Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумай пулмасть Чăваш Енĕн тĕп хулинче пĕрремĕш хут «Раççейри чăваш пики – 2011» илемпе пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. Унта Ульяновск, Самар облаçĕсенчен, Мускав хулинчен, Тутарстан, Чăваш, Пушкăртстан республикисенчен 10 хĕр хутшăнчĕ. Конкурса Чăваш наци конгресĕ, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, «Хастар» пĕрлешӳ, Федераци шайĕнчи Чăваш наципе культура автономийĕ пуçарнипе Шупашкарти пĕр каçхи клубра ирттерчĕç. Ăна Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине, Халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхĕн кунне халаллани те пĕлтерĕшлĕ.
Конкурса кăçал 100 пин ытла чăваш пурăнакан регионсенчен çеç килнĕ ăмăртакансем. Сăлтавĕ паллă ĕнтĕ – ăçта чăвашсем сахалрах, çавăнта тăван чĕлхене упраса хăварма йывăртарах. Конкурсăн условийĕсенче вара тăван чĕлхене пĕлни – тĕп вырăн йышăнать. Çавна пулах унта «Тутарстанри чăваш пики» конкурсра 1-мĕш вице-мисс номинацие çĕнсе илнĕ Ирина Морозкина та хутшăнаймарĕ пулĕ. Кăçал хутшăнакансем чăваш чĕлхине пĕлмерĕç тесе çирĕплетекенсем куракансем хушшинче пулмĕç тесе шутлас килет. Условисем пирки çĕннине нимех те калаймăпăр: хăйпе паллаштарни, костюм, апат-çимĕç, пултарулăхне кăтартни.
Кунта вара юрăпа, ташăпа, сăвă каланипе тата пародипе тĕлĕнтерчĕç конкурсанткăсем. Тутарстан Республикинчи илем конкурсĕнче çĕнтернĕ Милана Ильдуганова тĕрлĕ сăлтавсене пула Шупашкарти конкурса хутшăнайманнине кура республика чысне «Раççей чăваш пикинче» Хусанта вĕренекен Аида Чентаева хӳтĕлерĕ. Унăн пултарулăхне жюри тивĕçлĕ хакларĕ. Хусан хĕрĕ конкурсăн спонсорĕн «Тус» фирмăн пики пулса тăчĕ. Унăн ертӳçи Николай Угаслов Аидăна компьютер парнелерĕ.
Малти вырăна вара Ульяновск облаçĕн пики Елена Васильева йышăнчĕ. Ăна конкурса йĕркелекенсем жюри ют çĕршывра канмалли путевка парса чысларĕ. Чăваш Ен конкурсантки Алиса Королева «Ăс пики» пулса тăчĕ. Парнисем аванччĕ. Çак конкурса йĕркелеме пулăшакансем нумай пулни савăнтарчĕ. «Тутарстанри чăваш пики – 2011» çĕнтерӳçи унта хутшăнайманнишĕн питĕ шел.
Елена Васильева
Елена Васильева
 
: 951, Хаçат: 45 (931)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: