Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(4-мĕш класс валли)
Тĕллевĕсем:
Чăваш халăхĕн пултаруллă çыннисем çинчен вĕренсе Тăван çĕршыва, тăван чĕлхепе, тăван халăхпа мухтанас, савăнас туйăмсене вăйлатасси;
Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен паллаштарасси, Яковлев ячĕпе çыхăннă вырăнсене куçăмсăр майпа çитсе курасси; лексикăпа грамматика, аудировани, вулавпа куçару, диалог, монолог хăнăхăвĕсене аталантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, план-карттă, «И.Я.Яковлев» темăпа хатĕрленĕ папка-раскладушка, картонран хатĕрленĕ ракета-ӳкерчĕк, портретсем (Иван Яковлев, Андриян Николаев, Константин Иванов, Василий Чапаев, Çеçпĕл Мишши, Иоаким Максимов-Кошкинский ), картонран касса кăларнă ылтăн çăра уççи, сигнал карточкисем (кашни ача валли 1, 2, 3, 4), Яковлев кĕнекисем, улмуççи-ӳкерчĕк, сăпка (картонран касса кăларнăскер).
Урок юхăмĕ.
1. Урока йĕркелесе ярасси.
1) Урока сăвăпа пуçламалла:
Шăнкăрав сас пачĕ
Урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ
Парта хушшинче.
2) Сывлăх сунни.
3) «Шăппăн ларăр…» юрăпа ларасси:
Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр
Урок пырать ку класра.
Эп вулатăп, эп çыратăп
Калаçатăп чăвашла.
Эй, савнă тусăм, кăшт итле-ха мана,
Эпĕ пĕлетĕп, пĕлетĕп чăвашла.
4) Дежурнăйпа калаçни. Доска патне икĕ ача тухаççĕ. Пĕри – вĕрентекен, тепри – дежурнăй.
– Паян класра кам дежурнăй?
– Паян эпĕ дежурнăй.
– Класра кам çук?
– Класра пурте пур. (Класра … çук).
– Паян çанталăк мĕнле?
– Паян … çанталăк (хĕвеллĕ, çиллĕ, пĕлĕтлĕ).
2. Вĕреннине аса илни.
«Кам вăл?» (Уйрăм стенд çинче паллă çынсен сăнӳкерчĕкĕсем. Ячĕсене хутпа хупланă. Варринче пичетлесе хатĕрленĕ хăюсем).
Вĕрентекен: Хăюсем çине çырнине ман хыççăн вуласа пырăр. Ыйту çине кĕскен хуравлатпăр.
– 3-мĕш космонавт. (А.Николаев)
– Чи паллă чăваш халăх поэчĕ. (К.Иванов)
– Чăвашсене çутта кăлараканĕ. (И.Яковлев)
– Граждан вăрçин геройĕ. (В.Чапаев)
– Чăвашсен паллă балерини. (Н.Павлова)
– Чăвашсен паллă поэт-революционерĕ. (Çеçпĕл Мишши)
– Чăваш театрне пуçараканĕ. (И.Максимов-Кошкинск ий)
3. Темăпа паллаштарни.
Вĕрентекен: Паянхи урок – «Урок – çул çӳрев». Урокра эпир Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ (просветитель) çинчен калаçăпăр. И.Я.Яковлевпа çыхăннă вырăнсене çитсе курăпăр. Çул çӳреме пире план-карттă тата транспорт кирлĕ. Карттă тума пире архиври документсем пулăшĕç.
4. Темăпа ĕçлени.
Доска çинче ылтăн çăра уççи. Юнашар пичетлесе хатĕрленĕ хăюсем. Вĕсене икĕ юпана вырнаçтарнă. Унта хула ячĕсем. Сулахай енче чăвашла çырнă, сылтăм енче вара – вырăсла. Архива кĕме çăра уççи кирлĕ. Ăна илме çак ĕçе пурнăçламалла. Хула ячĕсене тĕрĕс сыпăнтармалла. Пĕр хула ятне уйăрса çырнă, мĕншĕн тесен пирĕншĕн вăл çĕнĕ сăмах. Кам тавçăрса илчĕ.
Теччĕ
Хусан
Мускав
Чĕмпĕр
Тетюши
Ульяновск (Симбирск)
Казань
Москва
Вĕрентекен: Пурте пĕрле калатпăр – Теччĕ.
Ку хула ячĕсем пире карттă тума кирлĕ. Пирĕн çак хуласене те çитмелле пулать. Пире питĕ хăвăрт çӳрекен транспорт кирлĕ. Мĕнле транспорт суйлатпăр?
Ачасем: Ракета! Ракета!
Вĕрентекен: Эпĕ килĕшетĕп. Тата ку çул Космонавтсен çулĕ. Андриян Николаев мĕн ятлă караппа вĕçнĕ?
Ачасем: «Восток-3» ятлă караппа (пĕлмесен каласа пулăшмалла).
Вĕрентекен: Тĕрĕс. Пирĕн паян архивра, тĕрлĕ хулари музейсенче, театрта, библиотекăра, куравра пулса курмалла. Ачасем, тăрăр. Хатĕрленĕр! 10…9…8…7…6…5…4…3…2…1… Пуск! (ачасем аллисемпе пуç çийĕн алă çупаççĕ) Кайрăмăр! (утаççĕ). Çитрĕмĕр! (Ачасем лараççĕ).
«Архив» (Папка-раскладушка тăрăх каласа парасси). Карттă тăрăх кăтартса пымалла.
Кам вăл? И.Я.Яковлев вăл – Аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулне пуçараканĕ, чăваш букварьне çыраканĕ, чăваш шкулĕсене уçаканĕ.
Ăçта тата хăçан çуралнă? 1848 çулта апрелĕн 25-мĕшĕнче Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ятлă чăваш ялĕнче çуралнă.
Мĕнле çемьере çуралнă? Çуралнă хыççăн виççĕмĕш кунне тăлăха юлнă. Амăшĕ вилнĕ, ашшĕне пĕлмен. Хушамачĕпе ятне хресна ашшĕ ячĕпе панă. Сакăр çулччен Пахомовсен çемйинче пурăннă. Ку çемьере ăна лайăх пăхнă.
Тата çакăн пек ыйтусем пулма пултараççĕ.
Ăçта вĕреннĕ? Юлташĕсемпе тусĕсем. Аслă пĕлӳ ăçта илнĕ? Унăн ĕçĕсем. Унăн çемйи. Ăçта пытарнă?
Çĕнĕ сăмахсем (доска çинче).
Тăлăх – сирота, тăлăха юлнă – остался сиротой, çăпата – лапти, пултаруллă – способный, пĕчĕклех – с малых лет.
Вĕрентекен вулать, ачасем ун хыççăн калаççĕ.
Сăмах майлашăвĕсем тăвасси.
Предложенисем тăвасси.
Текстпа ĕçлени.
Вĕрентекен: Кĕнекесене 63-мĕш страницăна уçăр. Эпĕ вуласа паратăп, эсир тимлĕ итлĕр, мĕн çинчен каланине вырăсла каласа парăр. (Вулать).
Кам вырăсла тӳрех калама пултарать? Ăнланман сăмахсем пур-и? Вырăсла калатăп, эсир чăвашла калăр.
Добрый, чувашский сын, его, поэтому, соседи, люди, не обижали, работать, трудолюбивый, летними вечерами, продавать, хорошо следили.
Ыйту лартасси. (Кӳршĕпе ĕçлени. Пĕри предложени вулать, тепри ыйту лартать).
Вĕрентекен: 1-мĕш парта хушшинчисем вулаççĕ. Çак ырă, ăслă, пултаруллă чăваш ывăлĕ Тутарстанра çуралнă. – Çак ырă, ăслă, пултаруллă чăваш ывăлĕ ăçта çуралнă?
Вĕрентекен: Халĕ 3-мĕш парта хушшинче ларакансем вулаççĕ.
Пулăшу сăмахĕсем: Ăçта? Хăçан? Кам? Мĕн? Мĕн тунă? Мĕнле? Мĕн тунă? (Доска çине çырса хунă).
Кану саманчĕ. Ачасем, тăрăр. Хатĕрленĕр! …3…2…1… Пуск! (Ачасем аллисемпе пуç çийĕн алă çупаççĕ). Кайрăмăр!.. Çитрĕмĕр! (ачасем лараççĕ).
«Музейсем».
Сирĕн хушăра кам музейсене çӳреме юратать? Халĕ вăл сире çав экскурсисем çинчен каласа парасшăн. (Презентаци тăрăх каласа парать).
Кану саманчĕ. Ачасем, тăрăр. Хатĕрленĕр! …3…2…1… Пуск! (ачасем аллисемпе пуç çийĕн алă çупаççĕ) Кайрăмăр!.. Çитрĕмĕр! (Ачасем лараççĕ).
«Театр».
Вĕрентекен: Шупашкар хулинче 5 театр. Чи пĕрремĕш театр вăл – Чăваш драма театрĕ. Ун çинчен сире Маша каласа парать.
Вĕренекен: Чăваш драма театрне пуçараканĕ – Максимов-Кошкинский . Вăл та Яковлев ялĕнче çуралнă. Малтан театр Хусанта пулнă. Ăна 1918 уçнă. Кайран театр Шупашкара куçса кайнă. Халĕ Шупашкарта 5 театр.
Пирĕн класри ачасем питĕ сцена çинче выляма юратаççĕ. Паян эпир Яковлев калавĕсем тăрăх лартнă икĕ сценка кăтартатпăр.
Пĕрремĕш сценка «Кахалпа Юлхав» ятлă. Вылякансем: Автор, Кахал, Юлхав.
Автор: Ĕлĕк пĕр кахалпа юлхав пурăннă тет. Кахалĕ улма йывăççи айне кĕрсе выртнă тет те…
Кахал: Ай-ай, манăн çăвара пĕрер улми татăлса ӳкинччĕ!
Юлхав: Епле ӳркенместĕн çак эсĕ çав сăмаха калама?
Иккĕмĕш сценка «Кашкăрпа карчăк» ятлă. Вылякансем: Автор, Кашкăр, Карчăк, Макăракан ача.
Автор: Выç кашкăр апат шыраса çӳрет тет. Пĕр ял патне пынă тет те хĕрринчи пӳртре ача йĕнине илтех кайрĕ тет. Тата вăл пӳртре карчăк сасси илтĕнет тет.
Карчăк (ачана чарма хăтланса): Йĕрсе чарăнмасан эп сана кашкăра парăп ак.
Кашкăр (карчăк сăмахĕсене илтсен тăпах чарăнса): Ку ачана халь ман валли кăларса пăрахĕç.
Çур çĕрччен кĕтнĕ тет. Хайхи ларсан-ларсан татах карчăк сасси илтĕннĕ тет.
Карчăк (ачана): Ан йĕр, ачам, ан йĕр, кашкăра памăп сана. Кашкăр килтĕр кăна кунта, чукмарпа çапса вĕлерĕпĕр ăна!
Кашкăр: Ку пӳртре каласса пĕр тĕрлĕ калаççĕ те тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ курăнать (пăрахса тухса каять).
Кану саманчĕ. Ачасем, тăрăр. Хатĕрленĕр! …3…2…1… Пуск! (Ачасем аллисемпе пуç çийĕн алă çупаççĕ). Кайрăмăр!.. Çитрĕмĕр! (Ачасем лараççĕ).
Вĕрентекен: Çак камăн сасси-ши? (Диктофон çине çырнă сасса итлесси). Тĕрĕс. Ку – пирĕн библиотекарь.
«Шкул библиотекинче»
Вĕрентекен: Карап пире шкул библиотекине илсе çитерчĕ. Библиотекарь ĕçне паян … (класри пĕр ача ятне калать) тăвасшăн.
Библиотекарь: Пирĕн шкул библиотеки пуян. Унта ачасем валли тĕрлĕ кĕнеке пур. Яковлев çырнă кĕнекесем те сахал мар. Кĕнекисем чăвашла та, вырăсла та, акăлчанла та. Акă «Уçăлма тухнă шăши çури» ятлă кĕнеке. Ăна чăвашла, акăлчанла вулама пулать. Ку кĕнекере пĕчĕк калав пур. Вăл «Автан» ятлă.
Çак калава чăвашла тата акăлчанла икĕ ача вуласа параççĕ.
Библиотекарь: Ачасем, килĕр кĕнеке илме. (Ачасем кĕнекесем илеççĕ).
Кану саманчĕ. Ачасем, тăрăр. Хатĕрленĕр! …3…2…1… Пуск! (Ачасем аллисемпе пуç çийĕн алă çупаççĕ). Кайрăмăр!.. Çитрĕмĕр! (Ачасем лараççĕ).
Тест ирттерни.
Вĕрентекен: Эпĕ пĕр ыйту вулатăп. 1, 2, 3 тесе шутлатăп. Эсир тĕрĕс хурав номерне çĕклетĕр. (Ачасем хуравсен номерĕсене алăри 4 карточкăран пĕрне суйласа илсе хăвăрт кăтартаççĕ).
1. Пĕрремĕш чăваш шкулне Яковлев ăçта уçнă?
1) Шупашкарта; 2) Чĕмпĕрте; 3) Хусанта; 4) Мускавра.
2. Яковлева камсен çемйи пăхса ӳстернĕ?
1) Пахомовсен; 2) Ульяновсен; 3) Ивановсен; 4) Рекеевсен.
3. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ачасем мĕнле чĕлхепе вĕреннĕ?
1) Вырăсла; 2) Чăвашла; 3) Акăлчанла; 4) Тутарла.
4. И.Я.Яковлев ăçта тата миçемĕш çулта çуралнă?
1) Тутарстан Республикинче 1848 çулта; 2) Чăваш Республикинче 1848 çулта; 3) Тутарстан Республикинче 1868 çулта; 4) Чăваш Республикинче 1868 çулта.
«Курав»
Вĕрентекен: Эпир шкулти ачасен куравне çитрĕмĕр. Ку ӳкерчĕксене ытти классенчи ачасем тунă. Ачасем, конкурса сирĕн те хутшăнмалла.
Урока пĕтĕмлетни.
Яковлев çинчен мĕн астуса юлнине каласа памалла. Кластер тăвасси.
Киле ĕç пани.
Вĕрентекен: Ачасем, паян тăрăшса ĕçлерĕр. Маттур! Çакăнпа пирĕн çул çӳрев вĕçленет. Сывă пулăр!
 
: 1206, Хаçат: 40 (926), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: