Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Саккуна йышăнма васкамаççĕ
РФ Вĕрентӳпе наука министерстви «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентӳ çинчен» саккун проекчĕ çине «пăнчă лартма» васкамасть-ха. Çывăх вăхăтра Интернетра сӳтсе явма документăн виççĕмĕш версийĕн çĕнĕ редакцине вырнаçтараççĕ.
Çӳлерех асăннă министерство хатĕрленĕ саккун проекчĕ 1992 тата 1996 çулсенче йышăннă икĕ тĕп саккуна – «Вĕрентӳ çинчен» тата «Аслă тата аслă шкул хыççăнхи профессиллĕ вĕрентӳ çинчен» – ылмаштармалла. Çĕнĕ саккунра вĕрентĕвĕн кашни шайĕнчи нормăсем пирки тĕплĕн çырмалла. «Эпир çак саккун проектне йышăнма васкамастпăр. Малтан тĕплĕн сӳтсе явмалла, нормăсене кирлĕ пек йĕркене кĕртсе çитермелле», – тенĕ çак кунсенче РФ вĕрентӳпе наука министрĕн çумĕ И.Реморенко Раççей Суту-илӳпе промышленность палатинче ирттернĕ канашлура. Вăл каланă тăрăх, саккун проектне сӳтсе явма ятарлă сайт та уçнă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче çĕнетнĕ документа пичетлесен экспертсем нумай асăрхаттару тунă. Халĕ çĕнĕ версие сӳтсе яваççĕ. Паянхи куна асăннă сайтра Интернетпа усă куракан 5 пин çурă çын регистрациленнĕ. Кашниех хăйĕн шухăшне, сĕнĕвне пĕлтерме пултарать.
Çулталăкра пĕрре çеç
Чиновниксем пĕрлехи патшалăх экзаменне хатĕрленмелли репетициллĕ экзаменсемшĕн шкул ачисенчен укçа илме чарнă. Кунсăр пуçне çапла майпа пĕлĕве тĕрĕслеме çулталăкра пĕр хутран ытла юрамасть. Рособрнадзор репетициллĕ экзаменсем ирттерес йĕрке пирки ăнлантарса панă. Документпа килĕшӳллĕн, çакнашкал «тренировкăсен» тĕп задачи – шкул ачисене ППЭ мĕнлерех йĕркепе иртнипе паллаштарасси, бланксене тĕрĕс çырса тултарма вĕрентесси. Репетициллĕ экзаменсене вĕренекенĕн пĕлĕвне тĕрĕслеме ирттермеççĕ, вĕсемшĕн дневник е журнал çине оценка та лартма юрамасть.
Перекетлеме май парать-и?
Раççейре ноябрь уйăхĕнче Plastic Logic планшетлă компьютерсем сутма пуçлаççĕ. РФ Вĕрентӳпе наука министерстви шăпах вĕсене малашне электронлă вĕренӳ кĕнеки тума планлать. Компьютера кăларакан компани пĕлтернĕ тăрăх, вăл 25 пин тенке яхăн тăмалла. Анчах та август уйăхĕнче РОСНАНО пуçлăхĕ Анатолий Чубайс Владимир Путина çак электронлă кĕнекепе паллаштарнă чух вăл 12 пин тенкĕ тăрасси пирки пĕлтернĕччĕ. Çакăн пирки ăнлантарса пама ыйтсан РОСНАНО пресс-службинче çапларах хурав панă: «12 пин тенкĕ тăракан электронлă вĕренӳ кĕнекисене шкулсенче усă курма хатĕрлеççĕ, анлă сутăва вара функцийĕсем ытларах модель тухать».
А.Чубайс хăйĕн блогĕнче çырнă тăрăх, электронлă вĕренӳ кĕнекипе вăтамран виçĕ çул усă курма пулать. Çак тапхăрта вăл вĕренӳ кĕнекисен хакĕн 30 процентне перекетлеме май парать. Анчах та Пĕтĕм Раççейри Вĕрентӳ фончĕн президенчĕ С.Комков А.Чубайспа килĕшмест. 12 пин тенкĕпе вун-вун кĕнеке туянма пулать тесе çирĕплетет вăл.
Халĕ Plastic Logic планшетсемпе пилотлă проект шайĕнче Калининград вĕрентекенĕсем паллашаççĕ. Çак эксперимент планшетсемпе шкулсенче усă курма кирлипе кирлĕ маррине кăтартса парĕ те.
 
: 931, Хаçат: 40 (926), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: