Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Следовательсем çинчен поэтсем, писательсем тепĕр чух манаççĕ, сăвăсем те, мемуарсем те çырмаççĕ, кинора та опер кăна пăшал тытса чупать, хăрушă преступника тытса чарать. Тĕрĕссипе, преступление мĕнле уçса парасси, преступника тивĕçлĕ явап тыттарасси следовательтен питĕ нумай килет. Ăна та тивĕçлĕ тимлĕх уйăрмалла», – терĕ ТР Прокурорĕ К.Амиров çак кунсенче «Корстон» суту-илӳпе кану комплексĕнче «ТР правăна сыхлакансен органĕсен чи лайăх следователĕ» конкурс çĕнтерӳçисене саламланă чух. Чăн сăмахăн суйи çук, кинора чăнах та ытларах опера сăнлаççĕ, калăплаççĕ. Çапах та Тутарстанра следовательсене тимлĕх уйăрмаççĕ теме çук, акă ĕнтĕ 1993 çултанпа республикăри следовательсен хушшинче чи пултаруллисене палăртаççĕ.
ТР Прокуратурипе ТР ШĔМĕн Следстви управленийĕ пуçарнипе йĕркеленĕскер, вăл çулран-çул анлăланса пырать, 1995 çултанпа унта ШĔМпе Прокуратура следователĕсемсĕр пуçне дознанин, налук полицийĕн, Федерацин хăрушсăрлăх службин, 2003 çултанпа РФ наркотикла япаласемпе психотроплă веществосене контрольлесе тăракан патшалăх комитечĕн Тутарстанри уйрăмĕн, 2008 çултанпа ТР Прокуратурин Следстви комитечĕн следстви управленийĕн сотрудникĕсем хутшăнаççĕ. Номинацисен йышĕ те ӳсет.
2010 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Тутарстанăн правăна сыхлакан органĕсен 29 следователĕ I, II, III вырăнсене, 29-шĕ «За особый вклад в организацию предварительного расследования», «Лучший следователь по расследованию преступлений, совершенных организованными преступными формированиями», «Лучший следователь по расследованию преступлений экономической направленности» номинацисен лауреачĕсен ятне тивĕçрĕç. Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе хаклă парнесем (пурĕ 750 пин тенкĕлĕх) парса чысларĕç.
«Тутарстанăн мăнаçланмалăх пур, вăл преступленисене уçса парассипе Раççейре малта пыракансенчен пĕри. Çапах та чи пĕлтерĕшли – республикăра пурăнакан 4 миллион çын сирĕн хӳтлĕхе туять», – терĕ ТР Премьерĕ следовательсене ТР Правительствин, Президенчĕн, Патшалăх Канашĕн ятĕнчен саламланă май. Конкурсра «чи-чи» пуласси вара пĕрре те çăмăл мар. Комисси следователĕн кулленхи тăрăшулăхне, çулталăкра пурнăçланă ĕçĕн калăпăшне, унăн кăткăслăхне, тĕпчевĕн пахалăхне, ĕçре наукăпа техника хатĕрĕсемпе усă курнине тата ыттине шута илнĕ. Пĕр сăмахпа, çĕнтерӳçĕсен хушшине ăнсăртран лекнисем çук. Следовательсене çапла хисеп туни вĕсене хăйсен хушшинче пĕр-пĕринпе ăмăртса малалла ĕçлеме хистет çеç мар, профессийĕн сумне, ĕçтешсен хушшинче хисепе те ӳстерет. Конкурса пĕтĕмлетесси вара йĕрке хуралçисен тепĕр уявне çаврăнчĕ.
Следователь ĕçĕ хăрушă та йывăр, çавăнпах пуль арçынсемшĕн кăна шăл çемми пек туйăнать. Анчах апла мар иккен, ку ĕçре хĕрарăмсем те арçынсенчен пĕрре те кая мар тăрăшаççĕ. Акă кăçал конкурсра та I, II, III вырăнсене йышăннисен хушшинче вĕсем сахаллăн марччĕ: ТР ШĔМĕн Следстви управленийĕн аслă следователĕ, юстицин подполковникĕ Г.Меджикова, дознаватель А.Давлетшина аслă лейтенант, Ешĕлварти шалти ĕçсен управленийĕн следователĕ, юстици майорĕ Л.Айташева тата ыттисем те.
«Преступниксен ушкăнĕсем тунă преступление тишкерекен чи лайăх следователь» номинацин ячех, тĕслĕхрен, çурăм тăрăх сивĕ чуптарать, апла пулин те ку номинацире хĕрарăмсем пур иккен. Юстици полковникĕ, ТР ШĔМĕн следстви управленийĕн аслă следователĕ Оксана Евгеньевна Шестоперова çак номинацире çĕнтерекенсенчен пĕри. Вăл преступниксен ушкăнĕсем республикăра çаратнă тĕслĕхсене тишкерет. ТР ШĔМ тытăмĕнче 1993 çултанпа, следстви управленийĕнче вара 1996 çултанпа ĕçлекенскерĕн алли витĕр тухнă уголовнăй ĕçсен шутне тӳрех аса та илеймĕн. Ахальтен мар вăл ку конкурсра иккĕмĕш хут çĕнтерӳçĕ.
Ольга Евгеньевнăпа унăн ĕçтешĕсем пек пултаруллă следовательсем пуррипех ĕнтĕ республика çĕршывра малтисен ретĕнче, ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров каланă тăрăх, Тутарстан экономика преступленийĕсене уçса парассипе Раççейре – 5, коррупцие уçса парассипе чи лайăх 10 регион шутне кĕрет.
 
: 949, Хаçат: 43 (929), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: