Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РФ ШĔМĕнче реформа иртнĕ хыççăн сотрудниксен профессилле праçникĕн ячĕ те улшăнчĕ, вăл текех Милици кунĕ мар, Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунĕ. Çапах та ĕç кунта ят улшăннинче мар – пĕлтерĕшĕнче, йĕрке хуралçисемшĕн вăл яланхи пекех хаклă. Тутарстанри йĕрке хуралçисене республикăн ертӳçи Рустам Минниханов ноябрĕн 10-мĕшĕнче тул çутăлнă-çутăлман саламларĕ çеç мар, ТР ШĔМĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх автоинспекцийĕн управленийĕн плацĕ çинче вĕр-çĕнĕ автомобильсен уççисене те пачĕ.
«Жигули» маркăллă служба машинине Тутарстанри хуласемпе районсенчи шалти ĕçсен уйрăмĕсен 81 сотрудникĕ тивĕçрĕ. Хаваслă мероприятие çаплах ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров, министерствăн ертӳçисемпе харпăр йышĕ хутшăнчĕ.
– Шалти ĕçсен сотрудникĕсемшĕн кăçалхи çул çăмăл пулмарĕ, тытăмра реформа пынипе пысăк улшăнусем пулчĕç. ТР ШĔМĕ хăйĕн позицине сыхласа хăварма пултарчĕ. Республика хăй енчен малашне те сире пулăшса пырĕ», – терĕ Р.Минниханов сотрудниксене уявпа саламланă май.
Паллă ĕнтĕ, хăйĕн ĕçтешĕсене ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров та саламларĕ. Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов шалти ĕçсен органĕсен йывăрлăхĕсемпе ыйтăвĕсем çине яланах пысăк тимлĕх уйăрнине, полици сотрудникĕсене пурлăхпа техника хатĕрĕпе тивĕçтерме, вĕсен социаллă ыйтăвĕсене татса пама çулсерен самай пысăк укçа-тенкĕпе пулăшнине палăртрĕ. Вăл каланă тăрăх, правăна пăсассинчен профилактика ирттерме кăна кăçал республика 100 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Кунсăр пуçне ведомствăн çĕнĕ объекчĕсене тăваççĕ, полици ĕçченĕсем валли пурăнмалли çурт-йĕр лартаççĕ. Сăмах май, Хусан гарнизонĕн тата министерствăн тĕп аппарачĕн 62 сотрудникĕ çулталăк вĕçлениччен «Солнечный город» микрорайонта çĕнĕ хваттерлĕ пулĕ. Çитес кунсенче Пăвари шалти ĕçсен уйрăмĕн çĕнĕ çурчĕ те хута каймалла. «Республика çакăн пек пулăшу панине кура пирĕн япăх ĕçлеме ирĕк çук. Эпир малашне те Тутарcтанра йĕрке пултăр тесе тăрăшса ĕçлĕпĕр», – терĕ А.Сафаров.
 
: 881, Хаçат: 45 (931)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: