Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.11.2018 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 771 - 773 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

Этем яланах шыв патнелле туртăннă: хуласене, ялсене ĕлĕк-авалтанах юхан шыв таврашне лартма тăрăшнă. Шыв çывăхра пулни çынсене питĕ пысăк усă панă: хуçалăха тытса пыма, тăшмансенчен сыхланма, пушар тухас пулсан – сӳнтерме… Ахальтен мар паянчченех чăвашсем хушшинче «хула çырми» тесе калани сыхланса юлнă. Ку сăмах çаврăнăшĕ пăлхар тапхăрĕнченех килнĕ пек туйăнать. Çырма çирĕплетнĕ хулана тăрантарнă, сыхланă, аталантарнă. Шыв-шур таврари çут çанталăка та чĕртсе, илемлетсе, çĕнĕ сăн парса тăнă.
XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Кивĕ Этемшӳ (Емелькино) ялне пуçласа яракансем – Емелькке, Кнеç тата Памук – пурăнма питĕ аван вырăн суйласа илнĕ: таврара вăрмансем кашласа лараççĕ, Этемшӳ шывĕ авкаланса юхса выртать, çырма тăршшĕпе çирĕкпе хăва улăхĕсем, çарансенче курăкĕ чашкăрса ӳсет.
Ял пуçланса кайнă та хăвăрт ӳсме тытăннă: виçĕ килĕрен – вăтăр кил, виçĕ çемьерен пилĕк эртел сарăлса тухнă. Эртелри çынсем хăйсен кил-çурчĕсене, ирĕклĕ вырăн пур чух, пĕр çĕререх лартма тăрăшнă. Инçех мар вите-лупассем те хăвăрт çĕкленсе ларнă. Ара, кирлĕ йывăçсем аякра мар ӳснĕ вĕт… Эртелпе мунча та туса лартнă, ăна «эртел мунчи» тенĕ. Мунчасене шыва, çырмана çывăхарах лартма тăрăшнă. Çавăнпа вĕсенчен ытларахăшĕ çырма хĕрринче пулнă.
Ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă. Лия акка Шурыгина (1935 çулта çуралнă) каласа панă тăрăх, вĕсен пахчи вырăнĕнче ял пуçласа яракансенчен пĕрин – Кнеçĕн – пысăк хуçалăхĕ вырнаçнă пулнă. Кнеçĕн çурчĕ хальхи П.Н.Матвеев çурчĕ вырăнĕнче çавăн пекех урамалла пăхса ларнă. Ялти çуртсем ун чух, хальхипе танлаштарсан, пачах урăхла вырнаçса ларнă. Пĕр вăхăтчен…
Те XIX ĕмĕр вĕçĕнче, те XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Кивĕ Этемшӳре питĕ пысăк пушар тухнă. Иван мучи Кононов (1911 – 2002) каласа панинчен: çав пушарта ял питĕ вăйлă çуннă. Каярах вут чĕртекен çичĕ-сакăр çухрăмри Хырăшне ялĕн çынни пулни палăрнă.
Ку истори çапларах пуçланнă. Çук пурнăçра ялан укçа çитмен. Кивĕ Этемшӳ çынни, Петр ятлăскер, çав Хырăшне çыннинчен кивçен укçа илнĕ. Илме çăмăл та, тавăрса пама – йывăр… Петр парăмне татайман. Кивçен параканĕ хытă çилленнипе пĕр тĕттĕм каç Кивĕ Этемшӳ еннелле тухса утнă. Вăл Петр ăçта пурăннине пĕлмен. Тĕттĕмре пĕр çынна чарса: «Сирĕн кунта Петр ятли ăçта пурăнать?» – тесе ыйтнă. Лешĕ ăна тепĕр Петрăн çурчĕ çинелле тĕллесе кăтартнă (ялта вăл вăхăтра икĕ Петр пурăннă). Унччен те пулмасть, айăпсăр Петрăн çуртĕнчен вут тухать…
Пушар хыççăн ял çыннисем çуртсене урăхларах йĕркепе лартма шутлаççĕ: урамсене хĕвел тухăçĕнчен хĕвел анăç еннелле сарлакалатса, тӳрĕлесе яраççĕ, пĕр-пĕринпе çыхăнтараççĕ, тăкăрлăксем туса хăвараççĕ. Çав вăхăтсенче пулас, çынсен пуçĕсенче тепĕр пысăк шухăш та çуралнă: пушар тухас пулсан ăна сӳнтерме шыв çителĕксĕр. Пусăсенчен шыв нумай илеймĕн, çырма инçерех… Мĕн тумалла? Шутлаççĕ-шутлаççĕ те йышăнаççĕ: ялăн икĕ вĕçĕнче алăпа икĕ шур (пирĕн тăрăхра «кӳлĕ» вырăнне ытларах чухне çапла калаççĕ. – Авт.) чавмалла, çакă çеç ял халăхне чăнах та шывлă тăвĕ…
Вăл вăхăтсенче пушарсенчен Кивĕ Этемшӳ çыннисем кăна мар, пĕтĕм Раççей тарăхнă. Пĕчĕк вутранах шăрăх, çиллĕ çанталăкра пысăк пушарсем сике-сике тухнă, ялсемпе хуласене çунтарса аванах сиен кӳнĕ. Патша правительстви пушарсенчен сыхланас ĕçе йĕркелес тесе указсем те нумай кăларнă.
1909 çулхи кĕркунне Кивĕ Этемшӳре хĕрӳ ĕç тытăннă. Икĕ çĕрте – Кукăр касра тата Çĕнĕ кас пуçламăшĕнче (çак вырăнсенче шыв тăркаланă пуль) шурсем чавма пуçланă. Халăхăн çулла вăхăт пулман: тырă ӳстернĕ, ăна пуçтарса-тирпейлесе кĕртнĕ, çапнă… Ĕçрен кăшт пушансан вара вăйпитти арçынсемпе хĕрарăмсем шур чавма тухнă. Влаçсем те халăхпа пĕр шухăшлă пулнă ахăр: ĕçлекенсене укçа та тӳленĕ. Шурсене икĕ çул чавнă, 2011 çулхи ноябрьте чавса пĕтернĕ. Ку факт акă мĕнрен паллă. Çав Иван мучи сăмахĕсенчен, вăл хăйне амăшĕ çапла каланине астăвать: «Сана эпĕ шурсене чавса пĕтерсенех çуратрăм». Иван мучи вара 1911 çулхи ноябрьте çуралнă.
Çак кунсенче çын аллипе, тарĕпе çуралнă кӳлĕсем çĕр çул тултараççĕ. Мĕн чухлĕ усă паман-ши вĕсем ял халăхне! Ача-пăча шурсем пăрпа витĕнсенех хоккейла вылять, конькипе ярăнать, çулла кайăк-кĕшĕк шурсенчен тухма пĕлмест. Шурсенче пулă та ĕрчетнĕ ял çыннисем. Пĕлтĕр вара, 2010 çулта, шурсем «канчĕç»: çăвĕпех шăрăх та типĕ çанталăк тăнăран ялти шурсем иккĕшĕ те типсе ларчĕç. Ял халăхĕ Çĕнĕ касри шур тĕпне тасатса та илчĕ. Кăçал шурсем çĕнĕрен чĕрĕлсе малалла хăйсен пурнăçне тăсаççĕ.
 
: 792, Хаçат: 45 (931), Категори: Тавра пĕлÿçĕ кĕтесĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: