Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РФ Президенчĕн 2011 çулхи августăн 29-мĕшĕнче кăларнă 1124 № Указĕпе килĕшӳллĕн, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин улттăмĕш пухури депутачĕсен суйлавĕ 2011 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче иртет. Çывхарса килекен суйлав мĕнлерех иртесси çинчен ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра ТР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Анатолий Фомин каласа пачĕ.
Тутарстанра суйлав ирттерес ĕçе ТР Тĕп, 65 территорири тата 2857 участокри суйлав комиссийĕсем хутшăнаççĕ. Республикăра суйлава хутшăнма пултаракан çынсен шучĕ пурĕ 2911727.
Парламент суйлавĕнче хальхинче çĕнĕлĕхсем те пур. Чи малтанах Патшалăх Думин депутачĕсен полномочийĕсен срокне тăватă çултан пилĕк çулччен ӳстернине асăнмалла. Малашне халăхăн интересĕсене Патшалăх Думинче тата регионсенчи саккун кăларакан органсенче пĕчĕк партисем те – урăхла каласан, суйлавра 7 процентран сахалрах сасă пухнисем – хӳтĕлеме пултараççĕ. Мандат валеçнĕ çĕре халĕ кандидатсен списокĕсем 5-7 процент сасă пухнă партисене кĕме ирĕк параççĕ: 5-рен 6 процента çити – 1 мандат, 6-ран 7 çити – 2 мандат. Кандидатсен Федерацири пĕтĕмĕшле списокне 10 кандидатран ытла мар (унччен 3-рен ытла марччĕ) кĕртеççĕ.
Суйлава 2001 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче тухнă «Политика партийĕсем çинчен» 95-ФЗ № Федераллă саккун ирĕк паракан çичĕ политика партийĕ те хутшăнма пултарать. Октябрĕн 28-мĕшĕнче Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ партисем суйлав бюллетенĕнче еплерех йĕркепе вырнаçассине çирĕплетнĕ.
Ноябрĕн 14-мĕшĕнчен республикăра участокри суйлав комиссийĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Сасăлав кунĕнче, декабрĕн 4-мĕшĕнче, суйлав участокĕсем 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлеççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: çывхарса килекен суйлавра 146 участокра пуçласа электронлă сасăлав комплексĕсемпе усă курĕç.
Декабрĕн 4-мĕшĕнче РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин улттăмĕш пухури депутачĕсен суйлавĕпе пĕрлех Тутарстанра хăш-пĕр муниципаллă йĕркеленӳсенче вырăнти суйланмалли органсене те суйлавсем иртмелле. Суйлав кунĕнче республикăра ют çĕршыв сăнавçисем ĕçлĕç.
 
: 726, Хаçат: 45 (931), Категори: Суйлав – 2011

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: