Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шăнса пăсăлсан, гриппа чирлесен сипленесси пирки çӳрекен халапсемпе паллашар-ха.
Хăмла çырлинчен, вырăнпа выртнинчен усă мар, сиен пулĕ.
1. Ӳт-пӳ температури пысăк чух утиял ăшне кĕрсе выртса тарламалла.
Анатолий Смирнитский отоларинголог ăнлантарнă тăрăх, ăшă утиял ăшне кĕрсе выртса эпир пысăк температурăна çӳлте юлма пулăшатпăр. Организмăн терморегуляцине ĕçлеме памастпăр. Çакна пула чĕрен вăйлăрах ĕçлеме тивет, юн тымарсене те çăмăл килмест. Юн пусăмĕ ӳсес хăрушлăх пур.
Çитменнине çапла майпа температурăна антарма çук та. Сивĕрех шывпа (апатра усă куракан уксус хушсан та аван) йĕпетнĕ алшăллипе ӳт-пĕве сăтăрни лайăхрах пулăшать.
2. Чирлесе шыçнă органа ăшăра тытмалла.
Халăх меслечĕпе ыратакан вырăна тăвар хĕртсе тутăрпа тытмалла, çăмарта пĕçерсе вĕри чух тытмалла теççĕ. Тĕрĕссипе каласан çак меслетсем сиен кӳме пултараççĕ. Вăйлă вĕри вăхăтлăха чăнах та ыратнине ирттерĕ, анчах кайран шыççа çивĕчлетĕ, пӳрленсе тăракан шыçă вара лару-тăрăва тата кăткăслатма пултарать.
Çивĕч гайморит е фронтит аталаннă чух сăмса хăвăлĕ пӳрпе тулать. Çакăн пек шыççа вĕри япалапа тытни пуç мимине те сиен кӳме пултарать.
Фолликулярлă ангина чух та шыçăннă карланкă парĕсемшĕн вĕри япала сиенлĕ. Ун вырăнытларах ĕçмелле, пыра тăтăшрах чӳхемелле.
Артрит çивĕчленнĕ вăхăтра сыпăсене вĕри япалапа тытни те усăллă мар. Ӳте ăшăтни капиллярсене сарать, тепĕр майлă каласан – ыратакан вырăна юн пырать. Çакна пула шыçă ӳсет, ыратни иртмест.
3. Вырăнпа выртни.
Сунаслакан, ӳсĕрекен çынна вырăн çине «пăталама» кирлĕ мар. Чылай вăхăт выртсан ӳпке начар ĕçлеме пуçлать. Инфекци пыртан ӳпкенелле çул тытнине шута илсен вара ӳпке шыçас хăрушлăх пысăкки куçкĕрет. Тухтăрсем «застойная пневмония» диагноз та лартаççĕ. Вырăнпа чылай вăхăт выртакансене, тĕслĕхрен, операци хыççăн, лартма тивет вĕсен çак диагноза.
Чирлĕ пулсан та пӳртре уткаласа çӳреме юрать, витĕр вĕрекен çилрен кăна сыхланмалла.
4. Гриппа чирлекене тăрăшсах çитермелле.
Кунта мĕнле апат пулни пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен белокпа, çупа пуян апата ирĕлтерме организмăн нумай вăй каять, унăн вара чирпе кĕрешмелле.
Çавăнпа çын чирленĕ вăхăтра ăна хăвăрт ирĕлекен çăмăл апат çитермелле: улма-çырла, уйрăмах цитруссем, пахча çимĕç, соксем, витаминлă морссем, пĕçернĕ пулă.
Ан манăр, грипп вирусĕ сĕлтĕ (щелочь) юратмасть. Апла чирлĕ çыннăн минераллă шыв нумай ĕçмелле, çитменнине вăл пĕвертен эмелсене кăларма пулăшать, тĕслĕхрен, парацетамола.
5. Хăмла çырлипе чей ĕçсен йăлт иртет.
Хăмла çырлинче чăнах та салицил йӳçекĕ нумай. Çавăнпа хăмла çырли варенийĕ те, чейĕ те температурăна антарма пулăшать, тарлаттарать. Çав вăхăтрах чĕрепе аптракансене хăмла çырли юрамасть: чĕре сикме пуçлать, пӳресене те тĕрĕс ĕçлеттермест. Кунсăр пуçне антикоагулянт (юна шĕветекен препаратсем: аспирин, варфарин, тромбо-асс тата ыттисем) ĕçекенсене те хăмла çырли юрамасть. Вĕсем хăйсене япăх туйĕç, пуç çаврăннипе аптрĕç, сăмсаран юн кайĕ. Çавăнпа шăнса пăсăлсан харăсах хăмла çырлипе те, аспиринпа та сипленмелле мар.
 
: 1451, Хаçат: 42 (928), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: