Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

САРАТОВРИ этнографи музейĕнче ноябрĕн 9-мĕшĕнче «Кукла. Ложка. Хохлома» курав уçăлнă. «Мастера народных ремесел» проектăн пĕр пайĕ шутланакан куравра Раççейри йăлана кĕнĕ ремесласен паллă ăстисен ĕçĕсене курма пулать: илемлĕ пуканесем, йывăçран касса тунă тĕрлĕ япаласем, йывăç çинчи ӳкерчĕксем… Уйрăмах пуканесем пысăк вырăн йышăнаççĕ куравра: кунта чи пĕчĕк ачасем, кăшт ӳснисем вылякан пуканесене, сиплевре, йăла-йĕркесене ирттернĕ чух усă кураканнисене курма пулать. Курма килекенсен маçтăрсем тунă япаласене курма кăна мар, хăйсен ăсталама вĕренме те май пур.
ПЕРМЬРЕ паян арт-резиденци уçăлать. Пермь хула администрацийĕн пресс-служби REGNUM информаци агентствине пĕлтернĕ тăрăх, унта ӳнер мастерскойĕсем, фотостуди, сасă çыртаракан студи тата репетици базисем вырнаçнă. Пермьри арт-резиденци вăл – ятарлă оборудованисем вырнаçтарнă хутлăх, унта çĕршыври кăна мар, тĕнчери ӳнерçĕсем килсе ĕçлеме пултараççĕ. Искусство çыннисем хăйсен проекчĕсене вĕçне çитеричченех арт-резиденцире пурăнма, ĕçлеме пултараççĕ. Паллах, кунта куравсем те иртĕç. Ытти музейсемпе курав площадкисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха арт-резиденци? Ӳнерçĕсем кунта маларах хатĕрленĕ ĕçĕсене илсе килмеççĕ, вĕсене кунтах ӳкереççĕ. Тата çакă та паха: кашни ӳнерçех резиденцире лекци вулать е мастер-класс ирттерет.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ шкулсенче çак уйăхра «Ташлакан шкул» проект хута кайнă. Ноябрĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти Ача-пăча пултарулăхĕн центрĕнче республика шайĕнче «Пĕрле ташлатпăр. Пурте ташлатпăр!» мастер-класс иртнĕ. Семинара Чăваш Енĕн 14 районĕпе 3 хулинчен 73 педагог пуçтарăннă. Вĕсене профессиллĕ ташăçăсем виçĕ ушкăна пайласа вальс, чăваш ташши, спорт ташши ташлама вĕрентнĕ. Тăван шкулĕсене таврăнсан вĕрентекенсен ачасене ташлама вĕрентмелле пулать. «Мĕне кирлĕ-ха «Ташлакан шкул» проект?» – тейĕ вулакан. Кăçалхи çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен çĕршыври шкулсенче виççĕмĕш физкультура урокĕ хушса хунине пурте пĕлетпĕр. Чăваш Енре çак уроксем пурте пĕр евĕрлĕ ан иртчĕр тесе шутласа тупнă та ăна. «Ташлакан шкул» проекта 68 шкул хутшăнма кăмăл тунă. Паян республикăра тепĕр проект – «Эпĕ ишме пĕлетĕп» – хута каять.
ПУШКĂРТСТАН. Ĕпхӳре Владимир Ленин палăкне çĕнĕрен вырăнне лартнă. 20 çул каялла ăна кивĕ пулнипе вырăнтан сӳтсе кайнă, Питĕрте гранитран çĕнĕ палăк тума заказ панă. Анчах та заказшăн тӳлеме укçа пулманнипе скульптура халиччен складра тăнă. Хула Канашĕн депутачĕсем палăка вырăнне тавăрма йышăннă. «Гранит çулпуçа» унчченхи вырăнне лартасси 3 миллион тенке ларнă, кирлĕ укçана хула мэрийĕ уйăрнă.
Ĕнер Ĕпхӳре «Раççей тата унăн регионĕсем гражданла пĕрлĕх тата нацисем хушшинчи килĕшӳ шыравĕнче» Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна Пушкăртстанра Нацисен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетмелли çула пĕтĕмлетессине халалланă. Конференцие вырăнти патшалăх тата обществăлла деятельсемсĕр пуçне Раççей регионĕсемпе чикĕ леш енчи ученăйсем те хутшăннă.
 
: 957, Хаçат: 45 (931), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: