Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Халăхсен ассамблейин канашĕ тухса çӳрекен ларусем ирттеркелет. Çак кунсенче лару Теччĕ районĕнче пулчĕ.
Теччĕ районĕнче пурĕ 27 наци çынни пурăнать. Çавăнпа та кунта халăхсен культурин историлле тăваткалĕ теме пулать.
Çак районта темиçе тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине курма тата тĕслĕх илме килсе çитнĕ те Ассамблея канашĕн членĕсем. Çаплах Теччĕ çĕрĕ çине республикăн 60 наципе культура автономи ертӳçисемпе республикăри темиçе район представителĕсем те килсе курас тенĕ.
Тĕрлĕ халăхсемпе çыхăннă культура программине ТР Патшалăх Канашĕн председателĕ, Ассамблея Канашĕн председателĕ Фарид Мухаметшин та хаваспах хутшăнчĕ.
– Вырăнти шкулсенче хăйсен тăван чĕлхине тата йăли-йĕркине хисеплени кунта питĕ лайăх курăнать. Ачасем темиçе чĕлхепе калаçаççĕ – чăвашла, вырăсла, тутарла, мордвалла, çитменнине тата акăлчанла та вĕренеççĕ. Тĕлĕнмелле! Çакăн пек пуянлăха пирĕн пĕтме памалла мар, тытса тăма, аталанма пулăшса пымалла, – терĕ Фарид Мухаметшин журналистсене районти шкулсем тăрăх пăхса çӳренĕ хыççăн.
Малалла Теччĕри педагогика колледжĕнче фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕсене кăтартса презентаци ирттерчĕç. Унччен кăшт маларах хăнасем темиçе историпе çыхăннă объектсене пăхса тухрĕç. Урамрах азербайджан, эрмен, чăваш, тутар, вырăс, мордва, украин апат-çимĕçĕсене тутанса пăхрĕç.
– Çакăн пек тухса çӳрекен ларусене эпир çулталăкне пĕрре те пулсан ирттерме тăрăшатпăр. Иртнĕ çулсенче эпир Елабуга тата Элмет районĕн çĕрĕсем çинче пурăнакан çынсемпе тĕлпулусем ирттертĕмĕр. Çакăн пек курса тата паллашса çӳренин тĕп тĕллевĕ, паллах, халăх хушшинчи лару-тăру, – терĕ Ассамблея председателĕ.
Паллах, кирек мĕнле мероприяти ирттерес пулсан та, чи малтан финанс ыйтăвĕ сиксе тухать. Халăхсем хушшинчи туслăха вара укçа парса илеймĕн. Апла пулсан та ларăва пуçтарăннисем малашне пархатарлă ĕçсем тумашкăн район бюджетĕнчен нумай пулмасан та укçа уйăрмалли пирки калаçрĕç. Çакăнпа пурте тенĕ пек килĕшрĕç.
Ларăва çаплах ТР Президенчĕн Шалти политика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управлени начальникĕ Александр Терентьев, ТР Муниципаллă йĕркеленӳсен Канашĕн председателĕ Минсагит Шакиров та хутшăнчĕç.
 
: 828, Хаçат: 42 (928)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: