Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу тĕп шкулĕн вĕрентекенĕсене Валентина Николаевна Ярмушовăпа Алена Петровна Осиповăна ĕçтешĕсем хăш чухне ăмсанаççĕ те. Çак икĕ вĕрентекен питĕ килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ-мĕн. Урăхла пулма та пултараймасть, вĕсем иккĕшĕ те пĕр предмет илсе пыраççĕ-çке. Валентина Николаевна 5,6,7,9-мĕш классене, Алена Петровна 8,10,11-мĕш классене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ. Ĕç опычĕ те вĕсен пысăк, Валентина Николаевна çак шкулта 21 çула яхăн, Алена Петровна 13 çул тăрăшаççĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлӳллĕ, Шупашкарти аслă шкулсенче пĕлӳ пухнă. Çавăнпа икĕ верентекенĕн пĕр-пĕринпе сӳтсе явмалли ыйтусем çителĕклех.
Шкулта «Ешĕл хунав» кружок та йĕркеленĕ вĕсем. Ачасем унта тăван чĕлхепе литературăна тĕплĕнрех вĕренеççĕ, журналист ăсталăхне хăнăхаççĕ иккен. Сăвă, калав-юмах çыраççĕ. Чи лайăххисене район хаçатне «Тăван ене» ярса параççĕ, кунсăр пуçне шкулта та стена хаçачĕ кăлараççĕ. Шкулăн 125 çулхи юбилейĕнче те акă «Çамрăк хунав» хăнасене питĕ интереслĕ содержаниллĕ стена хаçачĕпе савăнтарчĕ.
Юлашки çулсенче шкулсенче тăван чĕлхе сехечĕсен шутне чакарни вĕрентӳ процесĕ çине витĕм кӳмест мар, çакна тăван чĕлхепе литература учителĕсем те пытармаççĕ. Пысăк произведенисене вĕреннĕ чухне уйрăмах палăрать çак çитменлĕх – тĕплĕн пăхса тухма вăхăчĕ сахалрах-мĕн. Вĕрентӳ кĕнекисем те кивелеççĕ. Кашни пилĕк çултанах çитеймеççĕ-тĕр çав республика тулашне чăваш кĕнекисем. Хальхи вăхăтра кунта ачасем 2003 çулта тухнă кĕнекесемпе кăна вĕренеççĕ. Çапах та ку тăрăхри ачасенчен: «Чăвашла пĕлместпĕр, пире вырăсла калаçма çăмăлрах»,– тенине хальччен илтмен-ха. Хутăш çемьесенчи ачасем те чăваш чĕлхине савăнсах вĕренеççĕ. Тĕслĕхрен, Эльвира Шамсутдинова (ашшĕ тутар) шкулта мĕнпур предметпа, çав шутра чăваш чĕлхипе, литературипе те «пиллĕк» паллăпа кăна вĕренет, пĕр конкурсран та юлмасть. 4-мĕш класра вĕренекен Диана Петрукова (амăшĕ тутар) пирки те çаплах каламалла.
Тăван чĕлхене çапла юратса вĕреннинче, паллах, вĕрентекенсен тӳпи пысăк, эппин, уроксем интереслĕ иртеççĕ. Çакна ачасем чăваш чĕлхипе, литературипе иртекен тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче пысăк çитĕнӳсем туни те çирĕплетет. 2010 çулта декабрь уйăхĕнче районта тăван чĕлхепе иртнĕ олимпиадăра 10-мĕш класри Кристина Симкинăпа 11-мĕш класри Марина Митрошкина виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. Кăçал февраль уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ «Чăваш чĕкеçĕ» Раççей конкурсĕнче Лиана Осипова (3 класс), Александра Ярмушова (4 класс), Сергей Мишкин (5 класс), Алина Мишкина (6 класс), Анна Хрисанова (9 класс), Надя Никитина (10 класс) малти вырăнсене тухнă.
Паллах, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе ашшĕ-амăшĕ, предмета вĕрентекенсем кăна мар, мĕнпур шкул мăнаçланать. Тăван чĕлхене çав тери юратса вĕренекенсене чăваш классикĕсен, паллă çыннисен çуралнă çĕршывне, калăпăр, Сиктĕрмене, Кăнна Кушкине, тата ытти çĕре кайса кăтартсан вĕсем тата лайăхрах вĕренме тăрăшĕччĕç те, шел те, хальлĕхе шкулăн çула тухма майĕсем çук. Çул çӳрев ĕмĕтре кăна юлать.
 
: 1127, Хаçат: 48 (934), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: