Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хамăн юратнă хаçатăма кукаçей – Владимир Александрович Фомин – çинчен çырса ярас терĕм. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул июль уйăхĕнче Буденнăй (халĕ Пăва) районĕнчи Хирти Кушкă ялĕнче çуралнă. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ, амăшĕ виçĕ ачана пĕчченех ӳстернĕ вара.
Кукаçей тăван ялĕнчи шкулта çичĕ класс пĕтеричченех «пиллĕксемпе» вĕреннĕ. 1956 çулта Пăвари ветеринари техникумне экзаменсем тытмасăрах вĕренме кĕрет. Диплом илсен ăна Кивĕ Тилçел ялне ĕçлеме яраççĕ. Унта вăл çулталăк ветеринари пункчĕн заведующийĕнче тăрăшать, тутарла калаçма та аванах вĕренсе çитет.
Кукаçей ачаранпах математика учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Çак предмета вăл питĕ юратнă, лайăх пĕлнĕ. Çавăнпах 1961 çулта Ульяновскри педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕрет. Çав çулах ăна Хирти Кушкăри 8 çул вĕренмелли шкула математика учителĕ пулса вĕрентме илеççĕ. Тăватă çултан вăл завуч пулса тăрать. Тата вун виçĕ çултан директора лартаççĕ кукаçее, 23 çул тăрăшать ертӳçĕре. Тивĕçлĕ канăва тухсан та çичĕ çул ĕçлерĕ-ха вăл.
Ку çул кукаçейшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ – 70 çул тултарчĕ, шкулта ĕçлеме пуçлани те 50 çул çитрĕ. Çак юбилейсемпе эпĕ ăна тепĕр хут чĕререн саламлатăп, вăрăм ĕмĕр, пысăк телей сунатăп.
Кукаçейпе кукамай 45 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Кукамай, Олимпиада Петровна, кăçалхи çуркунне 65 çул тултарчĕ. Вăл 27 çул Хирти Кушкă шкулĕнче библиотекарь тата технологи учителĕ пулса ĕçленĕ. Вĕсем тăватă ача çуратса ӳстернĕ.
Каникулсенче эпĕ кукаçейпе кукамай патне хăнана кайма юрататăп. Кукаçей мана çичĕ çулта чухнех шахматла выляма вĕрентрĕ. Аванах вылятăп халь. Хăнара пулсан та вăхăт пĕрре те ахаль иртмест. Кукаçейпе диктантсем çыратпăр, тутарларан вырăсла куçарма вĕренетпĕр, шахматла тата шашкăлла вылятпăр. Кукаçей час-часах хăйĕн кĕнекисен шкафĕнчи хутсемпе паллаштарать: унăн шкулта вĕреннĕ чухнехи тетрачĕсем, дневникĕсем, Хисеп грамотисем халичченех сыхланса юлнă. Ĕçленĕ çулсенче панă наградисем мĕн чухлĕ тата? Икĕ значок – «РСФСР халăх çутĕçĕн отличникĕ» тата «СССР çутĕç отличникĕ» – уйрăмах хаклă уншăн.
Кукаçей йышлă йăхран. Ун тăванĕсен хушшинче 50 ытла çын вĕрентекен. Ман кукаçей питĕ сумлă, хисеплĕ, ырă çын. Хăйĕн ĕçне питĕ юратса, тăрăшса ĕçленĕ. Эпĕ ăна питĕ юрататăп.
 
: 865, Хаçат: 40 (926), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: