Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ытларикун Хусанта ТР Ветерансен (пенсионерсен) обществăлла организацийĕсен канашĕн VI отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ТР Президенчĕ Р.Минниханов та хутшăнчĕ. Юлашкинчен çак конференци пилĕк çул каялла иртнĕччĕ. Çавăнпа та ТР Ветерансен (пенсионерсен) обществăлла организацийĕсен канашĕн председателĕ Р.Ахметзянов хăйĕн докладĕнче шăпах çак тапхăрти ĕçсене пĕтĕмлетрĕ.
Хальхи вăхăтра Тутарстанра 52 хула тата район, 3300 пуçламăш тата 20 отрасльти ветерансен организацийĕсем ĕçлеççĕ. Рафис Ахметзянов пухăннисене республикăра ветерансене медицина пулăшăвĕ еплерех пани, вĕсене эмелсемпе тивĕçтерни, ватăсем культура пурнăçне мĕнле хутшăнни, çамрăксене патриотла воспитани парассинчи тӳпи çинчен каласа пачĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтерни пирки те асăнмасăр хăвармарĕ ветерансен пуçлăхĕ, республика ертӳçисене чĕререн тав турĕ. Сĕнӳ те пулчĕ ветерансен енчен: патшалăх влаçĕн органĕсенче ветерансен ĕçĕсен енĕпе структура пулмаллах.
Паллах, ветерансен организацийĕсене хумхантаракан ыйтусем те çук мар. Чи малтан, йĕркеллĕ ĕçлеме укçа çителĕксĕрри. Вĕсем питĕ пысăк ĕç пурнăçласа пыраççĕ. «Районсемпе предприятисем пулăшсан аван пулĕччĕ те», – хăй сăмахне вĕçлерĕ Р.Ахметзянов.
Çавăн пекех хуласемпе районсенчи организацисен ертӳçисем те хăйсем мĕнлерех ĕçлени пирки тухса калаçрĕç. Конференцие вара ТР Президенчĕ Рустам Минниханов пĕтĕмлетрĕ. Вăл ветерансене вĕсем пурнăçлакан ĕçсемшĕн тав турĕ.
– Эпĕ таçта та ĕçленĕ, анчах та пур çĕрте те ваттисен шухăшне тĕпе хураттăм, халĕ те эсир мĕн каланине итлетĕп. Ман шутпа хуласемпе районсен ертӳçисен те хăйсен ĕçĕнче ветерансен шухăшне шута илмелле, – терĕ Рустам Нургалиевич.
Президент республика аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ, хускатнă ыйтусем çине хурав пачĕ. Ветерансен организацийĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен координаци канашĕ туса хурас сĕнĕве ырларĕ вăл. Республика пуçлăхĕ ветерансен организацийĕсен хастарĕсене Тав çырăвĕсем парса саламларĕ.
Юлашкинчен пухăннисем ТР Ветерансен (пенсионерсен) обществăлла организацийĕсен канашĕн председательне суйларĕç. Халичченхи ертӳçĕ Р.Ахметзянов председателе суйланма хăйĕн кандидатурине тăратмарĕ, унччен ТР Президент Аппаратĕнче ĕçленĕ Хабир Иштирякова суйлама сĕнчĕ. Сĕннĕ кандидатурăшăн пурте пĕр пулса сасăларĕç.
 
: 864, Хаçат: 45 (931)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: