Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш халăх кĕрешĕвĕ Раççей Федерацийĕнче сулмаклăн аталанса пырать. Çапах та ăна кам ертсе пынине никам та пĕлмест? Мĕнле тата ăçта аталанать? Çак ыйтусене пире Раççейри Чăваш наци кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ В.П.Васильев тата Тутарстанри Чăваш наци кĕрешĕвĕн федерацийĕн вице-президенчĕ С.Н.Иванов уçса пама тăрăшаççĕ.
– Виталий Петрович, паянхи куна чăваш наци кĕрешĕвĕ Раççей Федерацийĕнче мĕнле аталанса пырать?
– Йĕркеллех аталантарса пыратпăр. Эпир Раççей Федерацине кĕрекен кашни чăваш ял-хулинче çак ăмăртăва ирттерме тăрăшатпăр. Паянхи куна Раççейре 60 яхăн ЧНКА шутланса тăрать. Тĕрĕсрех каласан, ăçта Акатуй ирттереççĕ, çавăнта васкатпăр. Мĕншĕн тесен кĕрешӳ – чăваш халăхĕн культури: чăваш ачине хăватлă пулма вĕрентет. Вĕрентни кăна мар, чăваш чĕлхине те упратпăр: ачасем пĕр-пĕринпе чăвашла калаçаççĕ. Тутарстан Республикинчи Нурлат хулинче те кашни çул Уяв иртет, пирĕн федераци иккĕмĕш çул ĕнтĕ унта чăваш наци кĕрешĕвне йĕркелерĕ. Аван аталанса пыратпăр, малалла!
– Кăçал июнь пуçламăшĕнче Ульяновск хулинче Раççей шайĕнче Акатуй уявларĕç. Эсир каланă тăрăх, ăçта Акатуй – çавăнта кĕрешӳ. Тĕрĕс-и? Эсир уява ăмăртупа хутшăннă пулĕ?
– Тĕрĕс, Ульяновскра та Акатуй уявне хутшăнтăмăр. Тутар халăхĕ Сабантуй уявĕнче яланах кĕрешӳ ирттерме васкать, пирĕн те ăмăртăва Акатуй йăли-йĕркипе çыхăнтармалла. Чĕмпĕрте эпĕ тĕп судья пултăм. Питĕ кăмăллă иртрĕ ăмăрту: тĕп парне – 210 000 тенкĕлĕх ВАЗ 2107, шкул ачисен хушшинче – хаклă йышши телевизор, ноутбук, телефон… Ман шутпа пурне те килĕшрĕ, никам та килне хурланса таврăнмарĕ пулĕ.
– Виталий Петрович, Тутарстан Республикинче чăваш наци ăмăртăвне йĕркелес тесе мĕнле йывăрлăхсем урлă иртрĕр эсир? Тата миçемĕш хут Аксу районĕнче хăнара пултăр?
– Аксу районĕнче чăваш наци ăмăртăвĕпе виççĕмĕш хут пуçтарăнатпăр: иртнĕ çул август уйăхĕнче Сĕнчел шкулне кăмăлларăмăр, кăçал вара Аксура ирттерме шухăш тытрăмăр. Тутарстан Республикинчен тухнă чăвашсен Шупашкарти «Пăлхар» ентешлĕхĕн ертӳçипе Н.Ф.Угасловпа тĕл пулса, чăваш халăх кĕрешĕвне Тутарстан Республикинче аталантарас тесе ăмăрту ирттерме шутларăмăр. Федераци регистрацине ирттертĕмĕр. Халĕ вара Тутарстан шайĕпе ĕçлекен Чăваш наци кĕрешĕвĕн федерацийĕн вице-президенчĕ те пур, вăл – Сергей Николаевич Иванов, пире пулăшса пыраканĕ.
– Чăваш халăх кĕрешĕвĕ – Тутарстанри ачасемшĕн çĕнĕ ăмăрту. Вĕсене кам кĕрешме вĕрентет? Е эсир мастер-класс йĕркелетĕр?
– Паллах, тренерсем мастер-классем ирттереççĕ. Мастер-класс кăна мар, шкулта физкультура урокĕнче аталанаççĕ, каçпа – секци е кружок. Çапах та эпир те час-час мастер-класс ирттерме тăрăшатпăр.
– Виталий Петрович, чăваш наци ăмăртăвĕн малашлăхĕнче мĕнле плансем пур?
– Малашне эпир хамăра çывăх нацисемпе тĕнче шайĕнче çыхăнма шутлатпăр, тĕслĕхрен, венгрсемпе, турккăсемпе турнир ирттерме кăмăл пур. Вăл кăна мар-ха, тепĕр çул Мускав хулинче эпир чемпионат ирттерме шухăш тытрăмăр. Турă вăй парсан, ирттерĕпĕр!
– Тавтапуç сире, Виталий Петрович. Ăнăçу тата çĕнтерӳ сунатăп сире малашлăхра.
***
Чăваш ăмăртăвĕ Тутарстан Республикинче мĕнле аталанни пирки те тĕплĕнрех пĕлес килет.
Пирĕн ыйтăва Тутарстанри Чăваш наци кĕрешĕвĕн федерацийĕн вице-президенчĕ Сергей Николаевич Иванов хуравларĕ:
– Эпĕ çак ĕç вырăнне нумай пулмасть кăна-ха йышăнтăм – май уйăхĕнчен. Çапах та плансем питĕ пысăк: ĕçлеме васкатпăр. Мĕн пĕчĕкренех эпĕ спортпа туслă, халь те ирхине тăрсан хул-çурăма çирĕплетмелли хăнăхтарусем тăватăп. Спорт вăл – азарт: ачасен куçĕсем йăлтăр-ялтăр «çутатаççĕ», йăл-йăл кулаççĕ. Кĕрешӳ – вăл пĕртен-пĕр йывăр спорт тĕсĕ. Тутарстан Республикинче чăваш халăх кĕрешĕвĕ аталанма пуçлать кăна-ха. Халĕ Аксу, Çĕпрел, Элкел, Алексеевски тата Чистай районĕсем тăрăшуллă ĕçлеççĕ, анчах та, ман шутпа, çак ĕç – ĕç мар, мĕншĕн тесен Тутарстан Республикинче çак пилĕк район кăна мар, ыттисем те пур. Çавăнпа та ытти районсен ĕçне те курасчĕ. Ачасем урамра чупса, туртса, ĕçсе çӳриччен чăваш халăх культурине аталантарччăр: эпир вĕсем валли тĕслĕх пулмалла, мĕншĕн тесен ача-пăча – пирĕн малашлăх. Паянхи куна тăватă регион ăмăртăва хутшăнчĕ, ачасем пĕр-пĕринпе паллашса туслашрĕç. Çакăн евĕр ĕç пулмалла пирĕн. Кĕрешӳ ачасене хăватлă, хастарлă пулма вĕрентет. Çак ăмăртăва кашни чăваш шкулне аталантарса кĕртме шухăшлатăп, çапах та пĕччен мар, чăваш халăхĕпе пĕрле. Малашне çӳлтен-çӳле аталанасчĕ.
С.Н.Иванов
С.Н.Иванов
В.П.Васильев Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчел шкулĕн кĕрешӳçисемпе Павел Калуковпа тата Александр Крайновпа
В.П.Васильев Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчел шкулĕн кĕрешӳçисемпе Павел Калуковпа тата Александр Крайновпа
 
: 826, Хаçат: 45 (931)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: