Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кашни çын çуралсанах, йĕри-тавра курма тытăнсанах, пурнăçа вĕренме тытăнать. Çаплах, ваттисем: «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», – тенĕ. Эпĕ халь çамрăк-ха, анчах та ăнланатăп: вĕренӳсĕр çын аталанаймасть, мĕншĕн тесен пурнăçра пĕлĕве ӳстерсех тăрас пулать.
Пĕчĕк чух пире атте-анне утма, калаçма, йĕри-таврари курăма сăнлама вĕрентет. Ача садне çӳреме тытăнсан пире воспитательсем ушкăнра хамăра тыткалама, çынсемпе хутшăнма вĕрентеççĕ, шкула кайма хатĕрлеççĕ.
Шкула кайма кашни ача ĕмĕтленет. Эпĕ астăвасса, шкула каяссине аран кĕтсе илтĕм: шутсăр вĕренес килнĕ пулĕ. Халь эпĕ ăнланатăп: мана пĕрремĕш вĕрентекен пĕлӳ алăкне уçма пулăшрĕ. Шкула кайсан манăн пурнăç самаях улшăнчĕ. Мĕн кăна пĕлмерĕм-ши эпĕ çакăнта?! Манăн пĕрремĕш вĕрентекенрен нумай килнĕ пулас, мĕншĕн тесен паянхи кунччен эпĕ савăнса класри ачасемпе ăмăртса вĕренетĕп.
Аслă классенче вара йывăртарах пек туйăнчĕ. Çапла пулмалла та пуль: пурнăçра çăмăл ĕç чуна савăнтармасть. Анчах та çав йывăрлăхсене эпир тăрăшса вĕреннипе çĕнтерсех пытăмăр. Пиллĕкмĕш класра çеç эпĕ ăнлантăм: пуçламăш классенче лайăх вĕренни мана кирлĕ пулчĕ. Астăватăп, пиллĕкмĕш класа килсен вырăс чĕлхи учителĕ манăн почерка курсан тĕлĕнсех кайрĕ: «Алексей, аслă классенче те çак почеркна сыхла, тăрăшса çыр», – терĕ. Ку сăмаха илтсен манăн чун хĕпĕртесе кайрĕ. Ытти ачасен почеркне те çаплах мухтарĕ.
Паянхи кун вара: «Манăн вĕренес килет! Эпĕ вĕренме юрататăп!» – тесе калатăп. Вĕренӳри йывăрлăхсене çĕнтерсен манăн чун савăнать, ăнлантараймасан вара аслисенчен пулăшу ыйтатăп.
Мĕнрен пуçланса кайнă-ши манăн вĕренӳ ĕмĕчĕ? Паллах, пĕрремĕш вĕрентекенрен. Вăл пире çирĕп пĕлӳ панă, хăй те пирĕнпе пĕрле вылятчĕ, хăш чухне хăйĕн ачисем вырăнне хунă пек те туйăнатчĕ. Паянхи кунччен çирĕп туслăх çыхăнтарать пире.
Аслă классенче çĕнĕ вĕрентекенсемпе, çĕнĕ предметсемпе паллашрăмăр. Кашни кун çĕнĕ пĕлӳ параççĕ вĕсем пире. Хăш чухне йывăр пулать, вара куççульсем те тухкалаççĕ. Çăмăл чухне савăнатпăр. Аслă класри вĕрентекенсем те çаплах пирĕнпе çывăх, кашнинпе уйрăм ĕçлеме тăрăшаççĕ. «Хальхи пурнăçра никама та шанмалли çук, хăвăн вăйна тата пуçна çеç шан. Ыттисем сана пулăшма çеç пултарĕç», – тет пире класс ертӳçи. Вара çак сăмахсене илтсен кукамай час-час калакан юптарăва аса илтĕм: «Икĕ шапа сĕт чӳлмекне кĕрсе ӳкнĕ те путма тытăннă. Пĕри калать тет: «Пурпĕрех хăтăлас çук, мĕн тарăхмалли». Вара чӳлмек тĕпне анса кайнă та путнă. Тепри: «Пурпĕрех хăтăлатăп», – тесе сĕтре тапаланнă та çу чăмакки уçлансан çу тăрне хăпарса ларнă».
Урăхла каласан, аслă классенчи вĕрентекенсем пире пĕлӳпе пĕрле пурнăçа тĕрĕс йĕркелеме вĕрентеççĕ.
Çапла, пуçламăш класри вĕрентекен пĕлӳ алăкне уçса пачĕ, вĕренӳ тĕллевне кăтартрĕ. Аслă класри учительсем пире пысăк пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлеççĕ. Мĕнле пулĕ-ши вăл, пирĕн пысăк пурнăç? Кам пулăпăр-ши эпир пысăклансан?
Манăн пурнăçра пĕчĕкренех килтех вĕрентекен пулни те çăмăллăх кӳрет пуль. Кукамай, Луиза Степановна Ильина, ĕмĕр тăршшĕпе шкул ачисене пĕлӳ панă.
Атте-анне, вĕрентекен умĕнче мăнаçлăн пуçа тайсан, хамăр ĕçсемпе вĕсене савăнтарсан вĕсен те чунĕсем савăнĕç.
«Хальхи вĕрентекенре мĕнле уйрăмлăхсем курас килет санăн?» – тесе ыйтсан, пĕр иккĕленмесĕр: «Пурнăçра кирлĕ пĕлӳ паракан, çын пулма, тăван чĕлхене, йăла-йĕркене упрама вĕрентекен», – тесе хуравлатăп.
 
: 850, Хаçат: 40 (926), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: