Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

шоу-программа сценарийĕ
Программăна хутшăнма 6-10 мăшăра – амăшĕпе хĕрне – чĕнеççĕ.
Программăра кирлĕ пулакан япаласем:
Кăкăр çине çакма номерне çырнă бейджиксем (хĕрĕ валли, амăшĕ валли); ручкăпа хут; çӳçе илемлетмелли хăюсем, турасем (кашни мăшăра пĕрер); ватман листисем (А3 формат) тата фломастерсем; сас паллисем çырнă карточкăсен комплекчĕ (кашни команда валли); маска-цилиндрсем (самай пысăк пулмалла, мĕншĕн тесен цилиндра пуç çине кăна мар, пит çинех тăхăнмалла. Çавăнпа вăл ăмăртуçăсен хитре майланă çӳçне пăсасран асăрханмалла. Вĕсем çине этем сăнĕ ӳкермелле, вĕсен татăксенчен çыпăçтарнă çӳçĕ те пултăр, «куçне» кăна касса кăлармалла мар, мĕншĕн тесен цилиндрсен ăмăртуçăсен куçне хупмалла).
Кашни команда валлиех хаçат-журнал, хачăсем, çилĕм, çилĕмлĕ хăю, йĕпсем, скрепкăсем, вĕренсем.
Сцена çине программăна хутшăнакан мăшăрсен шучĕпе икшер тенкел лартса тухмалла. Кашнин тенкелĕ çине команда номерне çырнă чечек лартмалла (е шарик).
Мероприятие хутшăнакансене пĕр-ик эрне маларахах тупса палăртмалла. Вĕсене программăра конкурссем пулассине каласа хумалла.
I ертӳçĕ: Ырă кун, хаклă юлташсем! Пур кукамай-асаннене, аннесене, тăхлачсемпе хунямасене уявпа саламлатпăр! Яланах хитре те сывă пулăр, чипер сăн-питĕр хаваслă та телейлĕ кулăпа йăлкăштăр.
II ертӳçĕ: Анне кунне нумай çĕршывра паллă тăваççĕ, кашнинче – тĕрлĕ вăхăтра. Раççейре ноябрĕн юлашки канмалли кунĕнче паллă тума йышăннă, Белоруссире – октябрĕн 14-мĕшĕнчех ирттернĕ, Украинăра, Эстонире, Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсенче – тата маларах, май уйăхĕн иккĕмĕш канмалли кунĕнче. «Хĕрарăмсене мартăн 8-мĕшĕнче саламлатпăр-çке», – текен юлхавçăсене каласа хăварас килет: Анне кунĕнче анне пулнисене кăна саламлаççĕ, пур хĕрарăма-хĕр ачана мар.
I ертӳçĕ: Халь сцена çине паянхи «Суперанне» уяв каçне хутшăнакансене, илемлĕ те маттур ăмăртуçăсене чĕнетпĕр. (Хаваслă музыка çеммипе командăсем пĕрин хыççăн тепри тухса хăйсен мăшăр тенкелĕ умне пырса тăраççĕ, залра ларакансем алă çупаççĕ).
II ертӳçĕ: Пире паян уяв конкурсĕсем кĕтеççĕ. Анчах камшăн «сасăламалла»? Кама хавхалантарса алă çупмалла, ятне кăшкăрса васкатмалла? Халех пĕлĕпĕр. Хисеплĕ командăсем, тархасшăн, паллаштарсамăр хăвăрпа. (Командăра амăшĕ хăйĕн ятне, ăçта ĕçленине калать. Унтан хĕрĕн ятне, миçемĕш класра вĕреннине (хĕр ачасем çулĕсемпе пĕр вăхăтрисем пулсан лайăхрах, паллах) калать).
I ертӳçĕ: Конкурса хутшăнакансемпе паллашрăмăр, халĕ вĕсене хаклакансемпе, жюрипе паллашсамăр (жюрире ларакансен ячĕсене, вĕсем ăçта ĕçленине асăнать).
II ертӳçĕ: Пирĕн пĕрремĕш конкурс «Манăн анне пуринчен те лайăхрах». Хĕр ачасен хăйсен 2 минут хушшинче амăшĕсем çинчен каласа памалла, кам хăйĕн амăшне пурте ĕненмелле мухтаять – çав çĕнтерет. Хисеплĕ жюри хĕр ачасен артистла ăсталăхне те хаклани çинчен астутаратпăр.
I ертӳçĕ: Пĕрремĕш конкурс вĕçленчĕ, хĕр ачасен сăмахĕсенче сцена çинче чи пултаруллă, маттур, ăста аннесем ларнине пĕлтĕмĕр. Манар мар, паян залра та аннесем нумай. Шанатпăр, вĕсем те хисепе, тав сăмахне тивĕç.
II ертӳçĕ: (Залра ларакансемпе ĕçлет, çак вăхăтра пулăшуçăсем сцена хĕррипе конкурса хутшăнакан аннесен шучĕпе тенкелсем лартса тухаççĕ). Пирĕн залра çулĕсемпе чи аслă, чунĕпе чи çамрăк анне пур-и? (…) Тархасшăн, паллаштарăр хăвăрпа. Эсир миçе çулта, миçе ача çуратса ӳстернĕ, кам пулса тăрăшаççĕ вĕсем? (…) Чыс та хисеп сире, йышăнсамăр пирĕнтен анне кунĕпе парне. (Пулăшуçăсем залра ларакан аннене парне параççĕ, куракансем алă çупаççĕ).
I ертӳçĕ: Акă иккĕмĕш конкурс вăхăчĕ те çитрĕ, «Уа-уа» ят патăмăр ăна. Хаклă ăмăртуçăсем, хаклă аннесем. Ачăрсем пĕчĕк чух эсир сахал мар куç хупмасăр çĕр ирттернĕ. Пĕчĕк пепкĕр кăшт сасă парсанах тутлă ыйхă çинчен манса ун патне васканă. Паллах, эсир пепкĕрсен сассине халь те лайăх астăватăр. Çавăнпа паянхи кун та ăна тӳрех палласа илейĕр. Аннесене сцена умĕнчи тенкелсем çине ларма ыйтатпăр. Халь сирĕн çурăмăр хыçĕнче ачăрсем «макăрĕç», ачаран паллакан «уа-уа» илтсенех алă çĕклемелле. Пулăшуçăсене аннесене цилиндрсем тăхăнтартма ыйтатăп. Хăйĕн хĕрне палласа илнĕ анне жюрирен 10 балл «ĕçлесе» илет.
II ертӳçĕ: Варта тĕвĕленсенех ачапа амăшĕн хушшинчи хушăну куçа курăнман асамлă çыхăнăва куçать. Тĕнчери чи çывăх икĕ çын пĕр-пĕрин шухăшĕсене туяççĕ. Кайран, çитĕнсен те пĕтмест çакă. Чăн та, çыхăну ан татăлтăр тесен çемьере лайăх хутшăнусем пулмалла, амăшĕсен ачисемпе мĕн пĕчĕкрен пуплемелле, пĕр-пĕрне ăнланмалла. Эсир пĕр-пĕрне туятăр-и? Çакна эпир «Çемье историйĕ» конкурсран пĕлĕпĕр. (Пулăшуçăсем аннесене хутпа ручка параççĕ).
I ертӳçĕ: Манăн пĕчĕк ещĕкре çемье историйĕпе çыхăннă ыйтусем. Сирĕн хĕрсем вĕсене туртса кăлараççĕ, эпĕ пурте илтмелле вулатăп. Хĕрĕ çав ыйту çине мĕнле хурав парассине амăшĕ хут çине çырать, çакăн хыççăн хăйĕн хуравне хĕр ача калать. Эпĕ – амăшĕ çырнине пурте илтмелле вулатăп. Енчен те амăшĕпе хĕрĕн хуравĕсем пĕр килеççĕ – жюри 5 балл лартса хаклать, енчен те хуравсем пачах уйрăлса тăраççĕ – команда пĕр балл та илеймест.
ЫЙТУСЕМ: Аннӳн кукашшĕ мĕн ятлă?
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче 1-мĕш класа кайнă чух санăн шкул форми мĕн тĕслĕччĕ?
Аннӳн миçе йăмăк, аппа, шăллĕ, пиччĕшĕ, вĕсен ячĕсем?
Аннӳн пушă вăхăт тупăннă тейĕпĕр, вăл çӳлĕкрен мĕнле кĕнеке илнĕ пулĕччĕ? а)кроссвордсем; ă)энциклопеди; б)детектив; в)журнал.
Аннӳн кукамăшĕ мĕн ятлă?
Аннӳ мĕнле чечеке пуринчен ытла юратать?
Аннӳ юратакан тĕс.
Калăпăр, аннӳ шкула ашшĕ-амăш пухăвне пуçтарăнать. Унăн гардеробра 4 тĕслĕ кĕпе. Хăшне суйласа илет вăл? а) шурри; ă) хĕрли; б) хури; в) сенкер тĕсли.
Телевизор умне ларсан аннӳ мĕнле канал суйласа илет?
Кафене кĕрсен аннӳ хăй валли мороженăй илет е пицца?
Аннӳ мĕн ытларах юратать: мармелад, зефир е вафли?
II ертӳçĕ: Аннесем ялан модăпа интересленнĕ, хĕр пĕрчи чух та кам мĕн тăхăннине сăнанă, çитĕнсен мода журналĕсемпе кăсăкланнă. Вĕсем паян та модăпа тан утма тăрăшаççĕ. Ӳссе пыракан хĕрĕсем вара вĕсене пулăшаççĕ. Ахальтен-и паян пикесенчен чылайăшĕ дизайнер-модельер профессине суйлать? Пирĕн черетлĕ конкурс «Килти кутюрье» (ертӳçĕ конкурс çинчен ăнлантарнă вăхăтра пулăшуçисем хĕр ачасене хачă, хаçат-журнал, скрепкăсем, йĕппе çип, кантра çыпăçакан хăю (скотч), çилĕм валеçсе тухаççĕ). 10 минут хушшинче хĕр ачасен амăшĕсем валли ал айĕнчи материалтан тум хатĕрлемелле. Ăнăçу сире (конкурса пуçлама паллă парать).
I ертӳçĕ: (Ăмăртуçăсем кĕпе-тум хатĕрленĕ вăхăтра куракансемпе ĕçлет). Залра ларакан чи аслă аннене пĕлтĕмĕр, чи çамрăк анне кам пирĕн? Кам нумай пулмасть анне пулнă? (…) Ачăр хăçан çуралнă, миçемĕш хут анне пултăр?
II ертӳçĕ: Ал çупса саламлар çамрăк аннене, сывлăх сунса парне парар.
I ертӳçĕ: Пирĕн залра нумай ачаллă аннесем те пур-тăр-ха. Камăн миçе ача? (…)
II ертӳçĕ: Сире пирĕнтен уяв ячĕпе пысăк салам. (Пурте алă çупаççĕ, пулăшуçăсем парне валеçеççĕ).
I ертӳçĕ: Конкурса пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ. Сăмах – жюри председательне.
II ертӳçĕ: Супераннепе унăн хĕрне алă çупса саламлар, парне парса савăнтарар.
I ертӳçĕ: Паян конкурса хутшăннисем пурте хăйсене лайăх кăтартрĕç. Уявпа саламласа пурне те парнесем парса хавхалантарар.
 
: 938, Хаçат: 45 (931), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: