Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧӲЛМЕКРИ СОЛЯНКА
Ĕне ашĕнчен шӳрпе пĕçермелле. Пиçнĕ аша кăларса илмелле те турамалла. Кăлпассине, тĕтĕмленĕ аш-какая та турамалла. Сухана вĕтетсе тип çу çинче темиçе минут ăшаламалла, унтан туранă хăяр хушмалла. 10 минутран томат пасти е аджика хушмалла. Чӳлмексене туранă аш-какай продукчĕсене, ăшаланă суханпа хăяра, маслина хурса тухмалла, çиелтен шӳрпе ямалла та 15-20 минута духовкăна лартмалла. Çиес умĕн чӳлмексене çӳхе лимон касăкĕ тата хăйма хушмалла.
500 г ĕне ашĕ, 100-шер г кăлпасси тата тĕтĕмленĕ аш-какай, 3-4 маринадланă хăяр, 15-20 маслина, 1 кашăк томат пасти е аджика, 1 лимон, тăвар, хăйма кирлĕ.
 
УЛМА-ÇЫРЛА САЛАЧĔ
Мăйăра ăшаласа илмелле те сивĕнсен турамалла. Дыньăн çемçе пайне пĕчĕк тăваткалсем çине турамалла. Винограда лайăх çумалла, таса ал шăллипе типĕтсе çырласене çурмаран касмалла. Хĕрлĕ сухана çӳхе çурма ункăсем туса турамалла. Кăлпасси евĕрлĕ тĕтĕмленĕ сыра турамалла. Çӳлерех асăннă ингредиентсене пĕрлештермелле. Турилккесем çине салат çулçисем хумалла, вĕсем çине – улма-çырла салачĕ. Çиелтен мăйăр сапмалла, базиликпа илемлетмелле, заправка (олива çуне, лимон сĕткенне тата горчицăна пĕрлештермелле) хушмалла.
400 г дыня, 300 г виноград, 100 г кăлпасси евĕр тĕтĕмленĕ сыр, 5 салат çулçи, 1 пуç хĕрлĕ сухан, çур стакан аçтăрхан мăйăрĕн тĕшши, базилик, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ, 1 чей кашăкĕ горчица, 2,5 кашăк олива çăвĕ кирлĕ.
 
: 1628, Хаçат: 40 (926), Категори: Верук тĕпелĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: