Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанăн «Бэлэкэч» программи пурнăçланни куçкĕрет. Республикăра кашни уйăхра темиçе садик уçăлать. Çак программа витĕмĕпе туса хута кайнă 120 вырăнлă пĕрремĕш садик Хусанта Советски районĕнчи Глушко урамĕнче сентябрĕн 14-мĕшĕнче уçăлчĕ. Юнкун Хусанти Ново-Савиновски районĕнчи Абсалямов урамĕнче те виçĕ хутлă хăтлă 208№ ача-пăча сачĕ ĕçлеме пуçларĕ пĕчĕккисем валли. Ку тăрăхра нумай хутлă çĕнĕ çуртсем чылай, апла ача-пăчаллă çамрăк çемьесем те сахал мар пулĕ. Çавăнпа халь уçăлакан «Шатлык» садик ашшĕ-амăшĕшĕн чăннипех савăнăç пулса тăрать. Хусанĕпе илсен «Шатлык» «Бэлэкэч» программăпа тунă тăваттăмĕш садик пулчĕ.
2370 тăваткал метр лаптăк йышăнакан çурта 120 ача çӳрĕ. Кунта ачасене хул-çурăм енчен те, ăс-хакăл енчен те аталанса пыма пур условисем те туса панă тесен кăшт та ӳстерместпĕр. Мĕншĕн тесен «Шатлыкра» пурте пĕлекен апат блокĕ, çывăрмалли, ушкăнсен пӳлĕмĕсемсĕр пуçне спортпа аппаланмалли, музыка, логопед, тутар чĕлхи пӳлĕмĕсем пур. Тата çакна хушса хăвармалла. Эпир аслисем ачаран пĕлекен садиксенчен паянхи, XXI ĕмĕрти «Шатлык» хăтлăхĕпе кăна мар, ĕç йĕркипе те уйрăлса тăрать. Тĕслĕхрен, кунта ачасене çулталăк тултарсанах ясли ушкăнне йышăнма пуçлаççĕ. Ача ют çĕрте хăнăхиччен амăшĕ те унпа пĕрле юлма пултарать тата тепĕр ырă çĕнĕлĕх – шăматкунхи ушкăнсем те йĕркелеççĕ кунта. Çак кун ĕçлекен ашшĕ-амăшĕшĕн ку питĕ меллĕ, паллах.
Ачасене интеллект енчен аталантарассипе 208№ садикре М.А.Васильева программи çине таянса ĕçлеме калаçса татăлнă тата М.Л.Лазаревăн «Здравствуй» шкулчченхи альтернативлă программăра та ĕçре курасшăн, пĕр сăмахпа çамрăкран та çамрăк яш-кĕрĕмĕн пурнăçĕ экспериментсемпе пуян пуласси куçкĕрет. «Шатлыка» уçнă çĕрте ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков тата Хусан мэрĕ Ильсур Метшин пулчĕç. Ильсур Раисович: «Çĕнĕ садик уçăлнишĕн Хусан мэрĕн савăнăçĕпе кăна мар, тăватă ача ашшĕн савăнăçĕпе савăнатăп», – терĕ тулли кăмăлпа. Савăнмасăр ĕнтĕ, Хусанта пин-пин ача садике кайма черетре тăнă чух «Бэлэкэч» тӳрех 4800 ачана вырăн парать-çке. Сăмах май, çак программăпа тăвакан çĕнĕ садиксем ытларах Советски районĕнче – 10 тата Ново-Савиновскинче – 6, ытти районсенче сахалрах, пĕтĕмпе, хулипе илсен – 23 çĕнĕ садик пулать. Ильсур Раисович ача садне спорт инвентарĕсем туянма сертификат парнелерĕ.
ТР Правительство ертӳçи Ильдар Шафкатович та ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне çĕнĕ садик уçăлнă ятпа саламларĕ. Строительство ĕçĕсене вăрăма тăсмасăр вĕçленĕшĕн строительсене ТР Министрсен Кабинечĕн ятĕнчен Тав çырăвĕ пачĕ. Хисеплĕ хăна пĕчĕккисем патне пуш алăпа килмен, паллах, интерактивлă компьютер комплексĕ парнелерĕ «Шатлыка». Хуçасем те çак савăнăçлă кун парăмра юлмарĕç, хăнасене пĕчĕк концерт парнелерĕç: юрларĕç, ташларĕç, çутă, ăшă пӳлĕмсемшĕн сăвăласа тав турĕç.
 
: 821, Хаçат: 45 (931)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: