Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш Енри Елчĕк районĕн хĕрĕ Алевтина Халилова (хĕр чухнехи хушамачĕ Портнова) студент чухне Тутарстанри Çĕпрел районĕ хăш енче вырнаçнине те пĕлменскер, алла диплом илсенех çак района каяссине шутламан та. Ку тăрăха ăна, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш уйрăмне пĕтернĕ çамрăк хореографа, хăйĕн специальноçĕпе ĕçлес ĕмĕчĕ 1998 çулта илсе çитернĕ. «Хамăр факультетра вĕренекен Алешкин Саплăк хĕрĕ Светлана Пляшева Çĕпрел районĕнчи Культура çуртĕнче хореограф кирли çинчен каласан тĕплĕн шутларăм та диплом илсенех унта кайса пăхас терĕм. Ульяновск хулинче пурăнакан тете те çав вăхăтра яла килнĕччĕ. Çула май тесе вĕсемпе ларса тухрăм эпĕ. Шупашкар – Ульяновск трасса çинчи «Туслăх» чарăнура анса юлтăм. Кивĕ Çĕпрелне çитсен тӳрех культура уйрăмне Д.Шарафутдинов патне кĕтĕм. Мана хапăлласах ĕçе илчĕç, пурăнма ватă карчăк патне вырнаçтарчĕç», – аса илет вăл халь иртнине.
Район центрĕнчи Культура çуртне çĕнĕ хореограф, чăваш хĕрĕ ĕçлеме килнĕ хыпар ун чух самантрах тавра яла сарăлчĕ. Ара, район клубĕн артисчĕсем сценăн урай хăми хуçăласла чăвашла ташлани пулман-çке кунта. Ытларах тутар (тĕрĕсрех каласан, мишер) юрри-ташши илтĕнетчĕ. Алевтина Владимировна тăрăшнипе кĕçех район центрĕнчи шкул ачисен ушкăнĕ те чăвашла ташлама пуçларĕ. Вăл вăхăтра ачасен икĕ ушкăнне ертсе пыратчĕ Елчĕк хĕрĕ.
Пултаруллă хореограф-хĕре хăйсем патĕнчен ярас килменни пирки Çĕпрел районĕн культура уйрăмĕн ертӳçисенчен пĕрре мар илтме тӳрĕ килнĕ мана. Тĕлĕнмелле пулин те, чăнах та вĕçертмерĕç вĕт хореографа çĕпрелсем. Çав вăхăтра Хусанти культура институтĕнчен тин çеç вĕренсе килнĕ Фанис Халилов та Культура çуртĕнче ĕçлеме пуçланăччĕ. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланакан икĕ специалист хăвăрт туслашрĕ çеç мар, пĕтĕм района тĕлĕнтерсе туй та кĕрлеттерчĕ.
Алевтинăпа Фанис Халиловсем акă ĕнтĕ вунă çул ытла пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем икĕ ача ӳстереççĕ, Артур 6-мĕш класра вĕренет, кĕçĕнни Арина садике çӳрет. Чăн та, Алевтина та, Фанис та хальхи вăхăтра Культура çуртĕнче ĕçлемеççĕ, вĕсем урăх ĕçе куçнă. Алевтина темиçе çул ĕнтĕ Çĕпрел районĕн Ĕçтăвкомĕн çул çитменнисен ĕçĕсен тата вĕсен правине хӳтĕлекен комиссин яваплă секретарĕнче тăрăшать, çавах та хореограф ĕçне те вуçех пăрахмасть. Шкул ертӳçисем ыйтнипе ачасене уявсенче ташлама вĕрентет.
Шел те, Алевтина Владимировнăн хальхи ĕçĕ хаваслă ачалăхпа çыхăнман. Тӳрĕ çултан ир пăрăннă ачасемпе ытларах курнăçма тивет унăн. Учетра тăракансем районта вара сахал мар – пурĕ 16-ăн. Хура списока пĕчĕкскерсем вăрланипе (велосипед, телефон, укçа) тата эрех ĕçнипе çакланаççĕ иккен. Чи хăрушши – ачасем тӳрĕ çултан ытла ир пăрăнма пуçлани. Кăçал, тĕслĕхрен, учета 2-мĕш класа каякансене те тăратнă. «Çул çитменнисем килсĕр çапкаланса çӳрессинчен, правăна пăсассинчен профилактика», «Çемье тата ачасем», «Çамрăксене патриотла воспитани парасси» комплекслă программăсем районта ĕçлеççĕ пулин те тӳрĕ çултан пăрăнакансем тупăнаççех.
Алевтина Владимировна каланă тăрăх, кунта ашшĕ-амăшĕн айăпĕ пысăк, мĕншĕн тесен кун пек ачасем, тĕпрен илсен, ăнăçсăр çемьесенчен. Чăн та, вĕсене тӳрĕ çул çине тăратма комисси районти шалти ĕçсен уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцийĕпе нумай тăрăшать. Калăпăр, çулла вĕсене ĕçпе тивĕçтерме, канăвне йĕркелеме пулăшаççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче кăçал çакăн пек 6 ачана ĕçе вырнаçтарнă, 4-шне республикăри «Звездный десант» палатка лагерьне канма янă.
Комисси членĕсен тепĕр чух эрнере икĕ хутчен те тĕл пулса ыйтусене сӳтсе явма тивет. Çапах та ачасемшĕн ют çын мар, ашшĕ-амăшĕн яваплăха туймалла та вĕт, пур чухне те апла пулса тухмасть çав. Тĕслĕхрен, çул çитменнисен каçхине 10 сехет хыççăн обществăлла вырăнсенче аслисемсĕр çӳреме юраманни çинчен йышăннă çĕнĕ законах илер, ăна ашшĕ-амăшĕсем пурте пăхăнмаççĕ, урăхла каласан хăйсен ачисем каçа юлса ăçта çӳренине пĕлмеççĕ е пĕлме тăрăшмаççĕ. Ку енĕпе районти икĕ ашшĕ-амăшне нумай пулмасть административлă яваплăх та тыттарма тӳр килнĕ.
Çын ăçта ĕçлени мар, мĕнле ĕçлени пĕлтерĕшлĕрех. Алевтина Владимировнăн ку ĕçĕ малтанхинчен тĕпрен уйрăлса тăрать пулин те, ăна вăл чунтан, тĕплĕн пурнăçлама тăрăшать. Мĕншĕн тесен тӳрĕ çултан ир пăрăннă ачасем хăйсен йăнăшне вăхăтра ăнланни ташлама вĕреннинчен чылай пĕлтерĕшлĕрех тесе шутлать.
 
: 1069, Хаçат: 44 (930), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: