Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăмăрта тĕрлĕ çурт-йĕр туянмалли программăсем ĕçлеме пуçланăранпа пит пысăк укçа ĕçлесе илейменнисем хаш сывларĕç темелле. Кам çамрăк çемьесен программипе, кам социаллă ипотекăпа, кам ялсенче АПК программипе çурт-йĕрлĕ пулать. Кирлĕ документсене пухса черете тăнă хыççăн виçĕ çул хушшинче кĕтнĕ хваттер уççи алла лекмеллех тени тата та хавхалантарать çынсене. Тĕпрен илсен, республика пуçлăхĕсем çапла хушни пурнăçланса пырать темелле. Виçĕ çул иртиччен черете тăнисем конкурсра хăйсем суйланă хваттерсенчен пĕрне выляса илеççех. Çурта туса пĕтерсе хута янă-и, çук-и – ку вара урăх ыйту. Камăн телейĕ еплерех пуль… Тĕслĕхрен, хăш-пĕр çемьесене конкурсра «хваттерлĕ пулнă» хыççăн хваттере чăннипех пурăнма куçиччен çулталăк ытла кĕтме тивнĕ. Çапах та «кĕтме пĕлекенсем телейлĕ» тенешкел, ĕç-пуç кашнинчех ырăпа вĕçленни кĕтекенсене лăплантарать.
Кĕркунне тухăç енчен пуян пулни такамшăн та паллă, Патшалăх çурт-йĕр фончĕн программисемпе тăвакан çуртсенчи хваттерсене кĕтекенсене те çак тапхăр кашни çулах савăнăç кӳрет. Ак кăçал та çулталăк вĕçлениччен Хусанти Глушко, Кызыл Армейская, Бакалейная, Актайская, Чистопольская, Хади Такташ урамĕсенче хăпартнă 8 çурта хута ямалла. Юнкун Хусан мэрĕ Ильсур Метшин Хади Такташ урамĕнче вырнаçнă икĕ çуртра пулса курчĕ. Вĕсенче иккĕшĕнче те ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех, кĕçех çĕнĕ хваттерсен хуçисем тахçантанпа кĕтнĕ уçăсене алла илĕç.
Зоопарка хирĕç уйăрнă территорире социаллă ипотека программипе 5 çурт лартаççĕ. Иккĕшĕ, каларăмăр ĕнтĕ, хатĕрпе пĕрех. Ильсур Раисович строительсен ĕçне пысăк хак пачĕ, çавăнтах пĕр сĕнӳ те пулчĕ унăн: малашне çуртсен проекчĕсене хатĕрленĕ чухне балкон алăкне çывăрмалли пӳлĕмрен мар, кухньăран тусан аван пулĕччĕ – кил хуçи арăмĕсене те меллĕрех вĕт ун пек.
Социаллă ипотека программипе кăçал Хусанта 248 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Паянхи кун тĕлне 168 пинне, урăхла каласан 2844 хваттере, хута янă. Çĕнĕ çулччен тата 1472 çемье 8 çуртра хăйсен хваттерĕсен уççисене илмелле.
 

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: