Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Октябрĕн 26-мĕшĕнче Хусанта ТР ЧНКАн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Çакăн пек мероприятисене йĕркелесси çăмăл ĕç мар. ЧНКА ертӳçисем ăна хатĕрлесе ирттерме тăрăшни курăнчĕ. Анчах кашнинче пĕрпекрех çитменлĕхсем çав пухура та пулни делегатсенчен ытларахăшне кулянтарать.
Пĕрремĕш çитменлĕх, ман шутпа – калаçма çырăннă çынсене ирĕклĕ калаçтарманни. Манăн çакăн пек сĕнӳсем пур: конференцин регламенчĕ икĕ пĕр танлă пайсенчен пулмалла. Пĕрремĕш пайĕнче ЧНКА председателĕ отчет туни, медальсемпе, грамотăсемпе саламлани, йыхăрнă хăнасене сăмах пани пултăр. Кайран апат тăхтавĕ тумалла. Иккĕмĕш пайĕнче, сăмах калама çырăннă çынсене тухса калаçма вунă минутран сахал мар вăхăт памалла. 3-5 минут хушшинче чун-чĕрене пăшăрхантаракан туйăмсене, шухăшсене итлекенсем патне тĕплĕ çитермешкĕн йывăр. Пĕр-пĕрне ăнланса çитмесен, урăхла шухăшлаканнисен позицине шута илмесен пухăвăн усси сахал…
Трибуна çинчен сăмах калакансене, чăвашла калаçа пĕлмен хăнасемсĕр пуçне, чăвашла çеç калаçма сĕнмелле.
Тăван чĕлхене, чăвашлăха упрасси, «Сувар» хаçат тиражне ӳстересси çинчен нумайрах калаçу пулмалла. Çитес икĕ çул хушшинче çав енĕпе мĕнле ĕçсем тăвасси çинчен тĕплĕнрех калаçмалла. Çитес пухура вара икĕ çул каялла палăртнă тĕллевсенчен хăшне пурнăçланине, хăшне тăвайманнине ертӳçĕ хăйĕн отчетлă докладĕнче кăтартмалла: мĕншĕн тăвайман, мĕскер кансĕрленĕ çав ĕçсене пурнăçа кĕртме, мĕн тумалла малашне вĕсене пурнăçлама.
Тăван – чăваш чĕлхине вĕренекен, ăна пĕлекен, хăйсене чăваш теекен çынсен шучĕ чакса пынă чух сахалтарах мухтансан авантарах пулмалла…
Çитес пухура çакăн пек ыйтăва татса парасси çинчен шухăшламалла: ЧНКА председательне тăватă çула суйламалла мар-ши? Мĕншĕн тесен икĕ çула кăна суйласан вăл икĕ çул ĕçлемешкĕн кăна тĕллев лартать. Тăватă çула суйласассăн, вăл хăйĕн тивĕçĕсене тимлĕрех тума хатĕр пулĕччĕ тесе шухăшлатăп. Суйлава та ун чухне чăн суйлав пек тума пулать. Председатель пулас текен кандидатсене çитес тăватă çулта чăвашлăха, тăван чĕлхене хамăр республикăра епле сыхласа хăварас, аталантарас пирки суйлавччен кĕскен хăйсен программисене, шухăшĕсене каласа пама услови тумалла. Черетлĕ отчетлă пухусене ЧНКА активĕпе кашни çул тусан та юрать.
Конференци кунĕнче конкурссем урăх ирттермелле мар. Пуху вĕçленсен, курас текен делегатсем валли, Тутарстан Республикинче пурăнакан чăваш артисчĕсене çеç хутшăнтарса, пĕр сехетлĕх илемлĕ концерт кăтартсан питĕ аван пулмалла.
Çак асăрхаттарусене ЧНКА ертӳçисем илтессе, вĕсене шута илессе, пухăвăн уссине ӳстерессе шанас килет.
 
: 765, Хаçат: 45 (931)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: