Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш халăх юрă культурине тимлĕх уйăрас, упрас тĕллевпе кăçал тăваттăмĕш хут регионсен хушшинчи юрăçсен Ираида Вдовина ячĕллĕ «Ай, юрлар-и!..» конкурсĕ октябрь-ноябрь уйăхĕсенче иртет. Ăна Чăваш Республикин Халăх пултарулăхĕн çурчĕ йĕркелет. Çак конкурс харăсах темиçе «мулкача» тытма май парать, пĕрремĕшĕнчен, халăх юрри-кĕввине пухса упраса хăварнă ентешĕмĕр ятне асра тытасси, халăхран тухнă хăй евĕрлĕ, пултаруллă юрăçсене тупса палăртма пулăшать тата, малтанах асăнтăмăр ĕнтĕ, уйрăмах çамрăксене халăх юрри-кĕввине сума сума, хисеплесе упрама вĕрентет.
«Ай, юрлар-и!..» конкурса Чăваш, Тутарстан, Пушкăртстан республикисенчи, Ульяновск тата Самар облаçĕсенчи пултаруллă илемлĕх коллективĕсем, çавăн пекех музыка заведенийĕсенче пĕлӳ пухакан çамрăксем хутшăнаççĕ.
Хăйĕнче вăйлă çăл куç пек тапса тăракан юрăç талантне çын çине кăларас текенсен мĕнле майпа хутшăнма пулать конкурса? Çак ыйту юрлама юратакан кашни çынна кăсăклантарать пулĕ, мĕншĕн тесен, шел те, юрлама юратакансенчен чылайăшĕ музыкăна вĕренмен тесе хутшăнма хăюлăх çитереймест. Конкурса йĕркелекенсем çакна шута илнĕ, хутшăнакансем çулĕсемпе пĕр-пĕринчен «инçетре» пуласси пирки те шутланă. Çавăнпа чи малтанах юрăçсене икĕ ушкăна «пайлаççĕ»: 17 çултан аслисем – солистсем, çамрăк юрăçсем – вĕренекенсем. Кунсăр пуçне кашни ушкăнрах ятарлă музыка пĕлĕвĕсĕр юрăçсемпе вĕренӳ заведенийĕсен студенчĕсене уйрăм категорисенче пăхаççĕ.
Каларăмăр ĕнтĕ, конкурса Ираида Вдовинăна халалласа йĕркеленĕ. Çавăнпа юрăç программинче Ираида Вдовина репертуарĕнчи юрă пулмаллах. Кунсăр пуçне вырăнти фольклор юрри е пĕр-пĕр автор юрри пулмалла (паллах, халăх юрри манерлĕ илтĕнтĕр вăл).
Конкурса хутшăнакан хăй суйласа илет: пĕрер музыка инструменчĕпе юрлать-и е музыка инструменчĕсен ансамблĕпе, е хăй тĕллĕн, концертмейстерсĕрех . Анчах юрăçăн пĕлсе тăмалла: фонограммăсемпе, электроинструментсе мпе усă курмалла мар.
Конкурс виçĕ туртан тăрать: районсемпе хуласенчи Культура çурчĕсенчен; Чăваш Республикин Халăх пултарулăхĕн çуртĕнче (вăл ĕнер вĕçленчĕ ĕнтĕ). Виççĕмĕш, чи юлашки турĕ И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн концерт залĕнче 2011 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче иртет.
Конкурса пĕтĕмлетнĕ чух кашни категорирех I, II, III степеньлĕ лауреатсемпе дипломантсене палăртаççĕ. Питĕ пултаруллă, ăста юрăçа жюри Гран-при пама пултарать. Çавăн пекех ятарлă призсемпе хавхалантарма ирĕк пур унăн. Чи лайăх юрăçсене чăваш телевиденийĕпе кăтартаççĕ, Чăваш наци радиовĕпе юрлаттараççĕ.
Конкурса хутшăнакансене йĕркелӳçĕсем малтанах асăрхаттарса хунă: 2003, 2006 тата 2008 çулсенче «Ай, юрлар-и!..» конкурса хутшăнса призлă вырăнсем çĕнсе илнисен тепĕр хут хутшăнма ирĕк çук. Çакă тĕрĕс те. Мĕншĕн тесен юрăç пултарулăхне жюри курса пысăк хак панă-тăк, ăна тепре тĕрĕслеме кирлех те мар-тăр. Çĕнĕ талантсене тупса палăртасси çакăнтан темĕн чухлĕ сăваплăрах.
Ытти çулсенчи пекех, кăçал та Ираида Вдовина ячĕллĕ конкурсра чăваш культурине пысăк тӳпе кĕртнĕ хисеплĕ çынсем юрăçсен пултарулăхне хаклĕç: М.Г.Кондратьев – музыковед, искусствоведени докторĕ, РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн уйрăм заведующийĕ, председатель; С.Г.Лаврентьева – ЧР Халăх пултарулăхĕн çурчĕн йăлана кĕнĕ халăх пултарулăхĕпе ремеслисен уйрăм заведующийĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, секретарь; Ю.В.Васильев – Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертӳçи, РФ халăх артисчĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ; З.А.Козлова – профессор, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ вĕрентекенĕ, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ; А.А.Осипов – «Чувашия» ПТРК ятарлă корреспонденчĕ, музыковед, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, РФ Композиторсен союзĕн членĕ; Л.В.Петухов – вĕрентекен, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин фольклор уйрăмĕн заведующийĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ; Р.В.Захарова – Ираида Вдовинăн хĕрĕ.
 
: 1009, Хаçат: 45 (931), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: