Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Сувар» вулаканĕсене Виталий Елтов кам пулни çинчен вăрахчен каласа пама кирлĕ те мар: хаçат тухма тытăнсанах редакцире ĕçлеме пуçланăскере Тутарстанра пурăнакансем аван пĕлеççĕ. Ĕçтешĕмĕр темиçе çул ĕнтĕ редакцире ĕçлемест пулин те, халĕ те хаçатпа туслă. Эпир, суварçăсем, Виталий Филимоновичăн хайлавĕсене кĕтсех тăратпăр. Ыран çивĕч чĕлхеллĕ калем ăсти 70 çул тултарать. Юбилей умĕн ĕçтешĕмĕрпе калаçса унăн пуян та интереслĕ кун-çулне аса илтĕмĕр, шухăш-ĕмĕчĕсемпе паллашрăмăр.
– Виталий Филимонович, эсир хăçан калемпе туслашнă? Сирĕн пирвайхи хайлавăр хăçан тата ăçта пичетленнĕ?
– Эпĕ калемпе туслашнăранпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ ĕнтĕ. Аслă Сĕнчел вăтам шкулне институт пĕтернĕ учительсем килсен вĕсенчен пĕри, Чăваш Ен хĕрĕ Фаина Прокопьевна Прокопьева пире 7-мĕш класра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнчĕ. «Витали, санăн чĕлхӳ ытла та çемçе. Ял çыннисем çинчен хаçатсене çыркала-ха. Санран ăста çыракан пулассине чунпа туятăп», – сĕнчĕ вăл мана. «Ăста çыракан» пуласси мана иккĕлентерчĕ-ха. Носовка поселокĕнчен Геннадий Сухалов пирĕн патра хваттерте тăратчĕ, манпа пĕр класрах вĕренетчĕ. Хамăн иккĕленӳсем пирки унпа калаçрăм. Вăл нимĕн те каламарĕ, «Восход» колхоз (пирĕн ял хуçалăхĕ) çинчен кĕске хыпар çырнă та «Хĕрлĕ ялава» янă. Часах вăл хаçатра пичетленчĕ. Ăна вуласан манра «çутă» кĕвĕçӳ çуралчĕ. Эпĕ мĕнрен кая? Тытрăм та выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хăйсен пухăвĕнче пысăк обязательствăсем илни çинчен çырса хаçата ятăм. Манăн ĕç те кун çути курчĕ. Ăна Фаина Прокопьевна та вуланă. «Ну, сана ырă ĕç пуçламăшĕпе саламлатăп. Эсĕ калавсем, повеçсем, очерксем çырасси пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп. Тăрăш», – хавхалантарчĕ вăл мана. Çав 1957 çултанпах эпĕ калемпе туслă.
– «Сувар» хаçатра эсир вăл тухма тытăнсанах ĕçлеме пуçланă. Тивĕçлĕ кану вăхăчĕ çитсен те тем вăхăт тăрăшнă. Аса илĕр-ха Тутарстан чăвашĕсен хаçачĕ çĕнĕрен çуралнă çулсене. Хăвăр редакцие еплерех лекнĕ?
– Хаçат кун çути куричченех эпĕ унăн штатĕнче пулнă. Çĕнетӳ тапхăрĕ вăй илсе пынă май республикăри чăвашсем влаçрисене хăйсем çинчен аса илтереççĕ. Аслă Сĕнчел вăтам шкулĕн коллективĕ Даниил Артемьевич Крюков пуçарăвĕпе «Советская Татария» хаçата уçă çыру ярать. Унта вĕсем чăваш ялĕсенчи шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентессине çĕнĕрен чĕртес, республикăн радиохумĕсемпе чăвашла кăларăмсем хатĕрлесе кăларма тытăнас, чăваш чĕлхине вĕрентекенсем хатĕрлес, телекурăмра чăвашла кăларăмсем йĕркелес, Тутарстанри чăвашсем валли тăван чĕлхепе республика хаçатне уçас ыйтусене çĕклеççĕ. Шел пулин те, уçă çыру «Советская Татария» хаçатра кун çути кураймарĕ, редакци ăна КПСС обкомне панă. Часах Аслă Сĕнчелне обком комиссийĕ çитет. Ун йышĕнче Николай Сорокин коммунист, ИТАР-ТАСС агентствин Тутарстанри корреспонденчĕ, телекурăм ĕçченĕсем пулнă. Комисси уçă çыру авторĕсене шкулсенче тăван чĕлхепе вĕрентме чару çукки, радиопа чăваш кăларăмĕсене эфира кăларма тытăнасси, Хусанти пединститутра чăваш учителĕсене хатĕрлеме пуçласси пирки пĕлтерет. Чăвашла хаçат кăларасси кăткăсрах имĕш – кадрсем çук, шрифтсем те сыхланса юлман. Телекурăмпа чăвашла кăларăм йĕркелессинче те кадрсем çукки чăрмантарать.
Хастар чăвашсене комисси членĕсем калани çырлахтарман, паллах. Вĕсем уçă çырăвăн копине ман пата ярса пачĕç, унпа СССР Верховнăй Совечĕн Национальноçсен комитечĕн депутачĕ патне çитме ыйтрĕç. Фирс Григорьевич Григорьев депутат, Чăваш Республикинче тухтăрта ĕçлекенскер, Хусанта кашни эрнен ытларикунĕнче хула мэрийĕнче суйлавçăсене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнатчĕ. Уçă çырăвăн копийĕпе эпĕ те йышăнăва кайрăм. Тĕплĕн вуларĕ вăл çырăва. «Çивĕч ыйтусем çĕклеççĕ Аслă Сĕнчел чăвашĕсем. Вĕсене пурнăçа кĕртме çанă тавăрсах тăрăшăп», – терĕ депутат. Унран эпĕ икĕ çыру та илтĕм. Юлашкинче вăл часах чăваш хаçачĕ уçăласси пирки пĕлтерчĕ. Анчах СССР саланни республикăмăрта чăваш хаçачĕ уçăлассине такăнтарчĕ. Çук, ăна уçма пăрахăçламан, анчах темшĕн «Ватаным Татарстан» çумĕнче унăн редакторĕ пулма «Советская Татария» хаçатра ĕçлекен Петров хушаматлă вырăса çирĕплетнĕ. Мана тата тепĕр чăваша чĕнсе илсе вăл кадрсем тупасси пирки канашлу ирттерчĕ те чăваш хаçатне уçас ĕç самай вăхăта чарăнса тăчĕ. Анчах аслăсĕнчелсен пуçарăвĕпе Хусанти чăвашсем авăрланчĕç. Шĕкĕр хулари П.Хусанкай ячĕллĕ ЧОКЦ ертӳçи Н.Степанцев, центр членĕсем М.Шаймиев умне Тутарстанри халăхсен съездĕнче татăклă ыйту лартнă. Республика пуçлăхĕ те хаçат уçăласси пирки татăклă хурав парать. Часах Тутарстан Правительстви республикăри чăвашсен хаçатне «Туслăх» ятпа кăларма тытăнасси пирки 1993 çулхи апрель уйăхĕнче йышăну тăвать. Унччен маларах Тутарстан радиохумĕсем çинче чăваш сасси те янăрама пуçларĕ, ăна Петр Миров ертсе пычĕ. Шăп унăн кăларăмĕсенчен пĕлтĕм те чăваш хаçачĕн редакцине чĕлхене лайăх пĕлекен, çырма пултаракан çынсем кирлине. Часах ЧОКЦ ертӳçипе Н.Степанцевпа тĕл пултăм. Вăл паллаштарчĕ те «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕпе, Тутарстан Верховнăй Совечĕн депутачĕпе В.И.Даниловпа.
Акă эпĕ Владимир Ильич пӳлĕмĕнче. «Хусан» альманахра, «Вечерняя Казань», «Советская Татария» хаçатсенче пичетленнĕ ĕçсене ун умне хутăм. «Ха, Хусантах тăван чĕлхене, журналистикăна чухлакан çын пур иккен, – тĕлĕнчĕ вăл. – Çыр халех заявлени», – хушрĕ вăл хутпа ручка парса. Çапла илчĕ мана редактор-депутат редакци штатне. Вулакансем хаçат ячĕ мĕншĕн «Туслăх» мар, «Сувар» тесе ыйтĕç. Нурлат районĕнче «Туслăх» хаçат тухса тăрать, çавăнпа конкурс ирттерсех «Сувар» ята суйласа илнĕ.
– Эсир темле ĕçре те вăй хунă. Хăш ĕç ытларах килĕшетчĕ?
– Кирек кама та чун туртакан ĕç кирлĕ. Эпĕ çăмăллине шыраман. Вунă класс хыççăн юлташсемпе Чистайри юхан шыв транспорчĕн училищинчен вĕренсе тухрăм. Ал туни хулăнăш канатсене тыткалама йывăр. Пурпĕрех нăйкăшман. Штурвал тытма çăмăл, анчах кунта та кăткăслăхсемсĕр мар. Шыв çинче çӳренĕ чух та эпĕ çырас ĕçе пăрахман. Кама юхан шыв пароходствин «Водник» хаçатĕнче ман статьясем тăтăшах пичетленетчĕç. Атăл, Кама, Шексна юхан шывĕсемпе, Мускав каналĕпе вун-вун порта тĕрлĕ тиев çитернĕ. Виçĕ навигаци хыççăн аттепе аннен сывлăхĕсем япăхланнипе яла таврăнтăм. Клуб, библиотека ĕçĕсене илсе пытăм. Çиелтен пăхсан çăмăл ĕç пек, концерт, спектакль хатĕрлесси çĕр чавассинчен те йывăртарах. Мĕншĕн тесен кашни çын кăмăлне юрама, илемлĕ пултарулăха çураçма чĕлхе çаврăнăшĕ те, ӳкĕте кĕртес ăсталăх та кирлĕ. Ялта та эпĕ тӳрех район хаçачĕпе çыхăнтăм: тĕрлĕ хыпарсем, сăнӳкерчĕксем ярса тăраттăм. Ман активлăха, журналистика хĕлхемĕ пуррине асăрхаса тĕп редактор С.М.Гилязов редакци штатне илчĕ. Аслă пĕлӳ илменскершĕн, маншăн, «Сельская новь» хаçат университет пулса тăчĕ. Назар Тимофеевич Сульчаков, Александр Кириллович Портнов (вăл «Хĕрлĕ ялав» хаçатра та ĕçленĕ), Григорий Игнатьевич Тяманов, Виктор Егорович Симаков, Василий Павлович Челышев, Александра Ондикова маншăн аслă вĕрентекенсем пулса тăчĕç. Хаçатра ĕçлесе чĕлхе аванах туптанчĕ. Манăн «Йĕтес кĕпи» пĕрремĕш кулăшла калав «Ял пурнăçĕнче» кун çути курчĕ.
«Витали, пурнăçпа тачă çыхăнса тăракан çакăн пек калавсем, повеçсем çырсан çеç эсĕ вулакансен умĕнче сумлăх çĕнсе илĕн, – хакларĕ ман калава ватă журналист Александр Портнов. – Пĕремĕк пек тутлăлатса çырсан чыс-хисеп пулмĕ сана. Вулакан чăнлăха, тĕрĕслĕхе, чи кирли – илемлĕ те вырăнлă сăмахлăха юратать». Ватă журналист канашне тĕпе хурса çыратăп та хамăн хайлавсене.
– Сирĕн калав-повеçĕрсем «Суварсăр» пуçне тата ăçта пичетленнĕ? Тата çак кунсенче тухакан çĕнĕ кĕнекĕр мĕн ятлă, вулакана унта мĕн кĕтет?
– Пирвайхи кулăшла калав, «Йĕтес кĕпи» пирки каларăм ĕнтĕ. Ăна Тутарстанри Писательсен союзĕн чăваш секцийĕ «Хусан» альманаха та кĕртрĕ. Кулăшла калавсем «Капкăн» журналта нумай пичетленчĕç: «Мăртти», «Пушмак тĕпĕ», «Парне», «Суя миллионер», «Куç пайĕ» тата ыттисем те кун çути курчĕç. Икĕ çул каялла «Тăван Атăлта» «Вăрланă юрату», «Ташла манпа» новелла пичетленчĕç. Çак кунсенче тухас кĕнеке «Вăрланă юрату» ятлă. Вăл 400 экземпляр тиражпа тухать. Кĕнекене Аслă Сĕнчелĕнче шкул уçăлнăранпа 150 çул çитнĕ тĕле çырнă «Ăс-хакăл акаçисем» очерк, «Вăрланă юрату» калав, «Юмăç Ванча», «Кая юлнă туй» повеçсем, «Ташла манпа» новелла тата калавсем кĕнĕ.
– Сирĕн кĕнекĕрсенче пичетленнĕ хайлавсем малтан пурте хаçат-журналсенче кун курнă. Апла-тăк вĕсене пичетлениччен темиçе çын вуласа редакциленĕ. Анчах та хальхи вăхăтра чĕлхене лайăх пĕлекен специалистсене вулаттармасăр кăларакан кĕнекесем нумайланни куçкĕрет. Вĕсене вулама пуçласанах чĕлхе такăнать. Çакнашкал кĕнекесем пирки мĕн калама пултаратăр?
– Çакăн пек пулăм ырринех кӳрес çук. Чăнах та юлашки вăхăтра нумай авторăн кĕнеки редакторсăрах тухма пуçларĕ. Хайлавсене чипер вуласа ларнă çĕртех такăнатăн. Авторсен ăсталăх хĕлхемĕ çук мар. Ăста редактор кăлтăк-шăйрăксене асăрхаса тӳрлетнĕ пулĕччĕ. Манăн «Эрешмен серепи» кĕнекен те, халь тухакан «Вăрланă юратăвăн» та редакторĕ çук. Çакна пула чĕлхе культури аванах кăйттăланма пултарать. Çыравçăсене çын чунĕн инженерĕсем теççĕ. Вулакан патне паха хайлавсем çитерес тесен мĕн-тĕр тумалла.
Ман шутпа, ТР ЧНКА правленийĕ çумĕнче çыравçăсен фондне никĕслемелле. Банкра ятарлă шут уçмалла. Тутарстан бюджетĕнче культура валли укçа уйăрмалли статья пур. Унта кĕнекесем кăларма мĕн чухлĕ те пулсан укçа çирĕплетеççех. Чăвашсене тивекен нухрата фонд шучĕ çине куçармалла. Фондра ĕçлеме икĕ çын та çителĕклĕ: пĕри – прозăпа, тепри – поэзипе. Вĕсемех тухмалли кĕнекесен редакторĕсем пулма пултараççĕ. Фонд шутĕнчи укçана ӳстерме чăвашсем йышлă пурăнакан муниципаллă районсем çулталăкне 5-10 пин тенкĕ куçарса пулăшма пултараççĕ. Халĕ çын чунĕн инженерĕсем кĕлмĕçсем пек укçа ыйтса çӳреççĕ. Литфонд никĕслесен, банкра шут уçсан, ун çинчи укçапа çав икĕ çын кăна хуçалансан питĕ шеп пулмалла. Тепĕр хут калатăп: ку манăн шухăш-ĕмĕт. Тен, камăн-тăр тата пахарах сĕнӳсем пур.
– Тутарстанра чăваш çыравçисем йышланса пыни савăнтарать. Пултаруллисенчен хăшĕсене палăртнă пулăттăр?
– Чи малтанах Григорий Тяманов-Акташа. Ун сăввисем тарăн шухăшлă, рифмăсем çыпăçуллă, ритм çăл шывĕ пек юхать. Ентешĕмĕн пуçĕнче хăйне евĕрлĕ цензор тĕпленнĕ пулас – унăн сăввисенче шăйрăк-кăлтăксем çук. Петр Гаврилов-Меречен пирки те çакнах каламалла. Анат Камăра пурăнакан Сергей Ермолаев çырнă сăвăлла легендăсем те çав тери чипер. Пăва районĕнче юлашки вăхăтра Николай Дворов палăрать. Николай Зимин сăввисене те «Тăван Атăл» журналта вулатăп. Валериан Ашкеров та пултаруллă сăвăç. Петр Захаров сăвăçăн ăсталăхĕ палăрмаллах ӳснĕ. Прозăпа çыракансем çеç темшĕн йышланмаççĕ. Пур Тутарстанра калем ăстисем. Пулăшу çеç кирлĕ вĕсене.
– Сирĕн произведенисенчи сăнарсен ячĕсем интереслĕ, вĕсем пурнăçра сайра тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен, Ихливан, Евлен, Ĕртюк, Еççук… Эсир вĕсене хăвăр шутласа тупнă-и?
– Çук, паллах. Нурлат, Аксу, Элмет тата ытти районĕсенче тĕне кĕмен чăвашсем йышлă пурăнаççĕ. Командировкăсене çӳренĕ чух ятсенчен тĕлĕнеттĕм. Ихливанпа Евлен ятсене шăпах çав тăрăхсенче илтнĕ. Ĕртюк вырăс ятĕнчен – Артемийрен çуралнă. Еççук вăл – Иосиф. Пирĕн ялта ун пек ятлă çын пур. Ял халăхĕ ята чăвашлатнă.
– Пурнăç кустăрми малаллах шăвать. Малашлăха плансем тунă пуль ĕнтĕ?
– Сывлăх пулсан «Парăнман хĕр» (ячĕ улшăнма та пултарать-ха) повесть çырма шутлатăп. Чăн пулнине илемлĕ литература картине кĕртсе сăнарласшăн. Паллах, повесть юрату çинчен.
– Тавах калаçушăн сире, Виталий Филимонович. Тепĕр юбилейĕре татах çĕнĕ кĕнекепе кĕтсе илме çирĕп сывлăх сунатпăр сире. Калемĕр яланхи пекех çивĕч пултăр!
 
: 1004, Хаçат: 40 (926), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: