Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Кăçалхи кĕрхи призыв вăхăтĕнче аспирантсене хĕсмете илсе каймаççĕ, – терĕ ТР çар комиссарĕ Сергей Погодин октябрĕн 18-мĕшĕнче Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра. – Çак категориллĕ призывниксене 2012 çулхи çурхи призыв вăхăтне хăварнă.
Ача пуррисене тата ашшĕ-амăшĕ ватă пулнисене килĕсенчен инçе ямалла мар тесе йышăннă. Çаплах вĕсем кӳршĕ республикăран аякра мар хĕсметре тăма пултараççĕ.
Çĕнĕлĕх
Кĕрхи призывпа салтака каякансем «ВТБ-24» банкĕн пластик карточкипе çула тухĕç. Çар комиссарĕ Сергей Погодин каланă тăрăх, малашне салтаксене памалли укçана çав карточка çине хурса пырĕç.
Уйăхне рядовой – 400 тенкĕ, сержант – 500 тенкĕ илме тивĕç. Рекрутсене паянах шутлама тытăннă ĕнтĕ, мĕншĕн тесен пластик карточкине тумашкăн 5-10 кун кирлĕ.
Карточкăпа усă курмашкăн малтан кашни çынпа килĕшӳ тумалла. Ăна пуçтарăну пунктĕнче алă пустарса парĕç. Çакăн йышши çĕнĕлĕхпе пирĕн республика каччисем кăна мар, пĕтĕм Раççей салтакĕсем тĕл пулĕç. Ку РФ Оборона министерстви шутласа кăларнипе пурнăçа кĕрсе пырать.
Салтака кайичченех – сержант
Призывниксене сержантсем тата танксене çӳретекен механик-водитель пулмашкăн салтака кайичченех хатĕрлеме пуçлĕç. Ăна Хусанти аслă çар команда училищинче (малтанхи танк училищи) вĕрентме шутлаççĕ.
ТР çар комиссарĕ Сергей Погодин сăмахĕпе, каччăсем виçĕ уйăх вĕренеççĕ те звани илнĕ хыççăн Тĕп çар округĕнче хĕсметре тăраççĕ.
– Хальлĕхе училищĕре 150 Тутарстан каччин сержант е танк водителĕ пулма май пур. Анчах унта пурте вĕренме пултараймаççĕ, аслă шкул е ятарлă шкул пĕтернисен çеç ирĕк пур, – терĕ комиссар.
 
: 859, Хаçат: 42 (928), Категори: Призыв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: