Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РЕКТОР УЛШĂНАТЬ
РФ вĕрентӳпе наука министрĕн А.Фурсенкон приказĕпе Хусанти А.Н.Туполев ячĕллĕ Наци тĕпчев техника университечĕн (КАИ) ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама аслă шкулăн инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен проректорне Николай Абрукова çирĕплетнĕ. Халиччен вуза ертсе пынă Юрий Гортышов октябрĕн 17-мĕшĕнче 65 çул тултарнă, çавăнпа унăн ректорта ĕçлес вăхăчĕ иртнĕ.
Министрăн приказĕнче палăртнă тăрăх, Николай Ремович ректор тивĕçĕсене аслă шкулăн пуçлăхне çирĕплетнĕ йĕркепе суйличчен пурнăçлĕ.
Пĕлме: Николай Абруков Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчелĕнче çуралса ӳснĕ. 1995 çулта Хусанти авиаци институтĕнчен «радиоэлектронлă системăсем» специальноçпе вĕренсе тухнă. 2006 çулччен «КАМАЗ» УАОн Хусанти представительствине ертсе пынă. Çавăн пекех Николай Ремович Хусанти чăвашсен П.Хусанкай ячĕллĕ ЧОКЦĕн председателĕ те.
ВОЛОНТЕР ПУЛАС КИЛЕТ-И?
2013 çулта Хусанта иртекен Универсиадăра волонтер пулса ĕçлеме кандидатсем йышăнас кампани уçăлни çинчен ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков сентябрĕн 20-мĕшĕнче Халăхсен хушшинчи çамрăк волонтерсен «Volunteers’ Academy» лагерьне уçнă чух каланăччĕ. Паянхи кун тĕлне 2013 çулхи Вăйăсене ирттерме пулăшас текенсен йышĕ 2500 çынран иртнĕ ĕнтĕ. «Кандидатсенчен ытларахăшĕ Тутарстанри шкул ачисемпе студентсем. Çавăн пекех Казахстан, Кыргызстан, Турци, Китай, Азербайджан, Узбекистан, Польша, Таджикистан, Латви, Эстони, Украина тата Финлянди çамрăкĕсенчен те заявкăсем йышăнтăмăр ĕнтĕ», – каласа парать «Казань 2013» ĕç тăвакан дирекцийĕ» организацин волонтерсемпе ĕçлекен департаменчĕн директорĕ Л.Бариева.
Волонтер пулас текенсен Makeureal.kazan2013 .com сайт çине кĕмелле. Заявкăсене унта 2013 çулхи апрель вĕçĕчченех йышăнаççĕ. Кандидатсен мĕнлерех пулмалла-ха? Чи малтанах 2013 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 17-мĕшĕччен Универсиадăна ирттерме пулăшмашкăн хатĕр пулмалла, ют чĕлхепе калаçма пĕлмелле, чăтăмлă, вашават пулмалла, тĕрлĕ культурăсен представителĕсемпе ĕçлеме пултармалла.
2012 çулхи февральте пирвайхи кандидатсем калаçу урлă иртеççĕ, унтан вĕсене инçет мелпе пĕлӳ параççĕ. Универсиадăччен çур çул юлсан çамрăксене тĕплĕн вĕрентме пуçлаççĕ.
АЧА-ПĂЧА УНИВЕРСИТЕЧĔ
Октябрĕн 30-мĕшĕнче Хусанти федераллă университетра пысăк малашлăхлă проект хута каять – Федерацин Атăлçи округĕнчи Ача-пăча университечĕ уçăлать. Унăн Раççейри авторĕ – ХФУри Истори институчĕн профессорĕ Валерий Летяев, проекта та вăлах ертсе пырать. Енчен те эсир ачăрăн «ачасем ăçтан тупăнаççĕ», «çăлтăрсем тӳперен мĕншĕн ӳкеççĕ», «шăнкăрчсем çуркунне мĕнле майпа хăйсен йăвисене тупаççĕ», «мĕн вăл чун», «асаннен мĕншĕн чĕри ылтăн» тата ытти ыйтăвĕсем çине тӳрех хурав параймастăр-тăк, сирĕн «мĕншĕн» теме юратакан пĕчĕк шăпăрлана Ача-пăча университетне илсе каймалла.
Проекта 8-12 çулти ачасем валли йĕркеленĕ. Лекцисем ашшĕ-амăшĕ кирлĕ пек ăнлантарса парайман, шкулта вăхăт çитменнипе каласа кăтартайман темăсемпе иртеççĕ. Çак проект ачасене обществăпа хутшăнма, тĕрлĕ ыйтусене хăй тĕллĕн татса пама вĕрентет. Çур сехете тăсăлакан тӳлевсĕр лекцисене профессорсем, Тутарстанри паллă çынсем канмалли кунсенче тата каникул вăхăтĕнче вулаççĕ.
 
: 918, Хаçат: 43 (929), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: