Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇЫРЧАЛЛИ мэрĕ В.Шайхразиев хулари Комсомольски районĕнче пурăнакансемпе çак кунсенче тĕл пулнă. Унпа куçа куçăн калаçма нумай ачаллă, ачисене пĕччен ӳстерекен аннесем, вăрçă ветеранĕсем тата тăлăх арăмсем килнĕ. Вĕсене пурне те пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ыйту хумхантарнă-мĕн. Хулара тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтермелли май тупнă пулсан, муниципаллă çурт-йĕр лартмалли программа 2012 çулта ĕçлеме тытăнмасть-ха. 6№ больницăн пушаннă çуртне бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем валли общежити тума шутлаççĕ, анчах вăл та 2013 çулсăр пурнăçа кĕмест. Анчах мэр сăмахĕсемпе, нумай ачаллă, ăнăçлă çемьесен реестрне хатĕрлесе вĕсене хваттерпе тивĕçтерес тĕлĕшпе хула программине йышăнма май пуррине пĕлтернĕ.
ТЕЧЧĔ. Çул-йĕр ыйтăвне Урюм ял халăхĕ хăй тĕллĕн татса пама тăрăшнă. Çак ĕçе вĕсем мĕнпур ялĕпе хутшăннă, ял хутлăхĕ укçа пуçтарма сĕнсен кам 300, кам 500 тенкĕ панă. А.Кильганов, С.Казаков, Ю.Дружкин, Ю.Трифонов, А.Бахтин, С.Горбунов, Г.Колсанов вара çула вак чул сарассине хăйсем çине илнĕ. Виçĕ кунра вĕсем кивĕ асфальт ванчăкĕсенчен (материала çул-йĕр ĕçченĕсем панă) 100 метр тăршшĕ çул туса та пĕтернĕ.
ÇĔПРЕЛ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Т.Нагуманов Кивĕ Çĕпрел ялĕнчи Дзержински урамĕнчи кивĕ, авариллĕ çуртри 31 çемьене нумай пулмасть çĕнĕ хваттерсен уççисене панă. Çак савăнăçа иккĕмĕш номерлĕ çуртра пурăнакансем тахçанах кĕтнĕ, мĕншĕн тесен вĕсене унта пурăнмалли условисем çуккинчен ытла, маччапа стенасем кĕç-вĕç ишĕлес хăрушлăх хăратнă. Халĕ вара çĕнĕ çуртра мĕнпур услови, çав шутра вĕри шыв та, пур. Хаваслă мероприятие ТР тарифсем енĕпе патшалăх комитечĕн председателĕ Р.Хазиев хутшăннă. Çав кунах вырăнти Культура çуртĕнче район хастарĕсемпе тĕлпулура Т.Нагуманов районăн социаллă экономика кăтартăвĕсемпе тата аталану çул-йĕрĕпе паллаштарнă.
ЕШĔЛВАРТИ М.Горький ячĕллĕ заводăн ĕçченĕсем ноябрĕн 16-мĕшĕнчен ĕçе хула çум поезчĕсемпе тӳлевсĕр çӳреме тытăнаççĕ. Çак тĕлĕшпе завод «Содружество» УАО пассажирсен хулаçум компанийĕпе ятарлă килĕшӳ тунă. Унпа килĕшӳллĕн, завод хăйĕн ĕçченĕсем валли ятарлă абонемент билечĕсем туянать.
ТУТАРСТАНРА тĕтĕмленĕ пулă сутнă сутуçă енĕпе нумай пулмасть уголовнăй ĕç пуçарнă. Вăл çын сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн сиенлĕ микроблă продукци сутнă. Следствирен курăннă тăрăх, хĕрарăм сиенлĕ микробпа чирленĕ пулла туяннă та хăех тĕтĕмленĕ, кайран Оренбург-Хусан трассăн Чакак Тăвĕ çывăхĕнче сутнă. Полици сотрудникĕсем пулла туянса Роспотребнадзора экспертизăна ăсатнă.
ХУСАНТА пурăнакан 28 çулти Алиса Тулынина Ростовра иртнĕ «Миссис Россия international» конкурсра çĕнтернĕ. Икĕ ача амăшĕ кĕçех Раççей чысне Чикагора иртекен конкурсра хӳтĕлĕ.
 
: 944, Хаçат: 46 (932), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: