Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал тĕлĕнмелле нумай кăмпаллă кĕркунне пулчĕ. Пасар тулли кăмпа сутакан, çулсем хĕрринче машина ларса тухнă, хуçисем посадка тата вăрман ăшне «чăмнă», килĕрен тенĕ пек сĕтел çинче кăмпапа хатĕрленĕ апат-çимĕç.
Уйрăмах çынсем уплюнкка пуçтарса хатĕрлеççĕ. Çак кăмпа çинчен калас пулсан, вăл кăçал пахчара та, картишĕнче те ӳсет. Инçете кайма кирлĕ мар, тухнă-татнă.
Çаплах сысна кăмпи те питĕ нумай пуçтараççĕ çынсем. Ăна кăмпаçăсем каланă тăрăх, çулса илме пулать.
Масла кăмпи (масленок) пуçтаракансем те питĕ кăмăллă. Кăçал вĕсене те çуркуннеччен çимелĕх хатĕрлеме пулать.
Тĕрĕссипе каласан, кăçал тĕрлĕ тĕслĕ кăмпа пуçтарма пулать. Ӳркенмелле мар кăна. Анчах та асăрхануллă пулмалли çинчен те ан манăр. Çимелли кăмпасем хушшинче наркăмăшлисем те сахал мар.
Сăмахран, Ульяновск облаçĕнче пĕр çемьере тăватă çула çитекен ача вилсе кайнă. Вунă çулти аппăшĕ те реанимацие лекнĕ. Ачасемпе пĕрле çаплах икĕ хĕрарăм наркăмăшланнă. Вĕсем те больницăна лекнĕ. Роспотребнадзорта ăнлантарнă тăрăх, вĕсем пысăк симĕс кăмпа пуçтарса ăшаласа çинĕ пулнă.
Нумай чух çынсем çимелли кăмпасемпех наркăмăшланаççĕ. Сăмахран, кăрăç, рядовка, çемçе кăмпа (волуй), хурăн кăмпи апат хуранне тата пыршăсене сиен кӳреççĕ. Вĕсене вăрахччен шывра тытмалла, икĕ хут вĕретсе тăкмалла, унтан ултă эрнене тăварласа хумалла. Вара тин çиме юрăхлă.
Çаплах кăмпасене машинăсем çӳрекен çулсем хĕрринче, промышленность предприятийĕсем тата хими комбиначĕсем çумĕнче пуçтарма юрамасть. Унта ӳсекеннисем ртуть, тăхлан, кадмий тата ытти йывăр металсем пуçтарса сывлăха сиен кӳрекен пулаççĕ.
Енчен те кăмпа çисе хăвăра япăх туйрăр пулсан, тимлĕх уйăрмасăр ан хăварăр. Чи малтанах марганцовка растворĕпе апат хуранне чӳхесе тасатмалла. Урăхла каласан, тăрă шыв тухиччен хăсмалла. Унтан кăмрăк (активированный уголь) ĕçмелле.
Тата çакна пĕлмелле, ачасене сакăр çула çитмесĕр кăмпа çитерме юрамасть. Çаплах йывăр çын тата ача ĕмĕртекен хĕрарăмсен те çак апатран пăрăнма тăрăшмалла.
 
: 1021, Хаçат: 42 (928)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: