Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юнкун Тутарстанра «Нефис-Биопродукт» комбинат уçăлчĕ.
Çĕнĕ предприяти чи прогрессивлă технологисемпе ĕçлĕ. Анчах паянхи кун Тутарстанра çакăнпа кăна никамах та тĕлĕнтереймĕн: кашни производственник тенĕ пек çĕнĕ технологисемпе усă курать. Комбинат «хиртен сентре çине» принциппа ĕçлет. Çакăн пек уникаллă производство хута ярасси пирки Тутарстанра тахçанах шухăш çӳренĕ, анчах инвестор – «Нэфис» компанисен ушкăнĕ – тупăниччен идейăна пурнăçа кĕртеймен. ТР Президенчĕ Рустам Минниханов комбината чаплă лару-тăрура уçнă чух çакна палăртса хăварчĕ.
«Нефис-Биопродукт» УАО – «Вăрă çуне тĕпрен тирпейлеме тăвакан производство комплексĕ» инвестици проектне пурнăçлама ятарласа тунă компани.
Комплекс ĕçĕ темиçе пайран тăрать: харăсах 135 пин тонна рапс вăрлăхне йышăнса упракан элеваторсем; ял хуçалăх продукцине тирпейлекен çу экстракцийĕн завочĕ (çулталăкра 400 пин тонна вăрлăх çуне кăларать); çулталăкра 120 пин тонна çу упракан пысăк калăпăшлă парк тата ĕнер уçăлнă комбинат, çулталăкра 186 пин тонна майонез, кетчуппа соус кăлараканскер. Çак проекта реализацилеме 16 миллиард тенкĕ укçа кирлĕ. 12 миллиард тенкине хывнă та ĕнтĕ, комбината тума, ун валли оборудовани туянма 7 миллиард тенкĕ кайнă.
Паянхи кун лавккасенче сутăнакан майонезсемпе кетчупсене ытларах чух дозаторлă хутаçсене тултараççĕ, иккĕмĕш вырăнта полиэтилен «витресем», ытти юлнă пайне (15 процент) кĕленче савăта, ПВХ тата ытти материалтан тунă савăтсене тултараççĕ. Анчах çаксене пурне те паянхи кун кивелнĕ тесе калама юрать. Çавăнпа çĕнĕ заводăн соуссемпе майонезсене тултарма чĕркев те кăлармалла пулать: унпа усă курма та ансат, кăмăллă пултăр, çав вăхăтрах тавар туянма илĕртсе хăй патне «кăчăк турттăр».
«Нефис-Биопродукт» соуссемсĕр пуçне тасатнă хĕвел çаврăнăш, рапс çăвĕ тата рапс шротне кăларать.
Çĕнĕ проект 5 çултан пĕтĕм вăйран ĕçлесе каймалла: 2016 çулта 170 пин тонна продукци кăларма палăртнă. Çичĕ çул çурăран проект хăй хакне пĕтĕмпех кăларать.
 
: 837, Хаçат: 41 (927)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: