Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пӳркел вăтам шкулĕнче Н.А.Лизуков (1921-1994) ӳнерçĕн 90 çулхи юбилейне халалланă тĕлпулу иртрĕ.
Тĕлпулăва тавра пĕлӳçĕсен «Тăхăрьял тăхăмĕ» ушкăнĕ йĕркеленĕ. Ушкăнри хастарсем халиччен паллă пулман ентешĕн ĕçĕсене шыраса тупнă, кун-çулне тĕпченĕ. Пултаруллă ентеше чыслама шкул ачисемпе вĕрентекенсемсĕр пуçне вырăнти çыравçă А.М.Малышев та килнĕччĕ.
Юбилей каçне «Тăхăрьял тăхăмĕн» ертӳçи М.П.Вериялов уçрĕ. Ӳнерçĕн биографийĕпе паллаштарма 10-мĕш класра вĕренекен Олеся Васильевăна сăмах пачĕ. Çамрăк тĕпчевçĕ Николай Афанасьевич Лизуков Саркамăшра 1921 çулхи авăн уйăхĕнче çурални, Пăрăнтăкра, Теччĕре вĕренни çинчен каласа пачĕ. 1940 çулта ăна Хусанти ӳнерçĕсен шкулне пĕтерме памасăрах салтака илсе каяççĕ. Унтан вăрçă пуçланать. Çĕршывăмăрăн Аслă вăрçинче Тăхăрьял каччи артиллерист пулать. Мускава хӳтĕленĕ çĕрте суранланнипе тыткăна лекет, нумай терт-асап курать, тарать. Çĕнтерĕве тăшман çĕрĕ çинче кĕтсе илет. Вăрçă хыççăн ӳнерçĕ вĕренĕвне Шупашкарта вĕçлет. Кăнна Кушки, Чураппан тата Пăрăнтăк шкулĕсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать.
Малалла Николай Афанасьевичпа курнăçнă самантсем çинчен А.М.Малышев каласа пачĕ. Вăл Н.Лизуков лăпкă та питĕ сăпай, чапшăн çунман çын пулни çинчен каларĕ. Ӳнерçĕ чылай ĕçĕсене Шупашкара, Литвана, Белоруссие тĕрлĕ куравсене ярса панă, анчах унăн ӳкерчĕкĕсем çавăнтах çухалнă. Николай Афанасьевичăн упранса юлнă ӳкерчĕкĕсене халăха кăтартмалла, унăн пултарулăх куравĕсене йĕркелемелле.
Çак сăмахсене çирĕплетсе М.П.Вериялов та Н.А.Лизуковăн кун-çулне малалла тĕпчесе, ĕçĕсене пичетлесе кăларса куравсемпе конференцисем тăвасси çинчен каларĕ. Тĕлпулу вĕçĕнче пуçтарăннисем ӳнерçĕн йышлă ӳкерчĕкĕсемпе паллашрĕç.
 
: 868, Хаçат: 40 (926), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: