Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче аннесен уявне пирĕн çĕршывра 1998 çултанпа уявлаççĕ, Беловка ялĕнчи ача садне çӳрекен ачасем те кăçал çак кун амăшĕсене пысăк парне турĕç. Хăйсем 3-4 çулта кăна пулсан та ял клубĕнче пысăк концерт лартса пачĕç. Вырăсла та, чăвашла та юрăсем шăранчĕç сцена çинчен. Мĕнле кăна сăвă вĕренсе каласа памарĕç-ши, мĕнле кăна ташă ташламарĕç-ши пĕчĕкскерсем. Чи интересли такмаксем пулчĕç. Кашни хăйне евĕрлĕ юрларĕ такмаксене: хĕрсем илемлĕн кăна «и-их» кăшкăрса, арçын ачасем ура хуçса ташласа. Концертсăр пуçне ачасем амăшĕсене аппликации мелĕпе хатĕрленĕ открыткăсем те парнелерĕç. Чăнах та пысăк парне пулчĕ çак концерт амăшĕсемшĕн.
«Парнене» хатĕрлеме вара музыка ертӳçи Т.Андреева тата ача садĕнче вăй хуракансем нумай тăрăшрĕç. 3-4 çулти ачасене юрлама, ташлама вĕрентессин йывăрлăхне ăнланса амăшĕсем ачасен ертӳçисене тав турĕç. Пĕчĕкçеççĕ артистсене вара сцена çинчен тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç. Хăш-пĕр аннесен савăнăçпа телей куççулĕ те тухрĕ пулмалла çак самантра.
 
: 991, Хаçат: 48 (934), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: