Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕнчи Кивĕ Илтрекьел шкулĕ тахçантанпах спортсменсемпе палăрса тăрать. Районти ăмăртусенче кăна мар, республика шайĕнче те час-часах çĕнтерӳçĕсем пулса таврăнаççĕ кивĕилтрекьелсем. Çитĕнӳсен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха? Кунта сывлăшĕ урăхла-и, çыннисем Улăп пек-и?
Çук, Кивĕ Илтрекьел ытти ялсенчен нимпех те уйрăлса тăмасть темелле.
– Спортри çитĕнӳсен ăнăçлăхĕ – вырăнти шкулта физкультура урокĕсене илсе пыракан учительте, В.В.Альметкинра. Владимир Васильевич пек лайăх тренер урăх çук пулĕ, – тет Кивĕ Илтрекьелĕнчи вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Денис Пикмуллин. – Вăл хăй вĕрентекен ачасемшĕн йăлтах тума хатĕр. Владимир Васильевич каланине итлесен, хушнине пурнăçласан питĕ пысăк çитĕнӳсем тума пулать. Эпир районти, республикăри спорт ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнатпăр. Çул çине пирĕн учитель яланах тĕплĕн хатĕрленсе тухать, пире валли те апат илет. В.В.Альметкин – тава тивĕçлĕ вĕрентекен çеç мар, ачасен шанчăклă юлташĕ те. Тепĕр хут калатăп: пирĕн тренер – чи лайăххи!
Денис Пикмуллин, лайăх вĕрентекен аллине лекнипех пулĕ, мĕн ачаран спортпа туслă. Район е республика шайĕнче иртекен ăмăртусенче – çăмăл атлетикăпа-и, баскетболпа-и, йĕлтĕрпе чупассипе-и – час-часах Дениса курма пулать. Вăл тăван шкул, район чысне миçе хутчен хӳтĕленине кам пĕлет-ши? Нумай пулмасть Денис Аксу районĕн команди йышĕнче Анапăна кайса троеборье енĕпе Тутарстан Республикин чысне хӳтĕлерĕ. Раççей командисем хушшинче аксусем улттăмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Таçта та пулса курсан та çитес çул шкул пĕтерекен каччăшăн тăван ялĕнчен хакли нимĕн те çук.
– Денис, эс хулара çуралса ӳснĕ пулсан хăвăнта тата мĕнле пултарулăх аталантарнă пулăттăн? Мĕнле кружоксене е секцисене çӳрĕттĕн? Хулара, мĕнле калас, майсем ытларах вĕт? – ыйту патăм Кивĕ Илтрекьел каччине.
– Маншăн ялта та хама аталантарма майсем çителĕклĕ. Эпĕ спорт секцийĕсене мĕн пĕчĕкренех çӳренĕ, халĕ те çӳретĕп. Ял ачи, ман шутпа, пурнăçа ăнланма хăвăртрах вĕренет, хуть мĕнле ĕçе те тытса тума пултарать.
Чăн та, Денис пурнăçлама пĕлмен ĕç çук та пуль. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те пушă лармасть вăл. Кăçал, ак, вырма вăхăтĕнче комбайнер пулăшуçинче тăрăшнă. Комбайнпа ĕçлеме кăна мар, ăна юсама та вĕренсе çитнĕ каччă. Самаях пысăк укçа ĕçлесе илнĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче. Килти хуçалăхра та Денисăн тивĕçĕсем самай: йышлă выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла, тислĕк тасатмалла – сахал-и ялта ĕç?..
Шкулта юлашки çул вĕренекенскере, паллах, ППЭ çинчен те ыйту памасăр чăтаймарăм. Ара, нумайăшне хăратать вĕт çак аббревиатура.
– Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенчен хăрамастăп. Эпир халех хатĕрленетпĕр, пĕлĕве çирĕплетме Аксăва та час-часах çӳретпĕр, – хуравлать 11-мĕш класс вĕренекенĕ.
Денис та пиччĕшĕ пек Хусанти аграри университетне вĕренме кĕме ĕмĕтленет, çĕршывшăн усăллă çын пулма тăрăшать.
 
: 1052, Хаçат: 47 (933), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Комментарисем:

Анатолий Александров - Рига (2011-12-06 23:41:38):
Денс Пикмуллин пите маттур ача. Так держать , молодец! Я горжусь тобой , земляк!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: