Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 20-39, 41-44 №№.)
Шыракан тупать тет. Венерăн пуçĕнчи ахаль те кĕрлесех вĕрекен усал шухăшсене чĕринех çапса кĕртсе лартма пулăшакан наркăмăш тупăнсах тăчĕ. Хытса çирĕпленмен иккĕленӳллĕ шухăш-кăмăла, пĕтĕм ăш-чике наркăмăшлă им-çампа минретнĕ пекех минретрĕ. Улшăнсах, куштанлансах пычĕ хĕр ача, мăнкăмăлланчĕ.
Пĕррехинче, тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне, Венера хăй тантăшĕпе Ленăпа туфли туянма кайнăччĕ район центрне. Универмагра Венера валли хитре туфли тупрĕç-ха вĕсем, анчах укçи çитмерĕ, ашшĕ патне кайрĕç. Пырса кĕчĕç райĕçтăвком çуртне, пӳлĕмне те шыраса тупрĕç. Уçă алăкран Яков Васильевич çирĕп сасăпа ăс пани илтĕнет. Хытах пĕсĕрлентерет такама.
– Сана мĕн тума килсе лартнă кунта? Телефонпа савнисемпе ихĕлтетме-и? Пĕр ĕçлеме памастăр. Куратăн-и, кунĕпе çын вĕркет. Алăк хупăна пĕлмест, кунĕпе чĕриклетет, кунĕпе юрлать, тупнă фортепьяно. Пĕри кĕрет, тепри тухать. Ăнлантăн-и? Килен-каяна лăпкăн ăнлантарса ман патран айккинерех ăсатма хăçан вĕренсе çитетĕн?
Нимĕн те ăнланмарĕ Венера. Ашшĕ килте аплах тулхăрманнине пĕлет-çке-ха вăл. Хирĕç чĕнни те илтĕнмерĕ.
– Картса хур. Ыйтакансем-и, хушакансем-и, телефонпа чĕнеççĕ-и – ĕç вăхăтĕнче ман тус та, тăван та, хăта-тăхлач та çук. Эп ĕçре! Яваплă ĕçре. Район, пĕтĕм район ман пуç çинче! Ман доклад хатĕрлемелле!
Чĕрне вĕççĕн, сывламасăр, ни вилĕ, ни чĕрĕ тухрĕ Гудков пӳлĕмĕнчен çап-çамрăк хĕр. «Питĕ вăхăтсăр çитнĕ-çке эпир, пире те кĕртмест пуль, – иккĕленчĕ Венера. – Паçăр та шăп та лăп ик сехет кĕтрĕмĕр. Апата кайнă терĕç. Вун иккĕрен иккĕччен çиеççĕ, тем, апатне. Халь доклад çырмалла тата. Лена тесен вара, Лена шикленсех ӳкрĕ, Венерăна кăлт тĕкрĕ чавсинчен: «Атя шăвăнар кунтан». Тем ăс тытрĕ Венера, секретаре хăй камне тĕрĕссине каламарĕ: «Шкултан», – терĕ пĕр сăмахпа. Хĕрхенсе пăрахрĕ вăл секретаре. Вăт мĕнле вăл çын куçĕнчен пăхасси. Пичĕ çинчи хĕрлĕ пăнчăсем халĕ те хĕмленеççĕ-ха хĕр ачан.
– Докладне çырса пĕтериччен пĕрер сехет çӳрĕр, – терĕ вĕсене секретарь.
– Атя кайрăмăр. Ара, ĕç вăхăтĕнче ман тус та, тăван та çук терĕ те, мĕн усăсăр кĕтес, – кайма хистерĕ Лена. – Ятлаçса тăкрĕ-тĕк пĕрре.
Тухса утрĕç. Тепĕр сехетрен каллех çитрĕç.
– Паян çынсене йышăнмалли кун мар, Яков Васильевич патне лекмесен те пултаратăр, – хăюллăрах калаçрĕ ку хутĕнче секретарь.
Çав хушăра Яков Васильевич пӳлĕмне кушак пек çемçен пусса поднос йăтнă шурă халатлă хĕрарăм кĕрсе кайрĕ. Пур çĕрте те кофе шăрши сарăлчĕ. Йăрлатсах юхса анчĕ сурчăк иртен вара ăша тĕпренчĕк яман Венерăн. Çăтса ĕлкĕрмелле мар шыв тулчĕ çăвара. Шурă халатли тухса кайса çеç ĕлкĕрнĕччĕ, кассир ĕç укçи илсе килчĕ. Хĕпĕртенипе чан çапмах пуçларĕ Венера чĕринче. Вăт çак кирлĕ те! Паян ĕç укçи пуласса пĕлнĕ вăл, çавна шута илсе килнĕ. Мĕнле ырă пурнăç пуçлăхсен! Ĕç укçине пӳлĕмех илсе килсе параççĕ. Кĕсьери шалу укçине чăштăртаттарса рехетленсе ларать ĕнтĕ ашшĕ кофе стаканне ачашласа. Кофе кăмăл туртăмне, ĕçлес хавала ӳстерет, ăслă шухăш çуратать. Венерăн та çак самантра пĕр-пĕр пысăк начальник пулас килет, кофе ĕçес килет, пысăк шалу илес килнĕрен ал тупанĕ кĕçĕтет.
Каç енне сулăнчĕ. Кĕрсе кураймарĕ Венера ашшĕ патне. Шанчĕ туфли илесси. Кĕтекенсем сисиччен шур лĕпĕшрен те çăмăллăнрах тухса вĕçнĕ иккен пуçлăх тепĕр алăкĕнчен.
10
Çав çулхине иртерех çитрĕ çуркунне, иртерех юхса анчĕ юр шывĕ. Юр часах хуралса шăтăкланса кайрĕ те нумай выртмарĕ. Апрель пуçламăшĕнчех çуна тупанĕ ăшăнса çитеймен çĕре перĕнсе шăнкăртатрĕ те, уйăх вĕçнелле вара çĕмĕрт çулçă кăларчĕ.
Май уявĕ тĕлне шукăль çи-пуç пăхма тесе Венерăпа Лена каллех район центрне кайнăччĕ. Пыратчĕç тантăшсем тĕп урампа, пĕр çурт кĕтессине çаксем арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕрне куçа-куçăн пăхса тăнине асăрхарĕç. Çурăмпа тăрать арçын, çапах çийĕнчех палларĕ Венера ашшĕне.
Хĕрарăмĕ çав тери илемлĕ, çирĕм пилĕк-çирĕм çичĕ çулсенче темелле. Сăран пальтине йӳлĕ янă. Уринче шĕвĕр кĕлеллĕ хура туфли, ури вара, ури, карасран шăратса кăларнă пек, пăнч çурăлса каясла.
Яков Васильевич хăйсем çывăхĕнче тăракан Венерăпа тантăшне асăрхарĕ пулас, тем калама тăнăччĕ, çав самантрах ун умне темле арçын çитсе тăчĕ. Хĕрарăмпа иккĕшне те аллисенчен ярса илчĕ те савăнăçлăн кăшкăрашма пуçларĕ.
Ашшĕ хăйне курчĕ пулсан айккинчен сăнаса тăма аван мар тесе Венера та вĕсем еннелле утрĕ…
Калаçнă тăрăх ку арçын Яков Васильевичпа пĕрле эрне каялла çеç Болгарирен таврăннине ăнланчĕç хĕр ачасем. Акă пуçларĕ арçын панккама, хаваслăн кулма. Вăл халь çеç Шупашкартан кунти «Сельхозтехника» пĕрлешĕве командировкăна килнĕ те Яков Васильевичпа унăн ытарайми арăмне, Жанна Петровнăна, курас тесе хыпăнса çӳрет имĕш.
– Мĕн тери лайăх, шырама та кирлĕ пулмарĕ. Иксĕре те пĕрле тĕл пуласса тĕлĕкре те тĕлленмен, – вĕсен аллисене хытă-хытă чăмăртарĕ арçын.
Туртăнчĕ хĕрарăм, кайма тăчĕ, анчах лешĕ унăн аллине вĕçертмерĕ, тата хытăрах пăчăртарĕ.
Питĕ лайăх ăнланчĕ Венера ку сăмахсен пĕлтерĕшне, куçĕнчен çулăм тухса кайрĕ. Кĕç макăрса ярас тенĕ чух Ленăран аванмарланни тытса чарчĕ: чăтрĕ, шăлне çыртрĕ.
– Отелло! Дездемона! – çав-çавах хуçкаланчĕ арçын, Яков Васильевич вăрттăн асăрхаттарнине ăнланмасăр сăмах çапаканскер. – Эсир маттур! Болгарие иксĕр пĕрле пырса çав тери ăслă тунă. Иккĕн канма та аванах, мĕн каласси пур.
Тĕтреленчĕ Венера куçĕ: пĕрре ашшĕ çине, тепре майри çине тинкерчĕ.
– Жанна Петровна, садикри ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ? Йывăр пулĕ пуçлăх пулма? Хăлха хупланса ларать пуль кун каçа, епле чăтатăр ача-пăча шавне? Мĕншĕн ĕçлеттеретĕр Жанна Петровнăна, Яков Васильевич? Мĕн, ĕç укçи çитмест-и?
Çак самантра çĕр айне анса кайма хатĕрччĕ Венера: Лена та йăлтах илтрĕ-çке, йăлтах ăнланчĕ. Халĕ ун умĕнче ашшĕ те мар, халиччен чунĕпе-чĕрипе шанса-ĕненсе пурăннă çывăх çын та мар, темле палламалла мар ватăлса ларнă хăрушă ултавçă тăнăн туйăнчĕ. Сахал мар илтнĕ Венера ашшĕ çинчен: ыррине те, усаллине те, пайтах иккĕленнĕ вăл, чунлăх шыранă. Лапах сӳнтерчĕ çак самант иккĕленӳ вутне, юлашки шанăç, ĕненӳ пĕтрĕ. Вутсăр-кĕлсĕр çунтарса ярасла курайманлăхпа пăхрĕ хĕрĕ ашшĕ енне. «Çук иккен çĕр çинче чăнлăхпа тĕрĕслĕх, йĕри-тавра ултав, суя!»
Яков Васильевич та тем каласшăн пулса çăварне уçрĕ, анчах хĕрĕн çунса ялкăшакан куçне, сиксе ташлакан сăмса çунаттисене курсан хăраса кайрĕ, чĕнмерĕ. Чăтса тăраймарĕ Венера, кĕç-вĕç макăрса ярас вырăнне шăлне çыртрĕ, варт çаврăнчĕ те танлăн утса кайрĕ. Ашшĕ иккĕ те чĕнчĕ ятран, çаврăнса пăхмарĕ хĕр, юнашар утакан Ленăна та курмарĕ, автовокзал еннелле утрĕ те утрĕ…
Автобусра та çул тăршшĕпе пуçне çĕклемерĕ Венера, тантăшĕ йăпатнине те итлемерĕ. Ĕсĕклесе пынă май сывлайми пулса ларчĕ. Юрать-ха хыçалти ларкăчсем çине вырнаçнăччĕ вĕсем. Çавăнпа хĕр ача куççульне никамах та курмарĕ.
Килне çитсен те лăпланаймарĕ Венера, анчах шарламарĕ амăшне курни-илтнине. «Каçарах юлтăм, урок тумалли нумай», – тесе хăй пӳлĕмне иртме васкарĕ. Апатне сивĕллех ик-виç çăвар хыпкаларĕ, вăл та анмарĕ. Мĕн урокĕ тата? Вулани пуçа кĕрет-и? Çаврăнать, пĕтĕрĕнет шухăш: «Йĕри-тавра ултавпа суя çак килте». Пуçĕ çаврăнать çакна курса Венерăн. Арпашу пуçра, çурхи пăтранчăк шыв кĕрлевĕ. «Вăт ĕнен аслисен сăмахне, хăшĕ тĕрĕс, хăшĕ суя – пĕлсе пĕтер…»
Сехет иртрĕ-ши, иртмерĕ-ши – Яков Васильевич та киле персе çитрĕ… Чĕрне вĕççĕн тенĕ пекех пырса кĕчĕ хапхинчен, сывламасăр хăпарса тăчĕ алкум картлашки çине. Вăрттăн, тем шыранăн, такамран хăранăн кил карти енчи кантăкран чĕвен тăрса пăхрĕ пӳртелле. Халь-халь анса ларас-и тесе хĕмленекен хĕвел çути пӳрт тулли кĕрсе тулнă, çап-çутă йăлтăртатать. Анчах хăрамалли çук, хăватлă хĕвел çути те этеме витĕр çутатса пăхаймасть çав, этем ăшĕнче мĕнле çĕлен-калта йăва çавăрнине тӳрех никам та пĕлеймест.
«Каларех ĕнтĕ амăшне», – аслатиллĕ, çиллĕ-тăвăллă çумăр çăвасса кĕтрĕ вăл пӳрте кĕрсен. Васкамарĕ хывăнма – вăхăта тăсма, Елян шухăшне пĕлме тăрăшрĕ. Ак пушанса тухрĕ арăмĕ кухньăран, чиперех: «Çитрĕне?» – терĕ, сĕтел çине апат хатĕрлеме тытăнчĕ. Куç айĕн сăнарĕ арçын. Çук. Пăрлă çумăр килсе çапас пек мар. Хура пĕлĕтсем чупни те курăнмарĕ. Пулман эппин сăмах-юмах. Шарламан-мĕн Венера.
Çĕрĕпе чĕлкĕм куç хупмарĕ Яков Васильевич, ултав çиеле тухнишĕн хытă пăшăрханчĕ, ыйхă тĕлĕшпе шухăшсем те асар-писер çилпе чӳхенекен кӳлĕри кимĕ пекех чӳхенчĕç. Кимми йывăç тункати çине, пысăк чул катăкĕ çине пыра-пыра çапăннăн, шарт-шарт сиксе вăрана-вăрана кайрĕ кăтăш пулма пуçласанах. Пĕрре хĕрĕ, пĕрре майри, тепре командировкăна килнĕ леш Шупашкар çынни, унтан сатин шăлавар тăхăннă арçын ачапа Елян пыра-пыра сырăнчĕç куç умне. Çапла-çке вăл ултавлă пурнăç: пĕрре юратнă хĕрарăм пекех ыталать, ачашлать; тепре мăя чул çыхать те пĕр хĕрхенмесĕр шыва пăрахать. Ишсе тухайратăн пулсан – тух, тухаймасан – пут, пĕт.
(Малалли пулать.)
 
: 785, Хаçат: 45 (931), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: