Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Лайăшри ял хуçалăх техникумĕ тесен, ăна пĕлмен çук та пуль. Унта хăй вĕренмен пулсан та е тăванĕ, е кӳршĕ-арши, е ял çынни ятарлă пĕлӳ илсе специальноçпа усă курса пурăнать.
Кăштах вĕрентӳ учрежденийĕн историне аса илер-ха. Ялсемпе районсенче планпа учет ĕçĕсене туса пыракан специалистсем çитменнине кура 1960 çулта Хусанти ял хуçалăх институчĕ çумĕнче икĕ хутлă çуртра пĕр çул вĕренмелли ял хуçалăх шкулĕ уçаççĕ. Кунта 8 тата 10 класс пĕтернĕ çамрăксем вĕренме пуçлаççĕ. Пĕрремĕш çул 30 çын вĕренме кĕнĕ пулсан, 1961 çулта çĕре яхăн вĕренекен пĕлӳ илме кăмăл тăвать. Пĕтĕм республикăран çамрăксем туртăнаççĕ унта. Çын нумай пулнипе, тĕрĕссипе, вĕренӳ пӳлĕмĕсем çитменнипе агрономи, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен ĕç, механизаци, нормировани занятийĕсем кӳршĕри институтра иртнĕ. Çав çулах шкултан техникум туса хураççĕ.
1962 çулта хуласенчи мĕнпур ял хуçалăх шкулĕсене ялсене куçарма шутланă. Çапла асăннă пĕлӳ паракан заведени Лайăш поселокне куçать. Ятарласа çĕнĕ çурт пулманнипе техникум икĕ хутлă КПСС РК çуртне вырнаçать. Çăмăл пулман, паллах, унти пӳлĕмсенче вĕренмешкĕн. Вĕсене пăсса çĕнĕрен, пысăкрах пӳлĕмсем тума тӳр килнĕ.
1964-1965 вĕренӳ çулĕсенче техникумра бухгалтер специальноçĕпе вĕрентме пуçлаççĕ. Вара бухгалтер пулас текенсем кунта пĕтĕм тавраран пуçтарăннă. Çын нумай пулнине кура куçăн мар майпа та пĕлӳ пама пуçлаççĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх кăна, çак техникумра вĕренсе бухгалтер специальноçĕн дипломне илсе темиçе çын ĕçлет.
1967 çулта РСФСР Ял хуçалăх министерствин приказĕпе Хусанти ял хуçалăх техникумне Лайăшри ял хуçалăх техникумĕ ят параççĕ. Çапла çулран-çул техникум темиçе тĕрлĕ специальноçпа яш-кĕрĕме вĕрентсе кăларать. Пурăна киле юристсем те, экономистсем те, менеджерсем те тухаççĕ кунтан. Урăхла каласан, çак техникумра вĕренсе диплом илнĕ çынсене хаваспах ĕçе илеççĕ. Мĕншĕн тесен кунта питĕ ăслă та пултаруллă преподавательсем вĕрентеççĕ.
Техникум уçăлнăранпа паянхи кунччен кунта тăватă хуçа пулнă. Чи нумай çул директор пулса ĕçлекенни вара пирĕн ентеш – Алексей Алексеевич Харитонов. Тăпри çăмăл пултăр. Вăл 22 çул техникума тытса тăчĕ. Тытса тăнипе кăна мар, мĕнпур енчен лайăхлатса, аталантарса пычĕ. Лайăш районĕнче вăл чи хисеплисен шутĕнчеччĕ. Унта кăна та мар, республикипе паллăччĕ.
Алексей Алексеевич кăмăллă çын пулнине кура та республикăри мĕнпур районти чăвашсем кунта вĕреннĕ темелле. Таймапуç ăна уншăн.
Техникумра вĕренсе кирлĕ специальность илес текенсем паян кун та сахал мар, сăмахран, Элкел районĕнчи Анат Качаел ялĕнче çуралса ӳснĕ Татьяна Тутерова кунта çынсен правине хӳтĕлемешкĕн вĕренет. Татьяна юридически факультетĕнче II курсра пĕлӳ пухать. Килĕшет ăна кунта вĕренме. Килĕшмесĕр, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, хам та унта вĕреннĕскер, техникумра хăвна килти пек туятăн. Преподавательсем ырă кăмăллă. Кирек мĕнле ыйтупа пырсан та сана пулăшма тăрăшаççĕ. Вырăнĕ тата! Кама юхан шывĕ хĕрринче мăнаçланса ларать ятарлă пĕлӳ паракан шкул. Общежити те, таçта çити çӳремелле мар, техникум çумĕнчех. Урăхла каласан, вĕрен те вĕрен – лайăх пĕлӳ илен.
 
: 1030, Хаçат: 43 (929), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: