Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Студентсем – хаваслă халăх. Вĕсене нимĕн те, никам та хăратмасть. Укçа çукки çеç тепĕр чух чăрмантарать. Çапах та ӳркенменни кун пек лару-тăруран та тухма пĕлет, вĕреннĕ хушăрах ĕçлеме ĕлкĕрет. Çăмăл-и-ха паянхи кун студента ĕçе вырнаçма? Сăмах та çук, пĕр предприяти те алла диплом илмен çамрăка ĕç шанса парасшăн мар. Студентсен ĕç отрячĕсем тесен вара – урăх калаçу. Шăпах унта çамрăксем ĕç укçи ĕçлесе илеççĕ çеç мар, опыт та пухаççĕ.
235 ĔÇ ОТРЯЧĔ
Совет самани вăхăтĕнче ĕç отрячĕсем питĕ лайăх ĕçлетчĕç, анчах ку юхăм иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пăчланса ларчĕ. Ак халĕ тинех вăл çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ. Тутарстанра ку енĕпе ятарлă система та йĕркеленнĕ. Çамрăксен ĕç биржинчен Республикăри студентсен ĕç отрячĕсен центрĕ (ертӳçи Ринат Садыков) туса хучĕç, патшалăх учрежденийĕн статусне илчĕç. Анчах закон тăрăх, патшалăх учрежденийĕсен студентсене ĕçе вырнаçтарасси пирки предприятисемпе килĕшӳсем тума ирĕк çуккипе «Раççейри студентсен отрячĕсем» пĕтĕм Раççейри организацин регионти уйрăмне туса хума тивнĕ. Шăпах вăл студентсене ĕçе вырнаçтарасси пирки предприятисемпе килĕшӳсем тăвать, студентсене ĕç укçи тӳлес яваплăха хăй çине илет те.
Паянхи кун тĕлне республикăра пурĕ 235 ĕç отрячĕ, вĕсенче 2011 çулхи ĕç семестрĕнче пурĕ 9237 студент ĕçленĕ. Яланхи пекех пĕрремĕш вырăнта строительство отрячĕсем. Вĕсем хыççăн педагогсен, сервис, ял хуçалăх, вăрман территорийĕсене хăтлăх кĕртекенсен, проводниксен отрячĕсем пыраççĕ. Çаплах тата археологсен, çăлавçăсен, медиксен отрячĕсем те пур пирĕн.
ÇУРÇĔРТЕН КĂНТĂР ТАРАН
ТР Президенчĕ Р.Минниханов хушнипе студентсен ĕç отрячĕсене Универсиадăн мĕнпур объектĕнче ĕçлеме явăçтарнă. Чи пĕлтерĕшли – кăçал çулла Федерацин Атăлçи округĕнчи студентсен отрячĕсен штабĕпе Республикăри студентсен ĕç отрячĕсен центрĕ «Хусан-2013» стройотряд йĕркелени. Унта Чулхула, Саратов, Ульяновск облаçĕсенчи, Тутарстан, Чăваш, Пушкăрт, Марий Эл республикисенчи пурĕ 127 студент Универсиадăн тĕп объекчĕн – 45 вырăнлă футбол стадионĕн – строительствине хутшăнчĕ. Сăмах май, Универсиадăна шăпах çак стадионра уçĕç.
Ăçта кăна ĕçлемеççĕ çулла пирĕн студентсем: Хусанти Универсиада, Сочири Олимпиада объекчĕсен, Анат Камăри «ТАНЕКО» заводăн, Ямал çурутравĕнчи нефть, газ тирпейлекен установкăсен, Мускаври çул юпленнĕ вырăнсен строительствинче. Пулас педагогсем Краснодар крайĕнчи ача-пăча лагерĕсенче вожатăй пулса тăрăшаççĕ. Проводниксем те çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитеççĕ. Археологсем Пăлхар, Свияжск хулисен тăрăхĕнче, ыттисем республикăн хулисемпе районĕсенче ĕçлеççĕ.
Паллă ĕнтĕ, ĕç укçи те юлашки вырăнта мар. Ют регионсене кайса ĕçленĕ строительсен вăл 43 пин тенкĕ таранах çитнĕ. Проводниксен вăтам ĕç укçи 22, ял хуçалăх отрячĕсен –10, сервисра тăрăшакансен – 5-8, хулана хăтлăх кĕртекенсен –12, археологсен 7-8, педагогсен – 8 пин тенкĕ. Строительсен, педагогсен ĕç отрячĕсем республикăра темиçе çул каяллах йĕркеленнĕ пулсан, «Вăрман патрулĕ», хулана хăтлăх кĕртекен отрядсем кăçал пуçласа чăмăртанчĕç. Хусанти патшалăх строительствăпа архитектура университечĕн студенчĕсем пуçарнипе Хусанта «100 сквер» проект хута кайрĕ.
Студентсен 4 отрячĕ (пурĕ 100 çын) çăвĕпе хулари темиçе паркпа сквера юсаса, тасатса илем кĕртрĕç. Ку проект 2012 çулта малалла тăсăлĕ. «Вăрман патрулĕ» йĕркелес шухăша ТР Вăрман хуçалăхĕн министерстви ырласа йышăнчĕ. Унăн ретне Ешĕлвар тата Заинск хулисен студенчĕсем чи малтан кĕнĕ. Отряд Хусан çывăхĕнчи вăрмансене те тирпей кĕртме, тасатма, хунавсем лартма пулăшать. Çак отрядсен те ĕмĕрĕ вăрăм пуласси иккĕленӳллĕ мар, мĕншĕн тесен вĕсем те питĕ кирлĕ ĕç пурнăçлаççĕ.
УМРА ТАТА ПЫСĂКРАХ ТĔЛЛЕВ
Республикăри студентсен ĕç отрячĕн центрĕн ĕçĕ çулран çул вăйланса пырать. 2013 çулта Универсиада иртнисĕр пуçне тата ĕç отрячĕсем йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнине те паллă тума хатĕрленет вăл. Çак енĕпе ТР Министрсен Кабинечĕ хушу та кăларнă, йĕркелӳ комитетне ТР Премьерĕ И.Халиков ертсе пырать. Юбилее студентсем хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ.
Республикăри студентсен ĕç отрячĕсем çак кунсенче хăйсен VIII слетне пуçтарăнчĕç. Республикăн тĕп отраслĕсен представителĕсем, ветерансем тата 200 студент-делегат хутшăнчĕ унта. Виçĕ куна тăсăлнă слетра студентсен пĕр-пĕринпе сӳтсе явмалли нумай пулчĕ. Вĕсем пĕрремĕш кунхине хăйсем çулталăкра мĕн ĕçленине отчет турĕç, малашнехи плансене палăртнисĕр пуçне «Универсиада-2013» ĕç тăвакан дирекцийĕпе малашне те çыхăну тытасси пирки килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç.
– Республикăри студентсен ĕç отрячĕсен центрĕн çӳллĕ шайра пулмалла, мĕншĕн тесен эсир «Универсиада-2013» бренда тытса пыратăр. Сирĕн пур енчен те малта пымалла. Çитĕнекен ăрăва Универсиада çинчен май пур таран нумайрах пĕлтермелле. Пирĕн çак мероприяти тĕлне 20 пин волонтер хатĕрлемелле. Мĕншĕн тесен Универсиадăра 60 спорт объекчĕ те ĕçлĕ, 30-шĕнче тĕп ăмăртусем иртĕç. Сервис ĕçченĕсен шутне чи малтан сире илĕç, пирĕн ку мероприятие çӳллĕ шайра ирттермелле,– терĕ «Исполнительная дирекция «Казань-2013» АНОн Аслă шкулсен ректорĕсен канашĕн çумĕнчи воспитани ĕçĕ енĕпе координаци канашĕн председателĕ Л.Сулима.
РОМАНТИКА
Пĕр сăмахпа каласан, ĕçлеме ӳркенмен студент валли яланах ĕç пур, çитменнине тата çуллахи вăхăтра кăна мар, çулталăкĕпех. Кун валли студентăн Республикăри студентсен ĕç отрячĕсен центрне çеç килмелле. Центр хăйне хаçат-журнал, телевидени урлă рекламăламасть. Мĕншĕн тесен студентсемпе хутшăнса тӳрремĕн ĕçлет.
Хусанти федераллă университетăн Елабугăри филиалĕн филологипе журналистика факультечĕн тăваттăмĕш курс студентки Айгуль Мусина та акă, студентсен ĕç отрячĕсем çинчен аслăрах курсра вĕренекен пĕр тăван аппăшĕнчен Алсуран илтнĕ те пĕр шухăшласа тăмасăр проводниксен отрядне çырăннă. Акă ĕнтĕ вăл виççĕмĕш çул студентсен ĕç отрядĕнче тăрать. Вĕсенчен икĕ çулне Екатеринбургра Анапа – Адлер, Приобъе – Нижневартовск маршрутпа çӳрекен поезд çинче проводник пулса ĕçленĕ.
– Унччен поезд çине пĕрре те ларса курманскере мана, ку ĕç питĕ интереслĕ пулчĕ. Хам валли мĕн чухлĕ çĕнĕ юлташ тупрăм, эпир унта Коми Республикинчи студентсемпе те пĕрле ĕçлерĕмĕр. Тĕрлĕ çынпа хутшăнни те маншăн пысăк опыт. Мĕнле çын кăна тĕл пулмасть çул çинче, лайăххи те, начарри те. Пурăнма условисем пит лайăхах марччĕ пулин те (пĕлтĕр вагонра пурăнма тӳр килнĕччĕ, кăçал общежити пачĕç) лайăххи кăна асра. Романтика – мĕн калăн, – каласа парать Айгуль. Тăваттăмĕш курс студентки алла диплом илсен, хăйĕн хулинче ĕç тупаймасан Екатеринбургах таврăнма шутлать, паллах, проводник пулса ĕçлеме мар, хăй специальноçĕпех ĕç тупма ĕмĕтленет. Ăна хула питĕ килĕшнĕ иккен. Айгуль çаплах отряд штабĕн хастар членĕ те. Вăл кăçал çулла вăхăта пĕрре те ахаль ирттермен, май уйăхĕн 28-мĕшĕнчех педагогсен отрячĕпе Краснодар крайĕнчи «Дон» лагере вожатăй пулса ĕçлеме кайнă (экзаменсене маларах панă), унтан июлĕн 25-мĕшĕнчен проводник ĕçне пуçăннă. Çак вăхăтра хăйне тыткаламалăх 30 пин тенке яхăн укçа ĕçлесе илнĕ хĕр. Айгуль хастар студент пулни унăн калаçăвĕнченех курăнать. Вăл тăрăшнипе хăйĕн ушкăнĕнчи 18 студентран 6-шĕ кăçал проводникра ĕçлесе пăхнă. Вĕсен хушшинче пирĕн ентеш Надежда Цветкова та.
Надежда Аксу районĕнчи Ахматка поселокĕн хĕрĕ. Проводник ĕçне мĕнпе пуçса çимеллине халĕ питĕ лайăх пĕлет. Поезд çинчен анмасăрах Раççее урлă-пирлĕ тухнăскер, иртнĕ çу кунĕсене хаваспах аса илет. Ара, чăваш пики те контрактпа пăхăннă 470 сехете ниме пăхмасăр тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă-çке. Халĕ унăн та юлташсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пур. Хĕр алла диплом илсен ăçта ĕçлеме каясси пирки хальлĕхе шутламан-ха, çапах та çулла пухнă опыт пурнăçра ăна пĕрре мар пулăшасса иккĕленмест.
Айгуль Мусина
Айгуль Мусина
 
: 1008, Хаçат: 47 (933), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: