Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Патшалăх ĕç инспекцийĕ тĕрĕсленĕ те республикăра юлашки пилĕк çулта ĕç вырăнĕсенче аманнă 377, вилнĕ 55 тĕслĕхе пытарнине асăрханă. Паллă ĕнтĕ, çак фактсене тĕпчеменнипе граждансем законпа парăнакан укçа-тенке илеймен.
ХУСАНТА питех тăкакланмасăрах 1890 машина вырнаçмалăх 4 парковка йĕркелеме пулать тесе пĕлтернĕ мэрин çул-йĕр çинчи пробкăсемпе кĕрешекен штабĕ. Шăпах унта паркингсем тата хĕллехи вăхăта машина лартмалли вырăнсем йĕркелес ыйтăва сӳтсе явнă. Хулан Вахитов тата Атăлçи районĕсен администрацийĕн пуçлăхĕ А.Лобов каланă тăрăх, хула варринче кăна пушă 30 лаптăк (179 пин тăваткал метр) усăсăр тăрать. Чăн та, çуррин хуçи пур, çапах та лаптăксене çак тĕллевпе усă курма пама вĕсем те хирĕç мар.
* * *
Шкул ачисен кĕркуннехи каникулĕ Хусанта инкекпе асра юлĕ. Авиастроительнăй районĕнче кӳлĕре икĕ шкул ачин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Виçĕ ача çав кунсенчен пĕринче кӳлĕри пăр çине ярăнма тухнă, паллах, çирĕпленсе çитмен пăр вĕсене чăтайман, иккĕшĕ путса вилнĕ, виççĕмĕшне пĕр арçын çăлса ĕлкĕрнĕ.
* * *
Ноябрĕн 13-мĕшĕнче «Хусан» станцие пассажирсен икĕ хутлă вагонĕ килсе çитет. «Раççей чукун çулĕ» УАОн куçса çӳрекен куравпа лекци экспозицийĕпе кирек кам та паллашма пултарать. Куравра хальхи чукун çул транспорчĕн, çулĕн инфраструктурипе Раççейри чукун çул системин, Адлерти чукун çул терминалĕпе «Байконур» космодромăн чукун çул комплексĕн тата ыттисен пĕчĕклетнĕ макечĕсене курма пулать. Кустăрма çинчи курав Раççейĕн 45 хулинче пулма ĕлкĕрнĕ те.
ТУТАРСТАНРА паян, урăхла каласан 11.11.11. числора, пĕрлешекенсен шутне çулталăкри нихăш кун та çитмест. Çак кун çемье çавăрнине ЗАГСра çирĕплетме 800 яхăн мăшăр кăмăл тунă. ТР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи ЗАГС управленийĕн пуçлăхĕ Э.Зарипова пĕлтернĕ тăрăх, çамрăксем «телейлĕ кунра» çырăнма заявленисене иртнĕ çул вĕçĕнчех парса хунă иккен. Кунта 2012 çул тĕкел (високослă) çул пулни те юлашки вырăнта мар-тăр-ха, мĕншĕн тесен çакăн пек çулталăкра пĕрлешсен телей пулмасть имĕш. Пĕрлешекенсен йышĕ нумай пулнипе çак куна ЗАГС ĕçченĕсем маларах хатĕрленнĕ. Хусанта, Çырчалли хулисенче çамрăксене ЗАГСсемсĕр пуçне кану комплексĕсенче те çырăнтараççĕ.
РФ Регионсен аталанăвĕн министерстви Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн чи хăтлă хули (ял хутлăхĕ)» конкурса пĕтĕмлетни пирки эпир иртнĕ эрнере хыпарланăччĕ. Конкурса Тутарстан пурăнмалли 7 вырăнăн материалне тăратнă. Анат Камăсăр пуçне малти вырăнсене Çырчаллипе Лениногорск тата Заинск та йышăннă. Элмет, Пĕкĕлме тата Мензеле те лайăх ĕçшĕн дипломсене тивĕçнĕ.
ÇЫРЧАЛЛИНЧИ «Орион» Çамрăксен центрĕн залĕнче паян «Обществăлла организацисен лидерĕсен хулари шкулĕ 2011-2012» проект уçăлчĕ. Проект хулара 2006 çултанпа ĕçлет. Кăçал унта хулари 10 обществăлла организацин 15-21 çулти 50 лидерĕ хутшăнать. 2011-2012 çулсенчи проекта ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви пулăшнипе пурнăçа кĕрĕ. Унта хутшăнакансем вĕреннĕ хушăра «Личная эффективность лидера», «Социальное проектирование», «Управление человеческими ресурсами» тата ытти темăсемпе хăйсен ăсталăхне ӳстерĕç. Çаплах вĕсем хăйсем те социаллă проектсем хатĕрлеме пултараççĕ.
 
: 898, Хаçат: 45 (931), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: