Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Паянхи çамрăксене сăнасарах пăхсан, вĕсен кăмăл-туйăмĕсене шута илсен, хăйсен умне мĕнлерех тĕллевсем лартнине пĕлсен, калăн, вĕсем икĕ ушкăна пайланаççĕ: пĕрисем – «авăнмасăр, вăй хумасăр» модăллă çи-пуç тăхăнасшăн, тутлă çиесшĕн, пĕр сăмахпа – рекламăсенче кăтартакан хитре пурнăç кирлĕ вĕсене, музыкине те вĕсем каçхи клубсенче янратаканнине кăна итлесшĕн. Тепĕр ушкăнĕнчисем пачах урăхла – вĕсем историпе те интересленеççĕ, мăн асаттесен юрри-ташшине те пĕлесшĕн çунаççĕ (ахальтен мар рок-музыкăра та юлашки çулсенче фолк-рок юхăм вăй илет). Ума лартнă тĕллев патне çитме çыннăн хăйĕн нумай тăрăшма тивнине те пĕлеççĕ вĕсем, тăрăшаççĕ те. Пирĕн умри пике – Наташа Никитина шăпах çак ушкăнри çамрăксенчен пĕри пулĕ. Эпир унпа Шупашкарти И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи «Юрай» фольклор ансамблĕ Хусана Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлне ирттернĕ фестивале килсен паллашрăмăр, тĕрĕсрех каласан, пире ансамбль ертӳçи Зинаида Козлова паллаштарчĕ.
Наташа Чăваш Республикинчи Канаш районне кĕрекен Ухман ялĕнче çуралса ӳснĕ. Пĕрре пăхсан Никитинсен çемйине сайра тĕл пулакан çемье тееймĕн: Вячеслав Николаевичпа Альбина Михайловна ĕçе юратакан, йĕркеллĕ мăшăр, икĕ ача çуратса ӳстернĕ. 20 çулти хĕрĕ фольклориста вĕренет, 18 çулти ывăлĕ Анатолий арçын специальноçне алла илесшĕн – И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 2-мĕш курсра вĕренет, унăн пуласлăхĕ машинăсем тăвассипе çыхăннă.
Наташăн вара диплом илес кунсем те çывхарсах пыраççĕ темелле, халь вăл 4-мĕш курсра вĕренет.
– Наташа, каласа пар-ха пире, астăватăн-и, пĕрремĕш хут сцена çине тухнă чух миçереччĕ эсĕ?
– Эпĕ яланах юрлама юратнă, ача садне çӳренĕ чух та, шкулта та пуçламăш класранах мероприятисенче юрланă. Тĕрлĕ конкурссене те чылай хутшăннă.
– Апла шкул хыççăн ăçта вĕренме каясси пирки сан умра ыйту тăман?
– Манăн вĕренӳ вĕçленес çул шкула районтан педуниверситетри фольклор уйрăмне вĕренме кайма направлени килнĕ, шкул администрацийĕ эпĕ юрра-ташша юратнине пĕлсе мана кайма сĕнчĕ. Эпĕ хапăлласах килĕшрĕм.
– Мĕнле вара, вĕренӳ килĕшет-и? Эпĕ ăнланнă тăрăх, сирĕн патăрта самаях кăткăс.
– Питĕ килĕшет. Чăнах та пирĕн патра ансат тееймĕн: ял-ял тăрăх çӳресе паян-ыран çухалас патне çитнĕ кĕвĕ-юрра çырса илмелле, ташăсем пирки те çавнах каламалла. Кунсăр пуçне асанне-кукамай арчисенче кăна сыхланса юлнă тум-юма тупма тăрăшмалла, тĕрĕсене вулама хăнăхмалла. Апла пулин те çаксене вĕренӳри йывăрлăх тесе калаймăн, вĕсем студента ытларах та ытларах интереслентерсе суйласа илнĕ профессие юраттараççĕ.
– Эсир университетран фольклор ушкăнĕн ертӳçи пулса тухатăр, апла музыка инструментне те алла илме тивет?
– Çапла, эпĕ баянпа калама вĕренетĕп.
– Халь студентсенчен чылайăшĕ вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлеме те ĕлкĕресшĕн, студентсене ĕçе илме шантаракан пĕлтерӳсене те тăтăшах тĕл пулма тӳр килет: кама бармен кирлĕ, кама – сутуçă.
– Эпĕ те ĕçлетĕп, хамăн специальноçпа вырнаçмах телей пулчĕ. Шупашкарти 54-мĕш номерлĕ шкулта фольклор ертсе пыратăп.
– Ачасем мĕнле? Хаваспах çӳреççĕ-и фольклор урокĕсене?
– Каласа панине те интересленсех итлеççĕ, хăйсем те юрлама-ташлама хăтланасшăн.
– Наташа, сана итлесен пĕтĕм вăхăту вĕренӳпе-ĕçпех иртсе кайнă пек туйăнать. Юратнă аппаланусем, хобби çук та пулĕ?
– Аплах мар, эпĕ кĕнеке вулама та, музыка итлеме те юрататăп.
– Мĕнле авторсем кăмăлна каяççĕ?
– Эпĕ ытларах сăвăсем вулама юрататăп, уйрăмах Марина Цветаева, Анна Ахматова çырнисем чуна çывăх. Çав вăхăтрах Шолоховăн «Тихий Донĕ» хăйĕн пуянлăхĕпе, тарăнлăхĕпе тыткăнлать. Нумай пулмасть Юрий Скворцовăн «Уках хурăнне» вуласа тухрăм, питĕ килĕшрĕ.
– Музыка юрататăп терĕн, мĕнле сулăмсем, юхăмсем сана çывăх. Фолк-, этно- кăна çырлахтармасть ĕнтĕ çамрăка.
– Пĕр тĕслĕ музыкăна пĕрмай итлеме çук. Классиксене те – Моцарт, Шуман, Шопен – кăмăлласах итлетĕп, «попса» маншăн ют тесех калаймастăп – тĕслĕхрен, Валерия юрăç творчествипе интересленсех тăратăп.
– Наташа, пирĕн хаçат Анне кунĕ тĕлне тухать. Пире çуратса пурнăç парнеленĕ çынна сăмах калаймăн-и?
– Анне пулнă пур хĕрарăма та ăшă салам манран. Хамăн аннене те чĕререн тав туса çĕре çити пуç таятăп. Этемшĕн анне чи çывăх çын: савăнăçпа та, нушапа та чи малтан анне патне васкатпăр, чи малтан унран ырă сăмах илтес килет, унăн канашне чуна хыватпăр.
 
: 938, Хаçат: 47 (933), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: