Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал чылай чăваш классикĕшĕн юбилей çулталăкĕ пулчĕ. П.Хусанкай, Е.Еллиев çуралнăранпа 100 çул çитнине çулталăк пуçлансанах уявларăмăр. В. Иванов-Паймен кăшт каярах 100 çул «тултарчĕ». Акă августăн 3-мĕшĕнче тата тепĕр пысăк юбилей – Чăваш Республикин гимнĕн сăмахĕсен авторĕ Илья Семенович Тукташ (Семенов) çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.
Илле Тукташ Чăваш АССРĕнчи Элĕк районне кĕрекен Аслă Тукташ ялĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ чухнех вăл комсомол ĕçне хастар хутшăннă, алла аттестат илсен вара ăна районти комсомол организацийĕнче ĕçлеме сĕннĕ. Илья Семенов килĕшнĕ, анчах кунта вăл пит нумаях ĕçлеймен, çамрăка пĕлӳ ӳстерме 1926 çулта Шупашкарти парти шкулне яраççĕ. Çак вăхăтрах вăл тĕрлĕ хайлавсем, сăвăсем çырма пуçлать. Çавăнпа 1928 çулта, парти шкулĕнчен вĕренсе тухсан, «Хатĕр пул» журнал редакцийĕнче яваплă секретарьте ĕçлеме тытăннинчен тĕлĕнмелле те мар пулĕ. Тата икĕ çултан Илле Тукташ Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулса тăрать.
1932 çулта Илья Семенович Самарти геологи институтне вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ хушăрах вырăнти «Колхозник» чăваш хаçатĕнче ĕçлет. Анчах вĕренĕве вĕçлеме тӳр килмен ăна, 1933 çулта Самартан Шупашкара таврăнса каллех Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче вăй хурать. 1935-1942 çулсенче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайиччен, Илья Семенович Шупашкарти наукăпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕ пулса тăрăшать.
Литература лаççине Илле Тукташ 1926-1927 çулсенче пырса кĕнĕ чух çирĕмсенче кăна пулнă, апла пулин те çамрăк çыравçăн пĕрремĕш сăвви-калавĕсемех вулакана тыткăнланă. 1930 çулта Н.Янкаспа, Уйăп Мишшипе пĕрле Илле Тукташ сăвăсен пуххине пичетлесе кăларнă. Вулакан çакăнтанах асăрханă пултаруллă çамрăк çыравçа, кайран, кашни çĕнĕ произведени пичетленмессерен Тукташ чапĕ ӳссех пынă халăхра.
Илле Тукташ питĕ хавхалануллă, нумай енлĕ пултаруллă çын пулнă. Сăвăсемпе пĕрлех вăл поэмăсем, юрăсем çырнă. Прозăран та ютшăнман писатель, повеçсем, калавсем, юмахсемпе легендăсем пайтах хайланă. Çаплах драматургире те йĕр хăварнă.
Илле Тукташ 1931 çулта çырнă «Вăкăр çырми» повеçе вулакан питĕ ăшшăн йышăннă, часах вăл чăваш классики шутне кĕнĕ. Тĕнче, вырăс писателĕсен произведенийĕсемпе паллашма, чăвашла вуласа киленме май панă халăха Илле Тукташ. Вăл В.Шекспир, М.Горький, М.Шолохов тата ытти поэт-писателĕн сăвви-калавне, пьесисене чăвашла куçарнă.
Çур ĕмĕр те пурăнма ĕлкĕреймен поэт, писатель, куçаруçă, драматург вăрçă хăварнă суранĕсене тӳсеймен, 1953 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
И.Тукташăн пичетленсе тухнă кĕнекисем: «Сăвăсем» (1930), «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» (1932), «Çамрăк колхозниксем» (1932), «Вăкăр çырми» (1933), «Чечек çыххи»(1939), «Кĕске калавсем» (1941), «Павел Лаптев» (1944), «Хура кушак» (1944), «Иван Поляков» (1945), «Хĕвел» (1947), «Телей чечекĕ» (1953), «Çĕр хуçисем» (1954), «Сăвăсемпе юрăсем» (1958), «Манăн автан» (1958).
ГИМН
Кĕвви Герман Лебедевăн
Сăвви Илле Тукташăн
Çурхи тĕнче вăраннă чух:
Хаваслă кун шăраннă чух,
Чун савăнать: чĕре сикет,
Çĕршывăм çинчен юрлас килет.
Хушса юрламалли:
Тăван çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Асран кайми
Юратнă çĕршыв.
Тăван çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Мухтав сана,
Çуралнă çĕршыв!
Яшсем-хĕрсем вылянă чух,
Атте-анне ăс панă чух,
Чун савăнать: чĕре сикет,
Татах та нумай пурнас килет.
Хушса юрламалли.
Тăвансемпе пĕрлешнĕ чух,
Чăваш тĕнчи çĕкленнĕ чух,
Чун савăнать: чĕре сикет,
Татах та хастар пулас килет.
Хушса юрламалли.
 
: 1497, Хаçат: 38 (716), Категори: Литература каçалăкĕ

Комментарисем:

CăvashlaProtukzĭ100%Nattural (2007-10-10 17:09:36):
Kun Shekspir hajlav kuşarăvĕsem şincen tĕplĕnreh pĕltersen avanccĕ.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: