Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пелепей хулин таврашĕнче таса юхан шывсем халĕ те нумай-ха. Вĕсене тусем айĕнчен тапакан йышлă çăлкуçсем тултарса тăраççĕ, çăра та илемлĕ хутăш вăрмансем хӳтĕлеççĕ. Мăнаçланмалăх сăлтав пур пирĕн, Турра шĕкĕр, упраса хăвартăмăр.
Çуркуннесенче пирĕн юхан шывсем тулли шывлă, кĕркуннене ăшăхланаççĕ, анчах симĕс-кăвак тĕслĕ, хăйсен вăрттăнлăхне упракан тарăн авăрсем тупма пулать. Унта тĕлĕнмелле пулăсем – кӳтемесемпе (хариус) ăркайсем (форель) пурăнаççĕ. Вĕсене улталаса тытас тĕллевпе йĕркеленĕ сунарсем спорт вăййине аса илтереççĕ тата илĕртӳлĕхĕпе каçăхтарса яраççĕ. Ку пулăсем пăр ларичченех хыпаççĕ. Лайăх çанталăкра – хĕлле те.
Октябрь пуçламăшĕнче пĕррехинче пулă тытма кайрăм. Вăлта йĕппи çине тирме опарыш тата йывăç хуппин хурчĕн (короед) личинкисене илтĕм – урăх нимĕн те кирлĕ мар, «ватă ăшши» (бабье лето) вăхăтĕнче çеç йĕп çине шăна тирме пулать. Сыхлануллă пулла тытнă вăхăтра чи кирли – питĕ ăста пытанма вĕренни. Лайăх пытанса ларсан пулă шыв тĕпĕнче çӳренине, шăна-пăван шырама çӳлелле хăпарнине асăрхама пулать. Питĕ илемлĕ ӳкерчĕк! Манăн вăлтара тĕп леска 0,2 – 0,22 миллиметрлă, вăлта çипписем 12-15 сантиметрлă, диаметрĕ 0,15 миллиметр. Путаркăç тăхланран. Хулккана эпĕ хамах хур тĕкĕнчен ăсталатăп, ăна симĕспе сăрласа вĕçне çеç шурă хăваратăп. Çулă сăрă хур тĕкĕ çине лайăх ларать, çу тăршшĕпех тĕсне çухатмасть. Кирлĕ чухне хулккан ишеслĕхне ӳстерес тĕллевпе хур тĕкне тункăр (пробка) е сăрланă пенопласт татăкĕ çине лартатăп.
Ман шутпа хулкка тĕсĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн тăрăхри юхан шывсем таса та ăшăх – лавккасенче сутакан йăмăх çутă хулккасенчен пулă хăрать, айккинелле тарать.
Кунĕ ун чухне пĕлĕтлĕччĕ, вĕтĕ çумăр пĕрĕхетчĕ. Пулă витлесе çеç тăрать. Самантрах темиçе сулмаклă кӳтеме тытса киле кайма хатĕрленме пуçланăччĕ ĕнтĕ, анчах вăлтана пуçтарма васкамарăм, çула май тепĕр авăра тĕрĕслес терĕм.
Вăйлă юхăм çурма шывра ларакан çирĕк йывăççин тымарĕсене пырса çапать, тымарсем айĕнчен тухнă çĕре лăпланать, тепĕр çырана çитсен каялла çаврăнса юхать. Авăр самаях тарăнччĕ, кунта кӳтеме пулмаллах тесе шутларăм, анчах пулă хыпмарĕ.
Тĕрлĕ тарăнăшне ярса пăхрăм вăлта йĕппине, сасартăках хулкка тăп чарăнса тăчĕ. Вăлта йĕппи тымара çакланса ларчĕ пуль тетĕп, лескана татас тĕллевпе вăйлăрах туртатăп. Халь-халь леска татăлса каять тенĕ чухне хулкка ерипен юхăма хирĕç куçса кайрĕ – пысăк пулă хирĕç туртнине туйрăм. Хулкка çаврăнса ерипен юхăм майĕпе шурĕ, унтан çирĕк тымарĕсен айнелле сулăнчĕ.
Аран-аран, анчах та пулла «çирĕп» вырăнтан илсе тухма пултартăм. Пулă малтанхи пекех ерипен тата питĕ ярăнчăклă, чарăна-чарăна юхăма хирĕç тата ун майлă çӳрерĕ. Тахăш вăхăтра ăна çӳлерех çĕклеме пултартăм. Ăркай-чиперкке пулчĕ иккен ку. Çак пулла пирĕн тăрăхра тата кĕркке те тесе чĕнеççĕ. Ун пеккисене ку юхан шывра тахçантанпах курман, çакăн пек çур метртан та вăрăмрах, мăнтăр, тĕксĕм çурăмлă, тĕрлĕ тĕслĕ пăнчăсемпе витĕннĕ аяклă, сарă хырăмлисене тытасси пирки ĕмĕтленмен те.
Пулă тарăнăшне чăмрĕ. Пĕкĕ пек авăнса кайнă вăлтана хуçасран хăраса пĕр вырăнта тăтăм, пулла янраса тăракан леска çинче тытса çеç тăтăм. Кĕрешӳ вунă минут ытла тăсăлчĕ. Унтан пулă вăйлăрах туртрĕ те леска татăлса кайрĕ.
Тирпейлĕ туртса кăларма хăтланнă вăхăтра пулă шывра вĕçерĕнсе кайсан кĕркке тепĕр хут хыпма та пултарнине пĕлекенскер, ун пекки пĕрре çеç мар пулнă, лескана хулăнраххипе улăштарса тата та ярса пăхрăм илĕртмĕше. Анчах, шел пулин те, пулă урăх хыпмарĕ.
Вăлтана пуçтарса илтĕм, хам ывăннипе тата хумханнипе вĕттĕн чĕтретĕп. Эх, лескана тӳрех касса ямаллаччĕ, атма çук манăн, çавах теме шантăм ахăр. Тĕрĕссипе çыран самаях чăнкă кунта, çавăн пек пысăк пулла хăпартайăн-и?
Пуçтарăнса автобус патне васкарăм. Тĕлĕнмелле, анчах ăркай хама çĕнтернĕшĕн пĕрре те хурланмарăм.
 
: 745, Хаçат: 45 (931)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: