Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУРИ УСЛОН районĕ хăйĕн 80 çулхи юбилейне халалласа çак кунсенче район спартакиадине ирттерчĕ. 19 ял хутлăхĕн команди (16 çултан аслăраххисем) пĕр-пĕринпе мини-футбол, шахмат, волейбол выляса ăмăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа кун пек ăмăртусем районта темиçе те иртнĕ ĕнтĕ. Район спортсменĕсем шывра ишсе, сĕтел çи теннисĕ выляса, дартс, çăмăл атлетикăра тата баскетбол выляса пĕр-пĕринпе ăмăртнă. Çакăн пек мероприятисем ирттернин тĕп тĕллевĕ – халăха анлăн спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтарса сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, спорта аслисемпе çамрăксем хушшинче анлă сарасси.
АПАС районĕ çулланнисене пурне те тимлĕх уйăрма тăрăшать, çав шутра хальхи вăхăтра Пăва, Теччĕ, Кайпăç, Тури Услон районĕсенчи ваттисен çурчĕсенче пурăнакан 14 карчăкпа старике те. Район предствителĕсем ваттисен çурчĕсенчи ентешĕсем патне кучченеçсемпе, парнесемпе кайса Ваттисен кунĕпе ăшшăн саламланă.
ПАВЛĂ районĕнчи Шамаево ялĕнче тăрнасем кĕтмен хăнасем мар, çак вĕçен кайăксем çуркунне таврăннине, кĕркунне кăнтăра вĕçсе кайнине яланах сăнаççĕ вĕсем. Анчах тăрнана кăçал тӳпере вĕçнине кăна мар, Алеша Егоров тăрăшнипе тытса курма та май пур вĕсен. Арçын ача çак кунсенче тăрна чĕппине вилĕмрен çăлнă. Выльăх-чĕрлĕх ферми çывăхĕнче тӳпере виçĕ вĕçен кайăк çапăçнине курсан вăл чарăнсах сăнама тытăннă. Тăрнасем çине хурчка тапăннă иккен, виçĕ тăрнаран пĕчĕкреххине амантса çĕре ӳкернĕ. Вĕçен кайăка вĕлерме паман арçын ача, хурчкана хăваласа янă. Çуначĕ аманнă тăрнана Алеша тетĕшĕсем пулăшнипе килне илсе килнĕ. Çĕнĕ хуçасене вăл майпен хăнăхма та пуçланă ĕнтĕ, анчах арçын ачана вĕçен кайăка мĕнле хĕл каçарасси, чирлесен мĕнле сиплесси хумхантарать. Çавăнпа хăйĕн тусне вăл пĕр-пĕр зоопарка вырнаçтарма пулăшакан çын тупăнасса шанать.
ПĂВАРИ патшалăх драма театрĕ октябрĕн 14-мĕшĕнче хăйĕн юбилейлă сезонне пуçларĕ. Театр район халăхне акă ĕнтĕ 10 çул тĕрлĕ спектакльпе савăнтарать. Юбилейлă сезонра та куракана сахал мар интереслĕ постановкăсем кĕтеççĕ тесе шантараççĕ кунта ĕçлекенсем.
ÇАРĂМСАН районĕнче хальхи вăхăтра ача садне вырнаçма 62 пепке (50-шĕ Çарăмсан ялĕнче, 12-шĕ Кивĕ Йĕлмелĕнче) черетре тăрать. Çавна кура район центрĕнче çĕнĕ ача сачĕ лартмалла. Кивĕ Йĕлмелĕнче вара тепĕр ушкăн çеç уçмалла, анчах ача сачĕ шкул çуртĕнче вырнаçнăран ун валли пушă пӳлĕм çук-мĕн. Хальхи вăхăтра Çарăмсан районĕнче ача садне пурĕ 822 ача çӳрет.
ХУСАН хулинче чукун çул урлă каçнă чух суранланакансем ан пулччăр тесе «Предупреждение травматизма граждан на объектах инфраструктуры ОАО «РЖД» инвестици программипе килĕшӳллĕн, çитес çулсенче чукун çулсем çийĕн çуран каçмалли сасă тата çутă сигнализацийĕллĕ ултă кĕпер тума хатĕрленеççĕ. Сăмах май, 2011 çул пуçланнăранпа Горький чукун çулĕн Хусан регионĕнчи инфраструктуринче 78 çын вилнĕ.
 
: 954, Хаçат: 42 (928), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: