Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Габриэль Гарсиа Маркесăн «Сто лет одиночества» романне кашниех вуласа курман пулсан та ун çинчен илтнех, уншăн автор Нобель премине те тивĕçнĕ-çке. Кăкăртан тухакан хулăн, илемлĕ сасăпа юрлакан, хитре ташлакан Шакира юрăç вара пирĕн телеканалсенчен, радиоэфиртан каймасть те темелле, ăна ватти-вĕтти пĕлекен пулнă ĕнтĕ. Нумай çамрăкшăн вăл кумир пулса тăнă. Мĕншĕн творчествăра пĕр-пĕринчен аякра тăракан икĕ çын çинчен сăмах пуçартăмăр-ха? Мĕншĕн тесен вĕсен тăван çĕршывĕ Колумби. Чаплă çулçӳревçе Христофор Колумба халалласа çĕршыва Колумби ят панă.
Кăнтăр Америкăра вырнаçнăскер икĕ океан – Атлантика океанĕ тата Лăпкă океан – шывĕсемпе «çăвăнать», Анд тăвĕсем пĕлĕтелле кармашса лараççĕ. Колумбие питĕ пуян çĕршыв теççĕ. Чăнах та çут çанталăк ырлăхĕсем пурте пур кунта – çĕр айĕнчи пуянлăхсем те, тропика климачĕ çулталăкĕпех тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăç-курăка ӳсме май парать. Çавăнпах çĕршыв тĕнчере хăйĕн тутлă кофепе, тĕлĕнмелле хитре чечекĕсемпе чапа тухнă. Çĕр кăмрăкĕ, нефть, газ кăларса сутассине çулран çул ӳстереççĕ кунта. Апла пулин те пĕтĕмĕшле илсен çĕршывра ял хуçалăх ĕçĕсемпе ĕçлекенсем ытларах. Юлашки çулсенче ирттернĕ реформăсем вара шăпах ял хуçалăхне аталанма пулăшнă. Паллах, çакă çĕршыв экономикине тӳрех пысăк тӳпе кĕртнĕ.
Малтан Испани колонийĕ пулнăскер, халĕ те испани культури тĕп вырăнта кунта. Кăçал çĕршыв испан чĕлхипе литературин çулĕ. Çавăнпах тĕп хулара Багатăра Испани кунĕсем анлă иртнĕ. Сăмах май, çак хулана Латинла Америкăн культура центрĕ текенсем те пур. Илеме хаклакансем Колумбире чи пуян ылтăн музейĕ пулнине те пĕлеççĕ.
Колумбири çулталăкĕпех тăракан ăшă çанталăк, обществăри тăнăçлăх пурнăçпа киленме те, ыррине шанма та ирĕк парать тата çын кăмăлĕ те яланах савăк, тӳлек. Çакна Колумби ӳнерçисен картинисенче асăрхатăн. Ытларикун Хусанти Нацин ӳнер галерейинче Колумбин хĕрĕх виçĕ ӳнерçин ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Выставка октябрĕн 7-мĕшчен пырать. Ăна уçнă çĕрте ТР культура министрĕ Зиля Рахимьяновна Валеева, Колумбин черезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Диего Хосе Тобон Эчеверри, Колумби делегацийĕ пулчĕç. Колумбиецсем ку курав юлашки пулмĕ, пурăна-киле ылтăн музейĕн куравне те Хусанта йĕркелесси çинчен шутлама сăлтав пур тесе хавхалантарчĕç курава килнисене.
 
: 1221, Хаçат: 38 (716)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: