Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанра кĕрхи призывăн хатĕрленӳ ĕçĕ иртрĕ. Çакăн çинчен ТР Премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Равиль Муратов тунтикун иртнĕ призыв комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕ. Лару ТР Правительство çуртĕнче пулчĕ.
Çаплах Равиль Муратов Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев лартнă тĕллевсене пурнăçласса та питĕ шанать. Пирĕн республикăра каччăсене кирлĕ чухлĕ пуçтарма тата вĕсене хĕсмете яма тесен хăçан та ыттисенчен малта пулнă.
«Кĕрхи призыв пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, – терĕ вăл. – Хатĕрленӳ ĕçĕ хатĕр». Аслă шкулсен ертӳçисене хушу панă – кăçалхи кĕркунне çар чаçĕсене суйласа илсе вĕсемпе çыхăну тытмалла. Çар чаçĕсене суйланă чухне Равиль Муратов вĕреннĕ вăхăтра мĕнлерех професси илнине те пăхăнмалла тесе сĕнчĕ.
ТР çар комиссарĕ Сергей Погодин çурхи призыв мĕнлерех иртни çинчен каларĕ тата кĕрхи призыв мĕнлерех майпа иртмеллине пĕлтерчĕ. Çуркунне çарсене пурĕ 5600 çынна янă, призыв комиссине 28 пин çын ытла чĕннĕ пулнă. Чĕннисенчен 99,5 процент килнĕ. Килменнисем 23 çын аслă шкул пĕтерекенсем тата 50 ытла çын ятарлă вăтам пĕлӳ паракан шкула пĕтернисем. «Вĕсемпе правăна сыхлакан органсем ĕçлеччĕр», – терĕ Сергей Погодин.
5600 çынран 4 пине яхăн аслă тата ятарлă вăтам шкулсем пĕтерекенсем. 1080 аслă тата 400 ятарлă шкул пĕтернисем кая юлса экзаменсем панипе, дипломсем хӳтĕлеме ĕлкĕрейменнипе тата сывлăха пула хĕсмете лекеймерĕç. Çак çынсене çар комиссариачĕ тĕрĕслесе тăрать. Вĕсем кĕрхи призывпа салтак пулаççĕ.
Уйрăмах Сергей Погодин призывниксен сывлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çурхи призыв вăхăтĕнче çар комиссариачĕн пунктĕнче тухтăрсен 772 çынна çĕнĕрен пăхма тӳр килнĕ. «Халĕ пуçтарăну пунктĕнче нумай вăхăт тытмаççĕ – пĕр кунтан ытла пулмалла мар, чи нумаййи – иккĕ. Уйрăмах транспорт тăкакĕ çине витĕм кӳмелле. Çавăнпа та районсенче питĕ тимлĕ пулмалла. Призывниксене лайăхрах тишкермелле. Пирĕн вĕсене тепĕр хут тĕрĕслемелле мар. Енчен те малашне те чирлĕ ачасем килчĕç-тĕк, ку ыйту тавра районсенчи çар комиссариачĕсен шутлама тивет. Урăхла каласан, пĕтĕм тăкаксене вĕсен шутĕнчен саплаштарма тӳр килет», – терĕ комиссар.
Çуркунне призыв пунктĕнче 11 çын наркотикпа наркăмăшланнине асăрханă. Вĕсене командăран кăларса профилактика учетне тăма ăсатнă.
Кĕрхи призыв вăхăтĕнче, çар комиссарĕ каланă тăрăх, декабрĕн 30-мĕшĕччен 5 пине яхăн Тутарстан çынни çар хĕсметне каймалла. Пĕрремĕш ăсатăва октябрĕн 25-мĕшне палăртса хунă. Хĕсмет вырăнĕсем вара, ытти чухнехи пекех, халиччен çыхăну тытса тăракан çар чаçĕсем пулĕç.
Октябрĕн 10-мĕшĕнче вара çурхи призывра çарпа учет специальноçĕсен енĕпе каякансене хатĕрлеме тытăнаççĕ.
 
: 794, Хаçат: 40 (926)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: