Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлĕ ялĕнче пурăнакан Раисăпа Виталий Барышовсен çурчĕ аякранах илемлĕн курăнса ларать. Çурт ăшне кĕрсен вара унти тирпейлĕх чи малтан куç тĕлне пулать.
Шел пулин те, эпĕ Барышовсем патне пынă чух кил хуçи килте çукчĕ. Уяв кунĕ пулнăран кӳршĕллĕ вырнаçнă Матак ялĕнчи чиркĕве кайнăччĕ. Килĕнче Раиса Васильевна апат-çимĕç хатĕрлетчĕ.
Виталий Ивановичпа Раиса Васильевнăн çемйи ялта кăна мар, районта та чи хисеплĕ çемьесенчен пĕри шутланать. Ĕмĕрне ялта çурт-йĕр çавăрса, хуçалăх ĕçĕсене ĕçлесе ирттереççĕ вĕсем. Тимĕре шăратса çыпăçтаракансем йывăçпа ĕçлеме ăста пулаймаççĕ теççĕ. Çапах та ку каларăш Виталий Иванович çинчен мар, вăл тимĕртен те, йывăçран та шедевр тума пултарать. Хапха, алăк умĕсене тимĕрпе илемлетсе тĕрленĕ. Хăйĕн мастерскойĕ те пур унăн, унта вăл вĕллесем, тенкелсем, чӳрече рамисем ăсталать. Çавăнпа та вĕсен пӳртне кĕрсен хăвна музейри пекех туятăн. Савăт-сапа хумалли шкап хăй кăна мĕне тăрать, фабрикăсенче ăсталакан сĕтел-пукан хĕрринче тăтăр. Ĕлĕкхи сехет те хăйĕн вырăнне тупнă, йĕп-çип хумалли савăт та пӳрте илем кӳрсе ларать. Çак япаласем çине тимлĕрех пăхатăн та кил хуçисем икĕ тĕрлĕ ĕçе те тĕплĕн пурнăçлакансем, канăçсăр чунлă пулнине тата тепĕр хут шанатăн.
Пĕр-пĕринпе мĕнле паллашса çемье çавăрни те питĕ интереслĕ çак мăшăрăн. Çамрăк каччă Виталий кӳршĕ ялта Раисăна пĕрре курнă та юлташĕсемпе вăрласа та килнĕ. Унтанпа акă ĕнтĕ 50 çул тату пурăнаççĕ Барышовсем. Пĕр-пĕрин тĕрекĕ пулса çур ĕмĕр пурăнма вĕсене çамрăк чух нумай вăхăт туслă çӳременни, пĕр-пĕрне пĕр самант курни те çителĕклĕ пулнă ав.
Раиса Васильевнăпа Виталий Иванович 10 ача çуратса, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă, çĕршыва юрăхлă тунă. Ултă ывăлĕнчен пиллĕкĕшĕ – çар çыннисем. Юрий Чăваш Енри Канаш хулин çар комиссарĕн ĕçне пурнăçлать, Игорь Ульяновск хулинчи сывлăш-десант çарĕнче тăрăшать. Пĕр сăмахпа, Барышовсен çемйи прапорщикран пуçласа подполковниксенчен тăрать. Норильск хулинче пурăнакан Вячеслав çеç çар ĕçне суйламан. Салтак пăттине вара вăл та тутанса пăхнах, хăй вăхăтĕнче хĕсметре пулнă. Ашшĕпе амăшĕн ылтăн туйĕ тĕлне яла отпуск илсе таврăннă вăхăтĕччĕ унăн.
– Атте питĕ çирĕп çын. Анчах нихăçан та пирĕн çине алă çĕклемен. Çемьере вунă ача, кашнин хăйĕн ĕçĕ пурччĕ. Атте ирхине эпир тăриччен колхоза ĕçе каятчĕ, эпир çывăрма выртсан кăна килетчĕ. Çавăнпа эпир ăна килте курмастăмăрччĕ тесен те юрать. Анчах килти ĕçсене туса хураттăмăрччĕ, – каласа парать иртнине Вячеслав.
Ачасем çинчен сăмах хускатсан Раиса Васильевна: «Ачасем пĕчĕк чухнехине аса илетĕп те, вăл вăхăтра мĕнле çирĕп вăй-халлă пулнă-çке тесе шухăшлатăп. Вунă ача çуратма хама хам сăмах панăччĕ эпĕ. Мухтав Турра, ачамсем хальччен пите хĕретмерĕç. Тавтапуç вĕсене», – терĕ.
Ырми-канми ĕçленĕшĕн Барышовсем питĕ нумай парнесене тивĕçнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ, 10 ача амăшне Раиса Васильевнăна «Амăш мухтавĕ» медальпе наградăланă. Вăл – ача амăшĕ-героиня. Ылтăн туй кĕрекинче вĕсен хаклă хăнисем нумай, ачи-пăчисемпе, 18 мăнукĕпе кăна пурĕ 30 çын пуçтарăнаççĕ.
Çемье вучахне ĕмĕр тăршшĕпе упракан Раисăпа Виталий Барышовсене мĕнле ăмсанмăн-ха, çамрăксене тĕслĕхе илсе кăтартмăн?! Ку çуртри кашни япала ĕмĕр усăсăр иртменнине, 50 çулта йывăрлăхсене çĕнтерсе тупнă мĕн чухлĕ телейлĕ саманта аса илтереççĕ. Паян та ватлăха парăнмасăр, иртнĕ кунсен илемлĕ саманчĕсемпе пĕрле малалла пурăнма хистеççĕ вĕсем.
 
: 1026, Хаçат: 45 (931), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: