Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Патшалăх Канашĕн çуртĕнче ноябрĕн 15-мĕшĕнче Патшалăх Канашĕн экологи, çут çанталăкпа усă курас тата аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн тата «2008-2012 çулсенче республикăри ял хуçалăх аталанăвĕ» тĕллевлĕ программа пурнăçа кĕрессине тĕрĕслесе тăракан парламент комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Республикăн çак тĕллевлĕ программи 2011 çулта мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе тата ял хуçалăхĕнчи вăтам тата пĕчĕк бизнеса парăнакан патшалăх пулăшăвĕсем çинчен ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕн экономика тата ял хуçалăхне çĕнетсе улăштарасси енĕпе çумĕ Николай Якушкин паллаштарчĕ.
«Выльăх-чĕрлĕх аталанăвĕ çĕр ĕçĕнчи тĕреклĕхрен нумай килет, пирĕн республика шăпах çак отрасльпе ĕçлекен регион», – пуçларĕ вăл докладне. Ун сăмахĕсем тăрăх, хальхи вăхăтра Тутарстанра 1,1 миллион пуç мăйракаллă шултра выльăх (421 пин ĕне), 650 пин сысна, 400 пин ытла качака-сурăх тата 14 миллион кайăк-кĕшĕк. Çулталăкра 1 миллион та 934 пин тонна сĕт, 431 пин тонна аш-какай, 1,2 миллиард штук çăмарта илнĕ.
Николай Михайлович çаплах ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк хуçалăхсене мĕнле пулăшу пани çинче те чарăнса тăчĕ. Паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра пурĕ 318 пин харпăр хуçалăх, 12 пин ытла фермер хуçалăхĕ шутланать. Республикăри пĕтĕмĕшле выльăх-чĕрлĕх шучĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕ, ял хуçалăх продукцийĕн çуррине яхăнĕ вĕсене тивет. Çакăн пек хуçалăхсене патшалăх çăмăллăх кредитсем парать, сăмах май, республикăра унпа ялти кашни пиллĕкмĕш çемье усă курать.
Кунсăр пуçне техникăпа оборудованисен хакне йӳнетекен «Лизинг-грант» программа та ĕçлет. «Самозанятость» федераллă программăпа та республикăри 30 пине яхăн (1,7 миллиард тенкĕ) ял çынни усă курнă.
Паллах, çамрăк специалистсемсĕр ял хуçалăхне аталантарасси çинчен ĕмĕтленмелли çук. Ку ыйтăва та хускатмасăр хăвармарĕ Н.Якушкин. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çултан аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн яла ĕçлеме каякан кашни специалиста 100 пин тенкĕ çул укçи (подъемные), техникум пĕтернисене 50 пин тенкĕ, уйăхсерен ĕç укçи çумне 5 пин тенкĕ хушса тӳлеççĕ.
«Республикăри ял хуçалăх аталанăвĕ» тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçа кĕнин пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашнă хыççăн, ТР Патшалăх Канашĕн çӳлерех асăннă комитечĕ министерствăн ял хуçалăхĕнчи харпăр, фермер хуçалăхĕсене малалла та патшалăх пулăшăвĕсене пама тата ял хутлăхĕсен социаллă, инженери инфраструктурисем мĕнле аталаннине çирĕп контрольте тытма сĕнчĕ.
 
: 861, Хаçат: 46 (932)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: