Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей Президенчĕ Д.Медведев компьютерпа, Интернетпа усă курма пĕлмен патшалăх служащийĕсене ĕçрен хăтармаллине каланă. Ун шучĕпе, информаци технологийĕсемпе усă курма пĕлмен чиновник професси енчен юрăхсăр.
Раççей Президенчĕ Д.Медведев çак кунсенче «Вĕрентӳ çинчен» законăн 16 тата 31-мĕш статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен» закона алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшӳллĕн, граждансене хăйсем пурăнакан муниципаллă район территорийĕнчи пуçламăш, вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕрентӳ учрежденийĕсене вĕренме илмелле. Çак Положени пурнăçа кĕтĕр тесе Федераллă закон муниципаллă районсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене, хула округĕсене вĕрентӳ учрежденийĕсем хăш территорие кĕнине çирĕплетме ыйтать.
Федераци Канашĕн спикерне Валентина Матвиенкăна СНГ Парламентсем хушшинчи ассамблейин Председательне суйланă. Регламентпа килĕшӳллĕн, Ассамблея Председательне çулталăка суйлаççĕ.
Тутарстанра кăçал тăхăр уйăхра «Вĕрентӳ» нацпроекта пурнăçа кĕртме 830 миллион (330-шĕ федераци, 500-шĕ республика бюджечĕсенчен) тенкĕ тăкакланă. Республикăра 2011 çул вĕçлениччен мĕнпур инвалид ачана инçет вĕрентӳпе тивĕçтереççĕ тесе пĕлтернĕ ТР Премьерĕ И.Халиков РФ Правительствин Председателĕн çумĕпе А.Жуковпа иртнĕ видеоконференцире. Вĕрентӳ сферинче республика хăй те пысăк проектсене пурнăçа кĕртет, ку вăл – кашни учителе ноутбукпа тивĕçтерни, шкулсене Интернет, Wi-Fi кĕртни. Кăçал тата 3 миллиард тенкĕ ытла «Бэлэкэч» программа çине янă. 2012 çултан шкулсене тĕпрен юсас программа ĕçлеме тытăнать.
Тăлăх тата пăхаканĕсемсĕр юлнă ачасене çемьесене вырнаçтарас тĕлĕшпе Пĕтĕм Раççейри «Видеопаспорт» проектпа ĕçлекен регионсем хушшине Тутарстан кĕркунне хутшăнчĕ. Аса илтеретпĕр, «Видеопаспорт» – ачана усрава илекенсем валли мультимедийлă информаципе шырав системи. Проектăн авторĕ «Пока все дома» программăн ертӳçи тата унăн авторĕ Т.Кизяков. Вăл хăйĕн программин «У вас будет ребенок» пайĕнче тăлăх ачасене кăтартса вĕсем валли атте-анне шырать çеç мар, вырăнти опека органĕ валли видеопаспорт банкĕ хатĕрлет, Интернетри www.videopasport.ru сайтра вырнаçтарать. Кизяковсен çемйи Тутарстанри тăватă ача садĕнче пулса 32 ача çинчен сюжет ӳкерсе регионти тăлăх ачасен даннăйĕсен банкне панă. Пĕр паспорт хатĕрлеме кăна 100 пин тенкĕ тăрать, Тутарстанра çак ĕçе пурнăçлама бюджетран укçа уйăрнă. Хальхи вăхăтра 12 ачана çемьесене вырнаçтарнăпа пĕрех.
Ноябрĕн 11-мĕшĕнче Лениногорск хулин музыкăпа ӳнер педагогика колледжĕ 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Кунта тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем пуçтарăнаççĕ: тава тивĕçлĕ артистсем, ӳнерçĕсем, вĕрентекенсем. Хамăр республикăра кăна мар, Раççейре, Австринче, Германире, Америкăра та пурăнаççĕ колледжăн чапа тухнă выпускникĕсем. Вĕсем альма-матерпа çыхăну çухатмаççĕ.
 
: 1015, Хаçат: 45 (931), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: