Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Турă панă талант, чун туртни çук-тăк тухтăр пулаймăн. Ун çинчен мĕн ачаран ĕмĕтленеççĕ, нумай вĕренеççĕ. Çĕпрел районĕнчи Хăймалу ялĕн пикин Инга Мадюковăн та акă чи пысăк ĕмĕчĕ – лайăх тухтăр пуласси. «Медицинăсăр пуçне урăх нимĕнле професси çинчен те шутламан эпĕ, вăл – ачалăхри ĕмĕт, чун туртни», – тет вăл кун пирки. Инга хальхи вăхăтра Ульяновскри патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 4-мĕш курс студентки. Тухтăр профессийĕн яваплăхне çын сăмахĕ тăрăх мар пĕлет. Чăн та, унăн тĕслĕхе илмелли çыннисем те мĕн ачаранпах пулнă-ха, тăван куккăшĕпе инкĕшĕ Владимир Витальевичпа Светлана Ивановна Тяхинсем Çĕпрел районĕнчи тĕп больницăра нумай çул ĕнтĕ тухтăр пулса тăрăшаççĕ. Çавах та: «Чăн-чăн тухтăр вăл – медицинăна тарăн вĕренсе профессие алла илекен çеç мар, çынсен умĕнче хăйĕн тивĕçне лайăх туякан та», – тет пулас тухтăр. Çак професси чăн та, специалистран пуринчен ытла яваплăх ыйтать-тĕр. Яваплăх, тӳсĕмлĕх пек енсем вара унăн студент чухнех çирĕпленеççĕ. Инга та акă медицина факультетĕнче вĕренме тытăннăранпа хăйне вăйлăрах, яваплăрах, тӳсĕмлĕрех туйма пуçланине пытармасть. «Вĕренмелли çав тери нумай, йывăр пулин те медицинăра мана пурте килĕшет, йăлтах интереслентерет», – тет вăл час-часах.
Паллă ĕнтĕ, операцире пулман медик-студент çук. Ингăн та операци вăхăтĕнче пĕрре мар пулма тивнĕ. «Çак самантсене пĕр сăмахпа каласа та пама çук, çав вăхăтра хăвăрт пуçтарăнатăн та хăвна çав тери тимлĕ тытатăн», – аса илет вăл.
Медицина факультечĕн студенчĕсен пушă вăхăт çук тесен те юрать, çапах та çамрăклăх тулли вăйпа тапнă чух кĕнеке кăна тытса ларать-и-ха çамрăк çын? Инга та пушă вăхăт пулсанах чупма тухать, бассейна çӳрет. Иккĕмĕш курсрах автошкулта вĕренсе водитель правине те илнĕ вăл, кунсăр пуçне тата наука кружокĕсене те çӳрет.
Шанчăклă юлташсем те, чипер пикене куç хывакан каччăсем те сахал мар, çапах та Инга хальлĕхе çемье çавăрма шутламасть-ха, малтан вĕренсе тухса алла диплом илме ĕмĕтленет, кайран вара ăнланакан, юратакан çын тупăнсан, пурнăç çулĕпе юнашар утма та хирĕç мар.
Халĕ вара лайăх специалист пулса хăйĕн çывăх та юратнă тăванĕсен шанчăкне тӳрре кăларма ăнтăлать.
 
: 1205, Хаçат: 43 (929), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: