрте ревизи комиссийĕн членĕ. Пархатарлă ĕç тăвать.
Герман Иванович 26 çул егерь пулса вăй хунă. Урăхла каласан, вĕсем иккĕшĕ те пĕр ĕçе темиçе çул хушши улăштармасăр парăнса пынă. Çитменнине тата несĕлтен несĕле пыракан пурлăха тытса пыраççĕ. Пурлăх тени вăл – вĕлле хуртсем. Хуртсен вĕллисем пахчара кăна та мар, вăрманта тăраççĕ. Таçта çитиччен пăхма çӳреме тивет.
Дмитриевсем ырă кăмăллă çынсем пулни таçтан паллă. Вĕсем патĕнче нихăçан та çын татăлмасть. Чиркӳ тăвакансем те унта кĕреççĕ. Концертпа килнĕ Шупашкар артисчĕсем те вĕсем патне чарăнаççĕ.
Сире, Людмила Васильевна, банк ĕçченĕсен кунĕпе ăшшăн саламлатпăр. Малашне те çынсене кĕтсе илсе ăсатса ямашкăн çирĕп сывлăх сунатпăр. Ачăрсемпе, мăнукăрсемпе тата çывăх тăванăрсемпе ырă курса пурăнмалла пултăр.
 
: 840, Хаçат: 48 (934)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: