Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Н.А.Петровская çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа вăл çуралнă Пăва районĕнчи Альших ялĕнчи Культура çуртĕнче юбилей каçĕ иртрĕ. Вăл вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.Егоров, унпа ĕçлекенсем тата «Нива» уçă акционер обществи пулăшнипе иртрĕ.
Çак кун альшихсемшĕн питĕ чаплă кун пулчĕ. Пирĕн таврашăн паллă çыравçă çуралнă çурчĕ вырăнĕнче асăну хăми уçрĕç. Палăка Чăваш Республикинчи ӳнерçĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сандр Пикл юман хăминчен тунă. Ăна Нелли Петровскаян пĕртăван тетĕшĕпе Федор Андреевичпа унăн мăшăрĕ Ольга Васильевна уçрĕç.
Уява çыравçăн хĕрĕсем Маринăпа Лариса çемйисемпе, Нелли Андреевнăн мăшăрĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Петровский-Теветкел, паллă чăваш ӳнерçи В.Агеев, чăваш халăх артисчĕ И.Христофоров, Шупашкарти К.Иванов ячĕллĕ литература музейĕн аслă ĕçченĕ Г.Еливанова, РФ Писательсен союзĕн членĕ В.Ашкеров тата Нелли Петровскаяна астăвакан, юратакан ял-йыш хаваспах хутшăнчĕç.
Çак кун Н.Петровскаян пысăк çемйишĕн уйрăмах хумхануллă иртрĕ. Мистикăпа çыхăнтарса, хăйне евĕрлĕ асамлăхпа çыракан çыравçă çак уяв иртесси пирки икĕ хĕрне те маларах тĕлĕке кĕрсе пĕлтернĕ-мĕн. Альших ялĕнчен тĕлпулăва чĕнсе шăнкăравласан вĕсем пĕр иккĕленмесĕрех, пĕри – Звенигово хулинчен, тепри – Шупашкартан тухса килнĕ. Сцена çинче сăмах каланă чухне те вĕсем амăшне питĕ юратни, чăвашлăха çывăха хуни палăрчĕ. «Эпир çак ял халăхĕпе пĕрле, çак тавра илемне туйса, çакăнта пулса иртнĕ пулăмсене курса ӳсрĕмĕр. Кунти халăхăн паттăрлăхĕ, тӳрĕлĕхĕ, чăнлăхĕ, тасалăхĕ çинчен анне хăйĕн чĕри витĕр кăларса çыратчĕ. Вăл ĕçленĕ çĕре ăнсăртран пырса кĕрсен, вăл йĕре-йĕре çырса ларнине те пĕрре мар курнă. Анне халăхшăн ĕçлесе пурăннă. Çак çĕр çинче ун пек пултаруллă çынсем тата та нумай çуралччăр. Вĕсем аннерен темиçе хутчен телейлĕрех, ăнăçлăрах пулччăр», – терĕç вĕсем тĕлпулăва йĕркелекенсене тав туса.
Н.Петровский-Теветкел – поэт, прозаик, драматург, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ăна пурнăç çулне мăшăрĕпе пĕрле вĕçне çити ирттерме тӳрĕ килмен, вăл Нелли Андреевна питĕ нумай, хăвăрт ĕçленине палăртрĕ. Упăшки çырнă сăвăсене Нелли Петровская хăйĕн произведенийĕсене те кĕртсе хăварнă. «Унăн Турă пани пурччĕ. Илемлĕ произведенисене пӳрнерен ĕмсе илсе çырма çук-çке. Вăл хайланă ĕçсем пурте пичетленмен, алçырăвĕсем те нумай юлнă. Мускаври литература институтне вĕренме кĕнĕ чух çырнă «Пушар» поэма та пичетленмен-ха. Çак пултаруллă çыравçăн произведенийĕсене вулама тытăнсан – чарăнма çук. Ун пек пысăк тавракурăмлă çыравçăсем питĕ сайра пулаççĕ. Унăн вулаканĕсем яланах пулĕç», – терĕ Н.Петровский-Теветкел.
В.Агеев – Н.Петровскаян кĕнекисене ӳкерсе илемлетекенĕ. «Унăн кĕнекисенче чăвашлăха ăнланни палăрса тăрать. Вăл халăхăн фольклорне те лайăх пĕлнĕ, çавăнпа та унăн ĕçĕсем халăха питĕ килĕшеççĕ, çăмăл вуланаççĕ. Эпĕ 200-ре яхăн кĕнеке иллюстрацилерĕм пулсан та, Нелли Андреевна çырнисем тăрăх ӳкернĕ ĕçсем пек юратса ĕçленисем урăх пулмарĕç», – терĕ пине яхăн картина ӳкернĕ, тĕнчипе сарăлнă ĕçсен авторĕ.
«Нелли Петровская чăваш литературин классикĕ. Хăйĕн кĕнекисене çырса вăл хăйне валли пурăннă чухнех палăк лартнă», – терĕ Шупашкарти литература музейĕн аслă ĕçченĕ Г.Еливанова.
Çак каç залра ăшă туйăм хуçаланчĕ. Пуçтарăннă çынсем çине стенд çинчи сăнӳкерчĕкрен Неонилла Андреевна чĕррĕн, халăха тахçантанпа курмасăр тăнипе ывăнса çитнĕн пăхнăн туйăнчĕ.
«Вăл ял халăхĕ сума сăвакан çыравçă пулса тăчĕ», – терĕ Нелли Андреевнăпа Элшел шкулĕнче пĕрле вĕреннĕ В.Ашкеров.
Çыравçăсем тавралăха урăхла курма, туйма пĕлнипе, сăмаха ялан тӳррĕн каланипе те нумай чух ял-йыша юраймаççĕ. Хăш-чухне ахаль халăх вĕсен ăслăлăхне ăнланса та çитереймен. Ку сăмахсем Н.Петровскаяпа Альших çыннисем çинчен мар. «Пирĕн ялта çакăн пек мухтавлă çын çуралса ӳснипе эпир савăнса пурăнатпăр», – терĕ çак каçа ертсе пыракан ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Р.Дубова.
Тухса калаçакансем хушшинче çыравçăн тăванĕсем пулчĕç тата чăваш халăх артисчĕ И.Христофоров. Вăл халăха юрă шăрантарса савăнтарчĕ, Рункă ялĕнчи «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ те тĕлпулăва илем кӳчĕ.
Альших тата Пӳркел вăтам шкулĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем Н.Петровскаян произведенийĕсен пĕлтерĕшĕсене кĕскен каласа пачĕç. «Унăн кĕнекисем – пушă кĕнекесем мар, библиотекăсенче пĕр тытми пулса выртмаççĕ», – терĕ чăвашлăхшăн тăрăшса ĕçлекен М.Вериялова.
«Нумай пулмасть Альших шкулĕнче «Ахрăм» кĕнекен тĕпчевне ирттертĕмĕр. Кĕнекери сăнарсем вырăнне хурса çырнă ял çыннисемпе вĕренекенсен тĕлпулăвĕ иртрĕ», – каласа пачĕ Альших шкулĕн вĕрентекенĕ С.В.Мукасева.
Вăрăма тăсăлса кайнă, анчах та питĕ кăмăллă тĕлпулăва вĕçлесе ăна йĕркеленĕ М.Вериялов çапла каларĕ: «Кăптăлсен йăхне чăвашлăха мăнаçлă пике парнеленĕшĕн тавах. Ку таврари пĕртен-пĕр хăватлă çыравçă – Альших ялĕн ялавĕ». Вăл Н.Петровская пурăннă урама, вăл вĕреннĕ шкула, ял хуçалăх предприятине çыравçăн ятне пама чĕнсе каларĕ. Çак сĕнĕве ял халăхĕ савăнсах йышăнчĕ.
Ырă, йăваш кăмăллă, çынсене юратакан, ачаш туйăмлă çын пулнă Неонилла Андреевна. «Пурăннă чухнех çакăн пек хăйне чыс тунине курнă пулсан, мĕн тери савăннă пулĕччĕ», – тесе калаçса тухрĕ ял клубĕнчен Альших халăхĕ.
 
: 1622, Хаçат: 38 (716)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: