Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАН РАÇÇЕЙРЕ МАЛТА
«Тутарстан экономика кăтартăвĕсемпе Раççейре чи малти пилĕк регион, ял хуçалăхĕпе чи пĕрремĕшсен шутне кĕрет. 2011 çулта республикăри агропромышленность комплексĕ 155 миллиард тенкĕлĕх продукци туса илме хатĕрленет», – тесе пĕлтернĕ ТР Президенчĕ Р.Минниханов çак кунсенче Саба районне ĕçлĕ визитпа кайсан. Вăл район ертӳçисене район экономикине инвесторсене явăçтарассипе ĕçлемеллине пĕлтернĕ. Пурнăç условийĕсене лайăхлатса çамрăксене яла хăварма тăрăшма, вĕсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме сĕннĕ.
Республикăра çаплах ялсенче Культура çурчĕсем лартасси пирки калаçусем пынине те каланă Президент. Ун сăмахĕсемпе, районсенчи ялсенче çулталăкне 100 Культура çурчĕ лартайсан та ял çыннисемшĕн пулăшу пулать. Федераци пулăшăвĕсĕр яла çĕнетме май çук, паллах, çавăнпа уйрăм хуçалăхсене аталантарма, çемье фермисем йĕркелемелли программăсем ĕçлеççĕ. Тепĕр икĕ çултан республикăра çемье фермисен шучĕ пĕр пинрен иртмелле-мĕн.
ЭЛКЕЛĔНЧЕ СЛЕТ
Ноябрĕн 9-мĕшĕнче Элкел районĕнче ял хуçалăхĕн передовикĕсен слечĕ иртнĕ. Мероприятие чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, çĕр ĕçченĕсемпе утарçăсене тата фермерсене, çемье фермисен ертӳçисене, уйрăм хуçалăх представителĕсене чĕннĕ. Кунсăр пуçне кӳршĕллĕ районсенчен те хăнасем килнĕ. Ял хуçалăхĕн чи лайăх ĕçченĕсене премисемпе, парнесемпе чысланă.
КАШНИ ПĂРУШĂН 300 ТЕНКĔ
ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви республикăра пăру шутне 2011 çулхинчен ӳстерес тĕллевпе республикăри мĕнпур тĕрлĕ хуçалăха кашни пăрушăн 2012 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа 300-шер тенкĕ субсиди пама йышăннă.
ЧĔКĔНТĔРЕ КĂЛАРСА ПĔТЕРМЕН-ХА
Шел пулин те, республикăра кĕрхи ĕçсем вĕçленмен-ха, хирте 7 пине яхăн гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ выртать. Хăватлă комбайнсем хальлĕхе ĕçлеме чарăнман. Енчен те юр тата нумайрах çусан пылак тымар çимĕç хиртех юлас хăрушлăх пур. ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, ноябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне республикăра 60,9 пин гектартан 1 миллион та 846 пин тонна чĕкĕнтĕр кăларнă. Хальлĕхе Заинск – 3, Тукай – 2, Аксу – 1 пин, Çарăмсан районĕнче 500 гектарти пылак тымар çимĕçе кăлармалли юлнă.
ПУЛĂ ĔРЧЕТЕКЕН
Кайпăç районĕнчи пулă ĕрчетекен çемье ферми декабрь уйăхĕнче ĕçлеме пуçлать, тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Ялти предприниматель çулсерен унта 2 тоннăран кая мар пулă ĕрчетме шутлать. Кĕçĕн Кайпăç ялĕнче пурăнакан çак фермер, малтан хăйĕн харпăр хуçалăхне аталантарнă. Иртнĕ çулла вара тата пысăкрах проекта пуçăнма шут тытнă. Ун сăмахĕсемпе, пулă ĕрчетесси тупăшлă ĕç, çитменнине ӳстернĕ пулла сутассипе йывăрлăх çук.
ÇĔНĔ ÇĂКĂР
Çулталăк вĕçлениччен Тутарстанра çĕнĕ йышши çăкăр кăларма тытăнаççĕ. Ăна патокăпа салат (солод) хушса ырашпа тулă çăнăхĕнчен пĕçерĕç, ахальлисенчен тутипе тата нумайрах упраннипе уйрăлса тăрĕ. Çаврака çăкăра çулталăк вĕçĕнче сутма тытăнаççĕ.
 
: 959, Хаçат: 45 (931), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: