Республикăри «Чăваш пики» конкурс Тутарстан чăвашĕсемшĕн çав тери кĕтекен, çулталăкĕ-çулталăкĕ пе калаçтаракан мероприяти. «Тутарстанăн чи хитре, чи пултаруллă чăваш пики» ята çĕнсе илни районсен мăнаçлăхĕ, çавăнпа хăйсен ентешĕ конкурсра мала тухтăр тесе питĕ тăрăшаççĕ вĕсем. «Хусан» наципе культура центрĕнче октябрĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ «Чăваш пики-2011» конкурсăн финалне (шучĕпе вăл 6-мĕш пулчĕ) Элкел, Çĕпрел, Теччĕ, Элмет, Нурлат, Алексеевски, Апас, Аксу районĕсемпе Анат Камăпа Çырчалли хулисем хăйсен чи хитре те пултаруллă пикисене илсе килчĕç.
Пытармăпăр, хальхинче куракансене мероприяти умĕн «чăваш пики кам пулать-ши?» ыйтусăр пуçне тата «конкурс мĕнле иртет-ши?» – текен ыйту та çав тери хумхантарчĕ. Ара, кăçалхи конкурсанткăсене финала «Мисс Татарстан» обществăлла организаци хатĕрлентермест текен сас-хура та сарăлнăччĕ-çке. Пикесен конкурсĕсене ирттерессипе нумай çул ĕçлекен организаци «Чăваш пикине» чăнах та çав тери çӳллĕ шайра хатĕрлесе хитре шоу тăватчĕ, çакă мероприятие Шупашкарăн чи пултаруллă ушкăнĕсемпе артисчĕсене кăна чĕннинчен те курăнатчĕ. Калăпăр, кун умĕнхи конкурсра куракансем хамăрăн пикесен пултарулăхĕпе пĕрле Н.Казаковăн «Нарспи» мюзиклне те курса савăннăччĕ. Чăнах та, чун çӳçенмелле илемлĕ фанфарсем янăрани те, Шупашкарти эстрада çăлтăрĕсен сасси те илтĕнмерĕ кăçал.
Хĕрсем сцена çине тухнă пĕрремĕш самантсенченех «Мисс Татарстан» организацин ăста «алли» çитменни курăнчĕ. Çапах та конкурса хатĕрленессипе çыхăннă кăлтăксем хĕрсен пултарулăхĕпе чиперлĕхĕ çине витĕм параймарĕç. Вĕсем ăмăртăва тивĕçлипех хатĕрленнĕ, хăйсем те пăхса ытармалла мар хитреччĕ. Чăн чăвашла калаçса хăйсемпе паллаштарчĕç, Алексеевски район пики, 14 çулти Милана Ильдуганова, тĕслĕхрен, хăй çинчен такмак та каласа пачĕ. Конкурсанткăсем хатĕрлесе килнĕ наци апат-çимĕçĕ: хуплу, чăкăт, юсман, шăрттан, ăшаланă чăх, купăста, палан кукăлĕсем тата ытти те мĕне тăратчĕ тата! Конкурса ертсе пыракансем, ЧР телевиденийĕпе радиокомпанийĕн дикторĕсем Валентина Михайловăпа Владимир Тимофеев та, вĕсене мухтамасăр чăтаймарĕç, жюри членĕсен кун хыççăн хĕрсене «лайăх» паллăсăр пуçне ыттине лартма алли çĕкленмерĕ-тĕр.
Пултарулăх конкурсĕ – хăй пĕр илемлĕ концерт тесен те юрать. Кăçал вăл тĕрлĕ енлĕ, интереслĕ пулчĕ. Конкурсанткăсенчен кашни куракана мĕнпе-тĕр тĕлĕнтерме тăрăшрĕ. Аксу пики Юлия Алексеева «Иртсе кайрĕ юрату» эстрада юррине юрларĕ пулсан, Анат Камăри Кристина Симаковăпа Çырчаллинчи Анжелика Юрина чăваш произведенийĕсен сыпăкĕсене чуна пырса тивмелле хитрен вуларĕç. Теччĕ пики Ирина Морозкина юрланă «Сăпка юррине» вара куракансем пĕр сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç. Чăнах та пултаруллă çав пирĕн пикесем. Çапах та темшĕн кăçал вĕсен йышĕнче Тăхăрьял тăрăхĕпе Чистай районĕн хĕрĕсене кураймарăмăр. Çак районсенче хитре пикесем ӳсмеççĕ-шим? Темиçе çула пĕрре пулакан конкурсра республикăри кашни районăн чăваш пикине курасчĕ те вĕт.
Ытти çулсемпе танлаштарсан, кăçалхи конкурс кăшт кĕскерех те пулчĕ, çавах та пикесем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартма пултарчĕç. Жюри членĕсене «чи-чине» палăртма пĕрре те çăмăл пулмарĕ-тĕр, темĕнччен канашларĕç вĕсем. Çак вăхăтра Нурлат каччи Алеша Алексеев, Аксупа Хусан хĕрĕсем Антонина Артамоновăпа Вера Семенова тата Шупашкарти «Формат» ушкăн тухса тĕрлĕ юрăсем шăрантарчĕç, жюри çаплах зала кĕни курăнмарĕ-ха. Конкурс ертӳçисем Валентина Михайловăпа Владимир Тимофеевăн çак лару-тăруран тухас тесе куракансемпе пĕрле пĕр çаврăм юрлама та тиврĕ. «Хĕрсене шутлар мар-и, жюри членĕсем вĕсене çаклатса тухса тармарĕç-ши?» – шӳтлерĕç вĕсем.
Тинех хумхануллă самант та çитрĕ. Кăпăк пек шурă кĕпесем тăхăннă конкурсанткăсем сцена çине хитре çемĕпе акăш евĕр тухрĕç. Жюри членĕсем ТР ЧНКА председателĕпе К.Яковлевпа «Мисс Татарстан» студин директорĕ С.Чаркина çĕнтерӳçĕсен ячĕсене пурте илтмелле пĕлтерчĕç. Çапла вара: «Йăл кулă» номинацие – Ю.Алексеева (Аксу), «Сапăр пике» – Алина Волкова (Апас), «Маттур пике» – Кристина Симакова (Анат Кама), «Сар пике» – Анжелика Фадеева (Çĕпрел), «Кĕмĕл сасă» – Анжелика Юрина (Çырчалли), «Илемпи» – Дарья Григорьева (Çырчалли), «Салампи» Ксения Александрова (Элкел), «Сувар пики» – Татьяна Батырова (Элмет) çĕнсе илчĕç.
Тĕп номинацисенче: «I вице-мисс» – Ирина Морозкина (Теччĕ), «II вице-мисс» Марина Сапожникова (Нурлат) çĕнтерчĕç. «Чăваш пики – 2011» ята тата республикăри чăваш пикин диадемине Алексеевски районĕнчи Милана Ильдуганова тивĕçрĕ. Çĕнтерӳçĕсене пурне те дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.
Милана Ильдуганова конкурсанткăсен хушшинче чи кĕçĕнниччĕ, апла пулин те мала тухма пултарчĕ. Алексеевски райончи ЧНКЦ ертӳçи Н.Сторожев пĕлтернĕ тăрăх, район администрацийĕ те ентешне пилĕк пин тенкĕ преми пама палăртнă иккен. Çапах та Миланăшăн конкурс кунпа кăна вĕçленмест-ха, унăн çитес вăхăтра, ноябрĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен «Раççей чăваш пики» конкурсра Тутарcтанри чăвашсен ятне хӳтĕлеме тивет. «Эпĕ паян çĕнтерессе шутламан та. Ятăма асăнсан йăнăш илтмерĕм-ши тесе те иккĕлентĕм. «Раççей чăваш пики» конкурсра та тăрăшăп», – терĕ республикăн 2011 çулхи чи хитре те пултаруллă пики савăнăçне пытараймасăр.
Асăнса хăварар, кăçалхи конкурса ТР ЧНКА, Хусан хулин муниципаллă йĕркеленĕвĕ тата «Мисс Татарстан» обществăлла организаци («Мисс Татарстан» студин директорĕ С.Чаркина) пулăшнипе иртрĕ. «Сувар» пикине ятарлă парне паракана А.Н.Саиткина уйрăм тав.
![]() |
![]() |
![]() |
![]() |