Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанпа Ульяновск облаçĕн чăвашĕсен пĕрле пуçтарăнма сăлтавĕсем сахал мар. Вăхăтĕнче чăваш центрĕ шутланнă çак хулана пирĕн ентешсем нумайăн пурăнма куçнă. Халĕ те унти вĕрентӳ шкулĕсенче пĕлӳ пухакан çамрăксем йышлă. Çавăнпа Ульяновск хулинче Тутарстан чăвашĕсен культура кунне ирттернинчен тĕлĕнмелли çук. Кăçалхи тĕлпулу шучĕпе иккĕмĕш пулчĕ. Хальхинче (октябрĕн 29-мĕшĕнче) чăвашсене Ульяновскри Заволжски районне кĕрекен Нижняя Терраса микрорайонти Майăн 1-мĕшĕ ячĕллĕ Культура çурчĕ йышăнчĕ.
ТР ЧНКА тата Чăваш Енри «Пăлхар» ентешлĕхĕн ертӳçисемпе хастарĕсене чĕмпĕрсем хулана кĕнĕ çĕрти çул унки патĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илни хăех ку уявăн пĕлтерĕшĕ мĕнле пысăк пулнине кăтартрĕ.
Паллах, тĕлпулăва наци культурине аталантарассипе ĕçлекен ертӳçĕсенчен ытларах ахаль халăх валли йĕркеленĕччĕ. Пĕр-пĕрне тахçантанпах курман ентешсем чун каничченех калаçма пултарчĕç çеç мар, лайăх концерт та курчĕç, паллах, тӳлевсĕр. Пуçтарăннă халăха Шупашкарти «Пĕр тăван Малинасем» паллă ушкăн, Лениногорск хулинчи «Шурă хурăн» халăх ансамблĕ, Пăлхарти «Çеçпĕл» ушкăн, Вера Семеновăпа (Хусан) Валерий Клементьев (Саратов), Людмила Сердцева (Çĕпрел районĕ) юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Тĕлпулăва хальхинче Тутарстанран чăнах та пысăк делегаци килнĕччĕ: ТР ЧНКА председателĕсĕр К.Яковлевсăр пуçне Элмет, Лениногорск, Лайăш, Теччĕ, Спас районĕсенчи чăваш наципе культура центрĕсен ертӳçисем И.Ильмукова, О.Орлова, В.Егоров, В.Вериялов, В.Якличева тата Çĕпрел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Сарафанов хăйсен тăрăхĕсенчи хастар чăвашсемпе çитрĕç.
Яланхи пекех тĕлпулу каçне Ульяновск облаçĕнчи «Еткер» ыр кăмăллăх фончĕн ертӳçи О.Мустаев ертсе пычĕ. Паллă ĕнтĕ, кун пек пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм хула ертӳçисен тимлĕхĕсĕр тата пулăшăвĕсĕр юлмасть. Хальхинче те акă уява Ульяновск хулин Заволжски районĕн администраци пуçлăхĕ С.Милушкин уçрĕ. Вăл пуçтарăннисене администраци тата хăйĕн ятĕнчен саламланă май районта тĕрлĕ нациллĕ, конфессиллĕ халăх (вĕсенчен 11 проценчĕ чăваш) пурăннине, çавăнпа вĕсемшĕн ку уяв питĕ пĕлтерĕшлине, кун пек мероприятисем наци культурине аталантарма кирлине палăртрĕ.
Сцена çине тухса ăшă сăмахсем калакансем нумайăн пулчĕç çав каç: Ульяновск хулин Канашĕн депутачĕсем Н.Лазаревпа И.Буланов, хула Канашĕн председателĕн çумĕ П.Столяров, «ПКП «Завод ВТО» тулли мар яваплăхлă обществăн ертӳçи В.Смольянинов, «Ульяновсккерамзит» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ В.Федоров тата ыттисем те. Çавах та Тутарстанра çуралса ӳснĕ, Чăваш Енре пурăнакан чăвашсен «Пăлхар» ентешлĕхĕн ертӳçине Н.Угаслова И.Я.Яковлевăн халалне асра тытса чăваш халăхĕшĕн капашсăр пысăк ĕçсем пурнăçланăшăн, наци культурине аталантарнăшăн «Еткер» ыр кăмăллăх фончĕн И.Я.Яковлевăн преми лауреачĕн ятне парса орденпа чыслани пулчĕ-тĕр. Сăмах та çук, Николай Федорович çак хисепе тивĕçлĕ çын. Апла пулин те вăл кунта хăйĕн çеç мар, пĕрле ĕçлекенсен тивĕçĕ те тесе çирĕплетрĕ. Малашне те тăван халăхшăн ĕçлеме сăмах пачĕ ентешĕмĕр.
Кун пек тĕлпулусем парнесĕр пулмаççĕ. Хула Канашĕн председателĕн çумĕ П.Столяров та акă ТР ЧНКА председательне К.Яковлева çакăн пек тулпулусем ирттерсе халăх культурине, йăхташсен туслăхне аталантарнăшăн кĕмĕл купăспа чысларĕ. «Еткер» фонд хăнасене пурне те асăнмалăх парне пачĕ. Константин Геннадиевич та пушă алăпа килмен. Вăл Ульяновск тăрăхĕнчи чăвашсене Тутарстан чăвашĕсен ятĕнчен саламланă май республикăри чăвашсем мĕнле пурăннипе паллаштарчĕ, «Еткер» фондăн ертӳçине Хусана сăнланă картина парнелерĕ тата ырă хыпарсемпе те савăнтарчĕ. Тутарстан чăвашĕсен культура кунне малашне кашни çул Ульяновскра ирттерме, кунсăр пуçне Ульяновск чăвашĕсен культура кунне Хусанта йĕркелеме йышăнни çинчен пĕлтерчĕ.
Питĕ тухăçлă иртрĕ кăçалхи тĕлпулу, вăл йăхташсем хушшинчи туслăха тата çирĕплетрĕ тесен те юрать. Çапах та тепĕр çивĕч ыйтăва та вырăнтан хускатма пулăшрĕ. Ентешсем хамăр авалхи пăлхар йăхĕнчен тухнине ĕнентерсе Тутарстанри Пăлхар хулинче чăваш çуртне лартма йышăнчĕç. Республикăн, халăхсен историйĕ çĕнĕрен çырăннă вăхăтра Пăлхар хули чăваш несĕлĕсен вырăнĕ пулнине çирĕплетни çав тери вырăнлă пулĕччĕ. Çавăнпа хисеплĕ ентешсем – Шупашкарти «Тус» строительство компанийĕн ертӳçи Н.Угасловпа Ульяновск хулинчи «Ульяновсккерамзит» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ В.Федоров – çак ĕçе хăйсем çине илме шантарчĕç. Анчах ТР ЧНКА председателĕ К.Яковлев пархатарлă ĕçе пĕтĕм чăваш тĕнчи хутшăнмаллине каларĕ, мĕншĕн тесен Пăлхар – пирĕн нацин историйĕ, эппин, унта кашни чăваш вăй çитнĕ таран хăйĕнчен пай кĕртмелле. Çак тĕлĕшпе кĕçех Пăлхар хулинче ятарлă счет уçма йышăнчĕç.
Н.Лазарев (сылтăмра) Н.Угаслова орден парать.
Н.Лазарев (сылтăмра) Н.Угаслова орден парать.
О.Мустаевпа Л.Сердцева
О.Мустаевпа Л.Сердцева
 
: 903, Хаçат: 44 (930)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: